Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - наци аталанă

Çак ятпа иртрĕ кăçал вĕрентÿ ĕçченĕсен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕнхи канашлăвĕ. ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Доманин, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Никифорова, педагогикăра вăй хуракансем - пурте ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, ăна кулленхи йăлана кĕртесси пирки каларĕç. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин йĕркелесе ертсе пычĕ.

Ку темăна суйласа илни ăнсăртран мар. Çитĕнекен ăрăва сывлăх, ăс-хакăл тĕлĕшпе тивĕçлĕ воспитани парасси патшалăх политикин ытти мĕнпур ĕçĕсемпе пĕр шайра. Ăс-тăн енчен аталаннă, тавракурăмлă, çирĕп кăмăллă çамрăк - çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ăнăçлăхĕ.

Обществăри тÿнтерле енсем, аслăрах ÿсĕмри çынсен культура шайĕ чакса пыни çамрăксене улăштарать. Ырă тĕслĕхсĕр, кирлĕ пек воспитани памасăр вара ачаран йĕркеллĕ çын тăваймăн. Тĕп докладчик - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Людмила Никифорова çак шухăш çине тайăнчĕ те наука педагогикин классикĕн А.С.Макаренкон сăмахĕсене илсе кăтартнă май: “Ачасем - пирĕн ватлăх. Тĕрĕс воспитани - пирĕн телейлĕ ватлăх, япăх воспитани - пирĕн пулас хуйхă, куççуль, ытти çынсем, пĕтĕм çĕршыв умĕнчи пысăк айăп”.

Хăйĕн докладĕнче Людмила Аркадьевна ачан воспитанийĕ çине чи малтанах çемье витĕм кÿнине палăртрĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсем те ку ĕçре, паллах, пысăк вырăн йышăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе шкулсенче те, ача сачĕсенче те тĕрлĕ формăпа усă курни куçкĕретех. Ку енĕпе вĕсенче сывлăх кунĕсем, спорт уявĕсем, тĕрлĕ вăйăсем иртеççĕ. Час-часах чирлекен ачана ятарлă кружок-секцисене явăçтарасси те - тĕп ĕçсен шутĕнче.

Пĕчĕкренех сывлăха упрама вĕренни чăнах питĕ пĕлтерĕшлĕ. Районти ача сачĕсенче ÿт-пÿ, ăс-тăн çирĕплĕхне аталантарас тĕллевпе вăйăсене, занятисене физкультура упражненийĕсем кĕртсе йĕркелеççĕ. Вăрнарти 4-мĕш “Березка” ача садĕнче, сăмахран, ку енĕпе ырă тĕслĕх сахал мар. Кăçал кунта çÿрекенсем “Малышиада” ятпа иртнĕ спартакиадăра çĕнтерсе зонăри ăмăртусене хутшăнма тивĕç пулнă. “Сеспель” ача сачĕ çул çинчи инкексенче кĕçĕннисем сусăрланса аманассине асăрхаттарас енĕпе кăтартуллă ĕçленĕшĕн ЧР Шалти ĕçсен министерствин дипломне тивĕç пулнă.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасен сывлăхне тĕп вырăна хурса ĕçлени ырă çимĕçне пани куçкĕретех. Çакă, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, вĕренекен хушшинче чирлесе урок сиктерекенсем сахалланнинчен те курăнать. Ырă опыт саракан физкультура учителĕсем те чылай районта. Вĕсенчен пĕри - Калининăри А.Михайлов. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла.

Вăрманкасри шкулта спорт залĕ çук, апла пулин те йывăрлăхран тĕрлĕ майпа тухма тăрăшаççĕ вĕсем. Пиллĕк çул ытла ĕнтĕ кунта 2-мĕш класран пуçласа физкультура урокĕсене эрнере 5 хутчен ирттереççĕ. Вĕренекенсем районти ăмăртусенчен нихăçан та юлман, çитĕнĕвĕсем те пысăк вĕсен - иккĕмĕш вырăнтан аяларах анмаççĕ. Ачасене хавхалантарма, спорта туртăнма шкулта “Шкулти чи лайăх спортсмен”, Спортпа чи туслă класс” конкурссем йĕркеленĕ.

Çавăн пекех Çĕрпелти, Кĕçĕн Кипекри шкулсенче те физкультура урокĕсем çÿллĕ шайра иртеççĕ. Ку енĕпе Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, ача-пăча пултарулăх çурчĕ пысăк ĕçсем пурнăçлать. Физкультурăпа олимпиада ирттерес пуçарăва вĕренекенсем хапăлласа йышăннă, малашне те вăл ырă йăласен шутĕнче пулĕ.

Шкулсенче спорт хатĕрĕсем çитменни паян вăрттăнлăх мар, хăшĕсем вара питех хавшак. 32 шкулран 20-шĕнче кăна спортзал пур. Кăçал ЧР Вĕрентÿ министерстви пирĕн района 193914 тенкĕлĕх спортинвентарьпе тивĕçтернĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне тата 52964 тенкĕлĕх килсе çитмелле. Хăшпĕр шкулсем республикăри конкурссене хутшăнса спорт хатĕрĕсене хăйсен вăйĕпе çĕнсе илеççĕ. Аçăмçырминчи вăтам шкул мастерскойĕнче вара ачасем йĕлтĕрсем ăсталаççĕ, вĕсем фабрикăра туса кăларнинчен пĕртте кая мар.

Медицина тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки виçĕ çулта шкул ачисем хушшинче янахай шыççипе, сколиозпа, сывлав органĕсен тата ытти хăшпĕр чирсемпе чирлекенсем сахалланнă.

Вĕренекенсене апатлантарас ыйту вара питех çивĕч тăрать. “Паян ăнăçсăр çемьери ачасем шкулта кăна вĕри апат çийейни вăрттăнлăх мар,- терĕ вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ. - Çавăнпа пирĕн пурне те тÿлевсĕр çитерме майсем шыранипе пĕрлех, апат пахалăхĕ пирки те шутламалла”. Районти чылай шкулта пахчаçимĕçе хăйсен вăйĕпе ÿстерсе çитĕнтереççĕ, микрофермăсенче выльăх тытаççĕ, çапла майпа йывăрлăхран тухма тăрăшаççĕ. Аçăмçырминчи, Хапăсри, Санарпуçри, Çĕрпелти, Вăрманкасри тата ытти хăшпĕр шкулсенче ачасем йĕркеллĕ апатланаççĕ. Теприсенче вара чир-чĕре асăрхаттарассипе санитари требованийĕсене пурнăçламаççĕ. Л.Никифорова хăйĕн докладĕнче Кĕçĕн Кипекри, Туçи Мăратри, Малти Ишекри, Хирпуçри, Вăрман Кипекри шкулсенче пахалăхĕ енчен тивĕçтермен савăт-сапапа усă курнине, хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕçе упрамалли вăхăтне кура пăхăнманнине уççăнах палăртрĕ. Çавăн пекех Кĕçĕн Кипекре, Туçи Мăратра тата Вăрман Кипекре  харпăр хăй гигиенин правилисене пăхăнмаççĕ, кухньăра, столовăйсенче савăт-сапана йĕркеллĕ çуса тасатмаççĕ.

Людмила Аркадьевна ачасене воспитани парас ĕçре ашшĕ-амăшĕсен тÿпи пысăк пулни çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Кунта, паллах, вĕсем педагогсемпе пĕрлешсе ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене диспутсем, ыйту-хурав каçĕсем, тренинг мелĕсемпе ирттересси йăлана кĕнĕ. Кунашкал ырă тĕслĕхе Чăрăшкас Хирлепри, Аçăмçырминчи, Хирпуçри шкулсенче палăртма пулать. Чылайăшĕнче уявсем, спорт ăмăртăвĕсем, творчество ĕçĕсен каçĕсем, кружоксем шăпах аслисем хутшăннипе иртеççĕ. Çапла тунин усси пысăк. Кĕçĕннисен ашшĕ-амăшĕсене кура хавхалану, мĕнле те пулин усăллă ĕçе хутшăнас кăмăл ÿсет. Анчах пур ача та мар çав, теприсем пурнăçри тÿнтерле енсем витĕмне часах кĕрсе ÿкеççĕ. Çакна ачасем хушшинче право йĕркине пăсакансем пулни çирĕплетет. Кăçал вĕсем хутшăннипе 12 ĕç пуçарнă. Уйрăмах Кульцаври, Хăмăшри, Аçăмçырминчи, Вăрнарти 2-мĕш шкулсенче вĕренекенсем преступлени çулĕ çине тăрасси ÿснĕ. “Çакă шкулсенче профилактика ĕçĕсене çителĕклĕ пурнăçламаннипе, ачасене право, культурăпа этика тĕлĕшĕнчен воспитани парассине йĕркелеменнипе çыхăннă”,- терĕ докладчик. Çулсеренех ашшĕ-амăш пур çĕртенех хÿтлĕхсĕр ÿсекен (районта вĕсем 120), тăлăх ачасем (48), ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаннисем (172 çемье) йышланни кашнинех шухăшлаттармалла, паллах. Ача чи малтанах çемьере аталанать, пурнăç опытне илет, хăйне тыткалама вĕренет.

“Вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас” проектпа килĕшÿллĕн ялти шкулсене реструктуризацилес ĕç малалла пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ - тарăн пĕлÿ пама пултаракан, паянхи пурнăç условисемпе килĕшсе тăракан шкулсем туса хурасси. Пирĕн районти Калининăри вăтам шкул та çак проекта хутшăнса укçа выляса илме пултарнă. Нумаях пулмасть шкул мастерскойĕ 100 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованипе пуянланнă, çывăх вăхăтра спортзала йĕркелеме 200 пин тенкĕлĕх спорт инвентарĕ килсе çитнĕ. Сентябрь уйăхĕнче çĕнĕ компьютерсем вырнаçтарса лартĕç.

Тĕрлĕ чĕлхесене пĕлни ачасен тавракурăмне анлăлатма, культурăсен хутшăнăвне аван туйма пулăшать. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта, акă, Раççей экспериментне хутшăнса ют чĕлхене иккĕмĕш класранах вĕрентеççĕ, ку енĕпе çулсеренех çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

Çамрăксене малашнехи пурнăçа хатĕрлеме, професси суйласа илме пулăшасси - паянхи вĕрентÿ системинче йышăннă çĕнĕ çулсенчен пĕри. Шкултан вĕренсе тухакансенчен ытларахăшĕ профессие чун туртăмĕпе алла илмест - ашшĕ-амăшĕ хистенипе е ыттисенчен юлас мар тесе пĕр-пĕр çĕре вĕренме кĕрет. Çавăнпа та профессилле вĕренÿ мелĕ аслă классенче вĕренекенсене шкултах хăйĕн пуласлăхне палăртма май паарть. Хамăр районти хăшпĕр шкулсенче çамрăксене пуçламăш профессие парасси ăнăçлă пурнăçланса пырать, анчах кунашкаллисем хальлĕхе шутлă кăна-ха.

Людмила Аркадьевна çавăн пекех чылай ырă тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Вăл шутра - патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем пысăк пулни, кăçал шкултан вĕренсе тухакансем хушшинче аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕреслĕхĕ ÿсни, чылай шкулти вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕнче çĕнĕ технологисене усă курса тăрăшни, вĕрентекенсен ĕç опытне ÿстерессипе çыхăннă чылай мероприятисем ирттерни тата ытти те.

Сывă пурнăç йĕркине пурнăçа кĕртсе пыракан вĕрентекенсем хăйсен шкулĕнчи мал опытпа, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Докладчиксем Санарпуçри, Вăрманкасри шкул директорĕсем Н.Иванов тата И.Лукина, Вăрнарти 2-мĕш, Пăртасри, Калининăри шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем Е.Горбунова, Т.Петрова тата И.Ефимова, Туçи Çармăсри ют чĕлхене вĕрентекен Е.Петрова тата “Сеспель” ача сачĕн аслă воспитателĕ Н.Лобаева пулчĕç. Асăннă шкулсенче тĕрлĕ енлĕ, чи кирли - кăтартуллă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕрентекенсем хуткатнă ыйтусем пĕлтерĕшлĕ - вĕренÿ пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ меслетсемпе усă курасси, вĕренÿри çĕнĕлĕхсем, пĕлÿ шайне ÿстересси, ачасене массăллă спорта явăçтарас ĕçри учитель тивĕçĕ, вĕренекенсен хутшăнăвĕсене лайăхлатасси, ют чĕлхе культурине алла илме пулăшасси, шкул ачисене хăйсен сывлăхĕшĕн яваплă пулма хăнăхтарасси, тĕрлĕ йывăр лару-тăруран хăй тĕллĕн тухма вĕрентесси...

Юлашки çулсенче çамрăксем çар службинчен ытларах пăрăнма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та ачасене пĕчĕкренех патриотизмла воспитани парасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла, çĕршыва сыхласси кашни арçын ачан таса тивĕçĕ пулнине ăнлантармалла. Çар комиссариачĕпе пĕрлешсе ĕçлени, шкулсенче вăрçă ветеранĕсемпе, çар çыннисемпе тĕлпулусем йĕркеленин вара усси пысăк. Вăрнар район çар комиссариачĕ В.Игнатьев подполковник вĕрентÿ ĕçченĕсем  умĕнче тухса калаçнă май çак шухăша палăртрĕ те. Кунсăр пуçне вăл çамрăксем хушшинче аслă çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрес текенсем йышланнине пĕлтерчĕ. Анчах çакна манмалла мар: сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, хул-çурăма куллен тĕреклетекен, ÿт-пĕве пиçĕхтерекен çын кăна çар ретне тăма юрăхлă.

Район прокурорĕн помощникĕ Е.Перлова та çивĕч ыйтусем хускатрĕ. “Юлашки вăхăтра çула çитменнисем преступлени тунин тĕп сăлтавĕсенчен вĕри - çемьере воспитани çукки”,- терĕ вăл. Ашшĕ-амăшĕсем ачисене ним сăлтавсăрах хĕненĕшĕн, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыманшăн кăçал 7 çынна ашшĕн е амăшĕн прависĕр хăварнă. Ку таранччен пĕтĕмпе 12 ĕç тăратнă пулнă, 5-шне хальлĕхе пăхса тухман-ха. Елена Николаевна вĕрентекенсен ачасене социаллă-психологи пулăшу парассипе кирлĕ пек ĕçлесе пыманнине те пĕлтерчĕ. Ку тĕлĕшпе поселокри шкулсенчи соцпедагогсем кăна тивĕçлипе тимлеççĕ.

Пĕрлехи рейдсем ирттерни çемьесенче хуçаланакан чылай çитменлĕхе тупса палăртма май парать. Çакна прокурор помощникĕ яр-уççăн палăртрĕ. Хÿтлĕхсĕр юлнă, выçăллă-тутăллă пурăнакан чылай ачана Калининăри реабилитаци центрне вырнаçтарма, ашшĕ-амăшĕсене явап тыттарма тивнĕ.

Ачасем тĕлĕшпе ĕç сыхлавĕн правилисене пăсни те хăш чухне тĕл пулать. Районта кăçал кунашкал икĕ тĕслĕх çырăннă. Пĕрремĕшĕ - кĕçĕн çулхисене ытлашши йывăр ĕçе хутшăнтарни, иккĕмĕшĕ - каçхи вăхăтра ĕçлеттерни. Çакăншăн предприяти ертÿçисем çине штраф хунă.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Доманин вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланипе пĕрлех вĕсене яланах сума сунине палăртрĕ, учительсен ячĕпе чылай ырă сăмах каларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл та çемьери лару-тăру ача çине витĕм кÿнине асăнчĕ. Вĕрентекенсен шкул ачисене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăракан çын пулма вĕрентмеллине палăртрĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх канашлу вĕçĕнче ĕçри хастарлăхшăн вĕрентÿ ĕçченĕсене наградăсемпе чысларĕç. Ачасене пĕлÿ парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче вăй хуракан Эльвира Петровна Селенинана “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята пачĕç. “РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята тата кăкăр çине çакмалли знака Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти учительсем - вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен М.В.Буславская тата ют чĕлхене вĕрентекен Э.А.Иванова, Калининăри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.А.Иванова тивĕç пулчĕç.

Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотисемпе Н.В.Есенцева (ача-пăча пултарулăх çурчĕ), Л.М.Жукована (Вăрнарти 1-мĕш шкул), С.Н.Зайцевана (Кĕçĕн Кипек), Е.Л.Карпована (вĕрентÿ пайĕн методкабинет ертÿçи), Н.Н.Козлована (Хăмăш), В.А.Николаевана (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Д.П.Петрована (Малтикас Ялтăра), М.В.Рукавишникована (Шĕнер Ишек), В.Ф.Стеклова (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Л.П.Фролована (Ярмушка), А.Е.Шоколевана (Кÿлхĕрри) наградăларĕç.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин грамотисемпе З.И.Алексеевана (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Л.В.Васильевана (вĕрентÿ пайĕн экономисчĕ), А.П.Григорьевана (Кăмаш), М.Н.Лукинана (“Ромашка” ача сачĕ), Н.П.Капралована (“Рябинка” ача сачĕ), Р.А.Павлована (Вăрнарти 1-мĕш шкул), Е.Н.Петров (Хăмăш), Н.Н.Трофимована (Хапăс), А.В.Шишкована (Енĕш) чысларĕç.

Çавăн пекех вуншар вĕрентекен район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кăтартуллă ĕçленĕшĕн Вăрманкасри тата Вăрнарти 2-мĕш шкулсем пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тата пĕр пин тенкĕ укçана тивĕç пулчĕç. Çакăн евĕр Дипломсене Çарăклăри, Кивĕ Мĕлĕшри, Аçăмçырминчи, Туçи Мăратри шкул ертÿçисем те илчĕç.

Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йĕркеллĕ, таса чунпа хатĕрленĕшĕн Çĕрпелти тата Чăрăшкас Хирлепри шкулсене Дипломпа пĕрер пин тенкĕ пачĕç. Санарпуçри, Шĕнер Ишекри, Кÿлхĕрринчи, Енĕшри шкулсем те дипломлă пулчĕç.

“Чи лайăх сăнав участокĕ” смотр-конкурсра мала тухнăшăн Кивĕ Мĕлĕшри тата Туçи Çармăсри шкулсем грамотăна тата парнепе тивĕçрĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи шкул ачисен спартакиадин çĕнтерÿçисем - калининăсемпе кивĕ-мĕлĕшсем (I вырăн), ярмăшкасемпе вăрманкассем (II вырăн), кĕçĕн-кипексемпе кăмашсем (III вырăн).

Вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетес тата аталантарас, вăл е ку предмета тарăнрах вĕрентес тĕллевпе иртнĕ çул вĕренÿ кабинечĕсен смотр-конкурсне йĕркеленĕ. Канашлура унăн çĕнтерÿçисене парнесемпе чысларĕç. Тĕслĕх кабинетсем çаксем - Хапăсри химипе биологи кабинечĕ (И.П.Романова), Вăрман Кипекри математика кабинечĕ (М.М.Трофимова), Санарпуçри химипе биологи кабинечĕ (Г.И.Егорова), Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен кабинечĕ (Е.В.Судова), Калининăри 24-мĕш професси училищин обществăлла дисциплинăсен кабинечĕ (Г.М.Зайцева).

Канашлу вĕрентÿ ĕçченĕсем хатĕрленĕ концертпа вĕçленчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
06 сентября 2004
00:00
Поделиться
;