Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ваттисен пулăшăвĕ

Вырмара кашни çын хаклă. Ял хуçалăх культурисене пуçтарса кĕртнĕ чухне ĕç вăйĕ тивĕçменни ĕççи вăраха каясси, çавна май пысăк çухатусем пуласси патне илсе пыма пултарать. “Знамя” ял хуçалăх производство кооперативĕнче, акă, çак сăлтава пула йĕтемри тырра тирпейлесси пĕчĕк хăвăртлăхпа пынă. Капла тасатса типĕтмен тырă хĕрме пуçласси, пахалăхне çухатасси те хăвăртах. Çавна май хуçалăх ертÿçи В.Васильев Çавалкасри ваттисен çуртне çитнĕ, пулăшу ыйтнă. Кĕçех Илья Журавлев, Валентина Сергеева, Елизавета Тимофеева йĕтем çинче ĕçлеме пуçланă. Вĕсемпе пĕрле тырă тасатса типĕтнĕ çĕрте ваттисен çурчĕн заведующийĕ Елена Иванова та вăй хунă. Ветерансем пурте 70 çултан иртнĕ. Апла пулин те ĕçре вĕсем çамрăксенчен юлман. Пĕр-пĕринпе çакăн пек çыхăнса ĕçлени икĕ енĕшĕн те усăллă. Ĕççи вĕçленнĕ хыççăн хуçалăх ваттисен çуртне тырă, çĕрулми парса пулăшать.



"Çĕнтерÿ çуле"
07 сентября 2004
00:00
Поделиться
;