Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăл хаяр çапăçусене хутшăннă

Иван Леонтьевич Леонтьев, иртнĕ вăрçăра сусăрланса таврăннăскер, юлашки вăхăтра сывлăхĕ хавшаса пынине хытах туйма пуçларĕ. Ăна йывăр суранĕ 60 çул хушши ĕнтĕ хаяр çапăçусене, госпитальсенчи асапсене аса илтерсе тăрать. Вăрçă ветеранне суранĕ миçе хутчен вырăн çине пăталаман пулĕ; Акă, паян та вăл, урисене шалкăм çапнипе, урама тухса çÿреймест. Пĕччен пурăнакан ватă, эмел ĕçрĕ те, пĕчĕк-пĕчĕк утăмсемпе гардероб умне çывхарчĕ, орденсемпе медальсем илемлетекен çĕнĕ тумне аллине илчĕ.

- Çак наградăсене пăхатăп та çапăçу хирĕсем, çывăх юлташсемпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă тапхăрсем куç умне тухса тăраççĕ,- ассăн сывласа илет вăл.

Тăшмана хирĕç çапăçнă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн И.Леонтьева икĕ орден, тăхăр медаль парса чыс тунă.

Уйкас Явăш каччи, тин çеç вунсаккăр тултарнăскер, 1943 çулта Белоруссири хаяр çапăçусене хутшăннă. Великие Луки хулине нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă чухне вăл йывăр аманнă. Иван Леонтьевич, пилĕк уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн, пĕтĕм фрончĕпе чапа тухнă хăй çапăçнă снайперсен полкне тепĕр хут яма ыйтнă, тăшмана çапса аркатичченех кĕрешме тупа тунă. Медицина комиссийĕ унăн ыйтăвне тивĕçтереймен, суранĕ ытла та йывăр пулнă.

1944 çулхи çуркунне салтак вăрçă çулĕсенче юхăннă тăван ялне - Уйкас Явăша таврăннă. Мĕн курнă-ха вăл хăй умĕнче; Чи хăрушши - ишĕлнĕ кил-çурт, выçлăх. Сĕтел тавралла пухăнса ларнă тăван-пĕтенĕсем юлашки çăкăр чĕллине валеçсе çинĕ.

Суранланса таврăннă Иван Леонтьевич çине йывăр лав тиеннĕ. Юхăннă колхоза, хăвăртрах ура çине тăратас ĕмĕт çунатлантарнă тин çеç салтак тумне хывма ĕлкĕрнĕ çамрăка.

Иван Леонтьевич ăçта кăна ĕçлемен пулĕ; “Восход” колхозра 18 çул уй-хир бригадирĕ пулнă. Тÿрĕ чунлă салтак çав çулсенче колхоза тырăллă тăвассишĕн пайтах вăй хунă. Кĕçех тăрăшуллă ĕçчене, чăнлăхшăн, çирĕп йĕркешĕн хыпса çунаканскере, хуçалăхăн тырă склачĕсене шанса панă. Кунта вăл пĕр улшăнмасăр 13 çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Çавăнпа кладовщик ĕçĕнче тырă ытлашши е çитменни нихçан та пулман. Ватлăхри канăва тухиччен вăл Уйкас Явăшри выльăх-чĕрлĕх фермине ултă çул ăнăçлă ертсе пынă. Пĕр сăмахпа каласан, Иван Леонтьевич вăрçăран тăван ялне таврăннăранпа колхоз ĕçĕнче çанă тавăрса вăй хунă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ, ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, ватлăхĕ халăхшăн, çĕршывшăн иртнĕ. Çут тĕнчере унтан ырри, хисепли мĕн пултăр-ха;

Вăрçăн йывăр çулĕсем кирек кам пурнăçĕнче те тарăн йĕр, сипленми суран хăварнăран, тăтăшах аса илетпĕр вĕсене.

И.Леонтьевăн мăшăрĕ - Перасковья Матвеевна Кивçурт Енĕш хĕрĕ пулнă. Уйкас Явăша качча киличчен хăйсен колхозĕнче дояркăра, кайран ватлăхри канăва тухичченех сысна ферминче чун хавалне парса ĕçленĕ. Телейлĕ мăшăр вунă ача çуратнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ хăйсем çурт-йĕр лартса çемье чăмăртанă, тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ профессипе ĕçлесе пурăнаççĕ.

Халĕ Иван Леонтьевич шăнса çитеймен пăр урлă асăрханса каçнă евĕр, хуллен-хуллен кăштăртатса утать. Куçĕсем лайăх курманран аякри çынна йăпăр-япăр палласа илеймест, хăлхисем те витĕрех мар. Çапах та унăн çамрăк чухнехи илĕртмĕш паллисем купăс пĕрмечиллĕ сăн-питĕнче паянчченех çухалман, ăшă кулли кирек кама та çийĕнчех çупăрласа илет. Хĕсĕкрех хăмăр куçĕсем ачашшăн, хĕрхенÿллĕн, çепĕççĕн пăхни те вăл ырă кăмăллă, сăпайлă, пысăк туйăмлă çын пулнине аса илтереççĕ.

- Эпĕ çакна каласшăн: хаклă тăванăмăрсем, ан манăр ватă çынсене, ан пăрахăр. Пире, ветерансене, ытлашши нумай кирлĕ мар, кăштах чун ăшши пулсан, кулленхи пурнăçра алă парса сывлăх сунсан, питех те савăннă пулăттăмăр,- алăсене чăмăртаса уйрăлтăмăр ĕçпе вăрçă ветеранĕпе.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 августа 2004
00:00
Поделиться
;