Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Телей - сывлăхра

Шкул ачисен сывлăхĕ - яланах тимлĕхре тытмалли çивĕч ыйтусенчен пĕри. Çавăнпа кашни вĕрентекенĕн аталанакан организма витĕм кÿрекен тĕп факторсене лайăх пĕлмелле.

Ачана ирхине тата каçхине шăл тасатма, зарядка тума, усăллă апатланма вĕрентни кăна çителĕксĕр. Ăна пĕчĕкренех хăйне юратма, çынсене хисеплеме, пурнăç хакне туйма хăнăхтармалла. Çапла пулсан кăна çын чăннипе сывă пулĕ.

Ачана сăмахпа кăна воспитани пама çук. Вĕсене мĕне вĕрентнине ырă тĕслĕхсемпе çирĕплетмелле. Кунта, паллах, çемье те пысăк вырăн йышăнать. Çемьере ача пурнăç опытне илет, хăйне тыткалама вĕренет. Шел, тепĕр чухне çакăн евĕр ÿкерчĕксене те курма тÿр килет: аслисем ачисене ырă кăмăллă, сăпайлă пулма вĕрентесшĕн, анчах хăйсем усал сăмахсемпе калаçаççĕ, вăрçаççĕ, кăшкăрашаççĕ. Ку е вăл çимĕçе çиме юраманнине пĕлтереççĕ, анчах хăйсем çав апатах çиеççĕ тата ытти те. Хирĕçле хăтлану вара ачасене нихăçан та йĕркене хăнăхтармасть. Кун пирки пухусенче ашшĕ-амăшĕсемпе час-часах калаçатпăр.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас тĕллевпе вĕренекенсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлара. Экскурсисене, похода тухса çÿрени, вăйă-конкурссем, ăмăртусем йĕркелени ачасен кăмăлне те çĕклет, хавхалантарать.

Ачан сывлăхĕ унăн кăмăл-туйăмĕнчен те килет. Енчен те вăл пусăрăнчăк, кăмăлсăр пулсан, унăн вĕренес те, нимĕнле ĕçе те хутшăнас килмест. Наян, ĕçрен пăрăнса çÿрекен, пĕлÿ патне туртăнман çынран вара телейсĕртерех çын та çук пулĕ. Çакна шута илсех, вĕренекенсен кăмăлне çĕклес, вĕсене хавхалантарас тесе хамăр ĕçре психолог канашĕсемпе усă куратпăр, ятарлă упражненисем тăватпăр. Çакă вара чылай пулăшать.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 августа 2004
00:00
Поделиться
;