Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Савăнăçлă уяв

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Çĕрпелти вăтам шкул çурчĕ умĕнче Пĕлÿ кунĕ ячĕпе савăнăçлă митинг иртрĕ. Митинга капăр тумланнă шкул ачисем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем, пиччĕшĕсемпе аккăшĕсем йышлăн килнĕ, кашнин аллинчех чĕрĕ чечексем.

Малтанах пĕлÿ кунĕ ячĕпе вăтам шкул директорĕ Яков Семенович Корнилов саламларĕ. Шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленсе кĕтсе илнĕ, çавăншăн Вăрнарти РУО-ăн I степеньлĕ Дипломне тата 1000 тенкĕ преми илме тивĕçлĕ пулнă. Каникул кунĕсенче “Янгорчино” тата “Хорнзор” ял хуçалăх кооперативĕсенче 100 яхăн ача ĕçпе кану лагерĕсенче вăй хурса ĕçленĕ, каннă. Иртнĕ çул 19 ача 11 классран вĕренсе тухнă, вĕсенчен 5-шĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсене, ыттисем тĕрлĕ училищĕсене кĕнĕ. Кăçал шкулта 309 ача вĕренĕ. 1-мĕш класа 26-ăн çÿрĕç. Шкулта 16 класс, компьютерсем 12, пуян библиотека, спортзал тата ыттисем те пур.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе Çĕрпел ял администрацийĕн ертÿçи М.Горбунов, Чăваш Республикин Госсовет депутачĕ, “Хорнзор” СХПК ертÿçи Ф.Кузьмин, “Янгорчино” СХПК ертÿçи Г.Романов, райадминистраци представителĕ О.Смирнова, Çĕрпелти ветерансен Совечĕн председателĕ Г.Андреев пухăннисене ăшшăн саламларĕç. Районти “Санар” агрофирма представителĕ Антонина Яковлевна Филимонова хăйсен хуçалăхне пырса вырмана тата çĕрулми кăларма хутшăннă 14 вĕренекене укçа парса чыс турĕ.

Митинга шкул ачисем транспарантсемпе тухнă: “Здоровые дети - счастливое будущее”, “Выбираем здоровый образ жизни”, “Хочешь стать здоровым - будь им”. 11-мĕш класра вĕренекенсем 1-мĕш класа килекенсене ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç.

Уяв ячĕпе шкул ачисем Аслă Отечественнăй вăрçă  ветеранĕсене халалласа лартнă тата В.И.Ленин палăкĕсем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

1-мĕш класра вĕренекенсем звонок янратрĕç. Пĕрремĕш уроксем “Сывă пурнăç йĕркипе пурăнатпăр” темăпа иртрĕç. Унта ĕçпе вăрçă ветеранĕсем активлă хутшăнчĕç. Пĕлÿ кунĕнче стадионта тата спортзалра тĕрлĕрен вăйăсем, ăмăртусем иртрĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 сентября 2004
00:00
Поделиться
;