Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕр минут шăп тăнă

Çурçĕр Осетири Беслон хулинче террористсем 1000 ытла çынна 1-мĕш вăтам шкулта темиçе талăк тытса усрани, çак синкерлĕ лару-тăрура 338 çын вилни, вĕсенчен чылайăшĕ çула çитмен çамрăксемпе ачасем пулни Раççейре пурăнакан кашни çыннах кулянтарать, тарăху туйăмĕ çуратать. Çак инкек çĕршывăн кашни кĕтесĕнсех пулма пултарни асăннă туйăмсене пушшех вăйлатать, сыхăрах пулма хистет. Виçĕмкун Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти преподавательсемпе вĕренекенсем, ытти работниксем ирхине 9 сехетре Бесланти инкекре вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнисемшĕн куляннине палăртса пĕр минут шăп тăнă. Унтан вĕренекенсемпе инкек-синкекре хăйсене тата çывăхри çынсене хÿтĕлесе хăвармалли правилăсемпе паллаштаракан инструктаж ирттернĕ. Çакăн хыççăн шкулта эвакуаци шăнкăравĕ Янăраса кайнă. Пысăк инкек вăхăтĕнче пурне те çуртран кăлармалли эвакуаци планĕпе килĕшÿллĕн вĕрентекенсемпе ачасем шкул умĕнчи площаде тухнă. Аслă классенче вĕренекенсем хăйсен аллине огнетушительсем илнĕ, кĕçĕннисене шкултан тухма пулăшнă.

Террористсене пула инкек тÿснисене пулăшма иккĕмĕш вăтам шкулти учительсем методикăлла литература туянма паракан укçана Беслана куçарма йышăннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
13 сентября 2004
00:00
Поделиться