Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туçи-çармăссемпе хăмăшсен - çĕнĕ пуçлăхсем

«Янсарино» тата  «Броневик»  ял хуçалăх производство кооперативĕсен  пуçлăхĕсене  çынсене вăхăтра ĕçукçи паманшăн тата ытти  сăлтавсене пула  ĕçрен хăтарни çинчен хаçатра çырнăччĕ.  Çак кунсенче икĕ хуçалăхĕнче те  пуху ирттернĕ,  çĕнĕ ертÿçĕсене суйласа лартас ыйтăва  сÿтсе явнă.  Туçи-çармăссем хуçалăх тилхепине тытса пыма  Валерий Алексеевич Леонтьева шаннă.  Вăл малтанах бригадирта  ĕçленĕ. Хăмăшсемпе услапасем вара  хуçалăх ертÿçине  ял администрацийĕн специалисчĕ пулнă  Вячеслав Иванович  Репина суйланă.  Çак ял хуçалăх предприятийĕсенчи  çынсемпе пĕрле  эпир те çĕнĕ пуçлăхсене хуçалăхсене малалла аталантарса  ура çине тăратас,  малалла аталантарас ĕçре  ăнăçу тума ырă сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 сентября 2004
00:00
Поделиться
;