Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сергей мăнукăма

Паян, мăнукăм, мăн уяв.

Паян пĕрремĕш хут

Класс алăкне уçать çĕн çурт,

Чĕнет пĕлÿ пухма.

 

Пĕрремĕш хут пĕрремĕш класс

Сана кĕтсе илет.

Учитель те сана хавас,

Телей сунса пиллет.

 

Учитель саншăн тус, юлташ,

Пĕлÿ çăлкуçĕ вăл.

Унпа ан хирĕç, ан тавлаш,

Итле те лăпкă пул.

 

Сана кĕтсе хавассăн

Ян! янрĕ шăнкăрав.

Куллен сана йыхравлĕ:

“Урок пуçланчĕ, ав!”

 

Вĕренĕн саспалли çырма,

Вĕренĕн шутлама.

Çут тĕнчене пĕлме, туйма,

Вĕренĕн вулама.

 

Утсам ялан малтан мала,

Ман пĕчĕкçĕ мăнук.

Ĕçле, вĕрен те аталан -

Тĕпчевĕн вĕçĕ çук.

 

Кайран туптаннă ăс-халпа

Эс пулăн ятлă çын.

Пĕлÿ тĕнчийĕн мăн хапха -

Тĕпче, вула та çыр.

 

Мана хывсан, пулан çыравçă,

Тен, аслаçу пек фермер.

Аçу сан врач-асамçă -

Профессисем пиншер.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 сентября 2004
00:00
Поделиться
;