Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕчĕккисем те вăрлаççĕ

Шăматкун, ирхине икĕ сехт тĕлнелле, такамсем Вăрнарти автостанци çумĕнчи «Маня» киоск форточкине çĕмĕрсе уçнă, апат-çимĕç продукчĕсем пĕçертсе кайнă. Милици ĕçченĕсем «вĕри йĕрпе» кайса вăрăсене çийĕнчех çулса илнĕ. Киоска пĕчĕк ачасем тустарнă иккен. Пĕри - Уравăшри пурăнакан П. - вуниккĕре, тепри - Вăрнарти Я. - вуннăра. Ачасене çак усал ĕçе тума, ахăртнех, хырăм выççи хĕтĕрнĕ пулас.

Çав каçах Вăрнарти поселокĕн чукун çулăн тепĕр енче вырнаçнă «Агропромтехника» тулли мар яваплă обществăн складне çаратнă. Вăрăсем çăра пĕккине касса татса шала кĕнĕ. Вăрăсем аччасен кĕрхи-çурхи 25 курткине тата илем кÿрекен алюмини карта илсе кайнă. Капюшонлă курткăсем симĕс, сăрă тата кăвак тĕслĕ. Шел, склада тустаракансене халлĕхе тупса палăртман.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 сентября 2004
00:00
Поделиться
;