Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ярмушкасенчен тĕслĕх илер

Шкул саккинчен тухман ачасем, çамрăксем эрех-сăрапа иртĕхни, пирус туртни, нимĕнле ĕçе те хутшăнманни темшĕн хĕссех йăлана кĕрсе вырнаçасшăн. Çакă - обществăн чи “чирлĕ” вырăнĕ. Ял тĕрекĕ, çĕршыв пуласлăхĕ вĕсенче-çке-ха. Çавăнпа хамăра хупăрлакан çынсене сиенлĕ йăласенчен хăтарассипе пурин те тĕллевлĕ ĕçлемелле.

Ярмушка ял администраци территорийĕнче, акă, сывă пурнăç йĕркине халăхра анлăрах сарассине яланах малти вырăна хураççĕ. Ку енĕпе вырăнти шкул, культура учрежденийĕсем, çемье практикин врач офисĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, ял тата “Гвардеец” хуçалăх администрацийĕсем пĕрлешсе ĕçлеççĕ. Ячĕшĕн кăна мар, пĕтĕм ĕçе кăтартуллă туса пыраççĕ.

Хăйсем патĕнче тăтăшах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттернине хăнăхнă ĕнтĕ ярмушкасем. Чи пĕлтерĕшли - вĕсене чăтăмсăррăн кĕтни, хатĕрленни, çĕнтерÿсем тума ăнтăлни. Ăмăрту-тупăшусем ÿт-пĕве пиçĕхтернисĕр, вăй-хала çирĕплетнисĕр пуçне чун-чĕрене савăнăç кÿнине питĕ лайăх ăнланаççĕ кунта.

Йĕлтĕрпе чупассипе хĕрарăмсем, арçынсем, шкул ачисем хушшинчи ăмăртусем, çăмăл атлетика, шашка, шахмат, волейбол, футбол енĕпе администраци первенствисем, Федор Соколова асăнса ирттернĕ сĕтел çинчи теннис турнирĕ... - кусем администраци территорийĕнче йĕркеленĕ хăшпĕр ăмăртусем кăна-ха. Ялта мĕнле те пулин мероприяти иртнĕ вăхăтра вара килте ларакан çук. Старта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем тухнине палăртма та питĕ кăмăллă.

Ял спортсменĕсемпе те тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Хĕрарăмсенчен Л.Сорокина, Н.Лаврентьева, Р.Молостова, арçынсенчен Ю.Яковлев, А.Анисимов, Г.Сорокин, шкул ачисенчен Д.Лаврентьев, В.Сорокин, И.Иванов спортăн тĕрлĕ енĕпе хастар. Вĕсем тата ытти спорт тусĕсем пысăк тÿпе хывнипех ĕнтĕ район шайĕнчи ăмăртусенчен ярмушкасем яланах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Кăçал, акă, йĕлтĕрпе чупассипе район первенствинче çамрăксен, шкул ачисен, аслисен ушкăнĕнче те пĕрремĕш вырăнсене вĕсем çĕнсе илчĕç. Волейбол, шашка, çăмăл атлетика енĕпе виççĕмĕш, шахматла - тăваттăмĕш, сĕтел çинчи теннис енĕпе иккĕмĕш пулчĕç.

Сывă пурнăç йĕрки вăл спорт кăна мар, хамăра тыткалама пĕлни те, ăс-хакăлпа этемлĕх енчен сывă пулни те. Телевидени, видео тĕнчи, антипропагандăлла хаçат-журналсемпе кĕнекесем çитĕнекен ăрăва япăх витĕм кÿни паянхи кун вăрттăнлăх мар. Анăçри киносем çеç мар, хамăр çĕршывра ÿкернисем те, “сарă” пресса, сăра ĕçме “чĕнекен” реклама роликĕсем çамрăксене усала хăнăхтараççĕ, тÿрĕ çултан пăраççĕ. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сиенлĕ йăласен витĕмне “кĕрсе ÿкесрен” асăрхаттарассипе Ярмушкара пысăк ĕçсем тунине палăртмалла. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ В.Сорокина шкулта час-часах пулать, калаçусем-диспутсем ирттерет. Вырăнти радиоузелпа эрех-сăра, наркотиксен сиенлĕхĕ пирки тухса калаçни те усă кÿрет, çамрăксене шутламасăр утăм тăвассинчен хăтарать.

Право йĕркине пăсма пултаракан, условно майпа айăпланнă, тĕрмере ларса тухнă çынсемпе, ăнăçлă мар çемьесемпе ĕçлесси те тĕп вырăнта кунта. Халăхпа ирттерекен пухусенче ку ыйтăва яланах пăхса тухса сÿтсе яваççĕ.

Сывă пурнăç йĕркине йăлана кĕртессипе культура учрежденийĕсем те паха опыт сараççĕ, халăхăн культура шайне ÿстерессипе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. “Атте, анне тата эпĕ - спортпа туслă çемье” конкурс, аслисемпе шкул ачисем хушшинче волейболла, футболла юлташла тĕлпулусем ирттересси йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Массăллă спорт тата культура мероприятийĕсенче ял администрацине кĕрекен пĕтĕм ял халăхĕ савăнать. Ярмушкари культура çурчĕн тата Пуканкассинчи клубăн фольклор ушкăнĕсем те ят-сум çĕнсе илчĕç. Вĕсен пултарулăхне район çыннисем кăна мар, республикăра та курса пысăк хак пачĕç. “Атăлçи çăлкуçĕсем” фестивале, “Чăваш хăмли, салачĕ, сăри - 2004” уява хутшăнма тивĕç пулчĕç, июль уйăхĕнче Калинино салинче иртнĕ уявра юрă-ташăпа савăнтарчĕç вĕсем, концертсемпе ытти район-хуласене тухса çÿрерĕç.

Культура ĕçченĕсен тепĕр паха енĕ вăл - çамрăксемпе вĕрентÿллĕ мероприятисем ирттерни. Дискотекăсем, сăмахран, ташланипе кăна мар, вăйă-конкурссем йĕркеленипе те асра юлаççĕ. Кану каçĕсем, калаçу сехечĕсем  те воспитани парас ĕçре пысăк пулăшу параççĕ.

Ярмушкасем çинчен калаçнă чухне Ивановсен çемйи çинчен те каламасăр иртме çук. Чăваш Республикин первенствинче мала тухса çулахи ял вăййисен Пĕтĕм Раççейри V ăмăртăвĕсене хутшăнма тивĕç пулчĕç вĕсем. Унта та вăйлисен йышне кĕчĕç, Сочине канма кайма путевка çĕнсе илчĕç.

Сывă пурнăç йĕркине хăватлăн халăхра сарса, тытса пырсан кăна киревсĕр пулăмсене пĕтерме пулать. Çак шухăша тĕпе хываççĕ те ĕнтĕ ярмушкасем. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 августа 2004
00:00
Поделиться
;