Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çумкурăк пусса илнипе... кăшман пĕтнĕ

Юлашки çулсенче чылай хуçалăхра гербицидсемпе усă курма пăрахрĕç, тĕштырăсен вăрлăхне лайăх алласа тасатмасăрах акаççĕ. Çавна май вĕсен уйĕсене çумкурăк ытларах та ытларах пусса илет. Çак кунсенче ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ З.А.Палитова, ÿсентăрансене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен районти агроном А.Г.Мураткин, ытти яваплă работниксем хуçалăхсен уйĕсенче пулнă, вырнăн-вырнăн çумкурăксем ял хуçалăх культурисене йăлтах пусса илнине, вĕсене йĕркеллĕн аталанма паманнине асăрханă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах “Правда” ял хуçалăх производство кооперативĕнче лару-тăру япăх. Кунта кăшман уйĕнче пĕр тăваткал метр çинче хир сĕлли, шур чечек, шурут, пиçен, хурхух тата ытти 123 çумкурăк çитĕннĕ. Вĕсем пусса илнипе 10 гектар сахăр кăшманĕ, 5 гектар выльăх кăшманĕ пĕтнĕ. Халĕ нурăссем кăшман пуссине çумкурăка çулма тухнă, анана çимĕçе кăлармасăрах сухаласа пăрахма шут тытнă. Хуçалăхра тĕштырăсен уйĕсене те çумкурăк пусса илнĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх çакна пула тухăç 5-6 центнертан кая мар чакнă.

Коротков ячĕллĕ, “Янсарино” хуçалăхсен, ял хуçалăх техникумĕн уйĕсенче те çумкурăк нумайлансах пырать, тĕштырăсен, тымар çимĕçсемпе ытти культурăсен тухăçне чакарать.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 сентября 2004
00:00
Поделиться
;