Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Культура пулăмĕсен марафонĕ уçăлнă

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Культура марафонĕ уçăлнă.

РФ Президенчĕ В.Путин 2004 çула “Германи культурин Раççейри çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Çавна май “Раççейпе Германин культура тĕл пулăвĕсем” ятпа ятарлă программа ĕçе кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕнех ĕнтĕ Атăл тăрăх “Туслăх карапĕ - 2004” теплоход çула тухнă. Ытлари кун вăл Шупашкара çитсе чарăннă. Унта - Раççейпе Германин культура ĕçченĕсем, музыкантсемпе юрăçсем, эстрада артисчĕсем тата ыттисем.

Театра пухăннисене тата концерта хутшăнакан хăнасене ЧР Президенчĕн Администрацийĕн Ертÿçи - культурăпа национальноçсен ĕçĕсен тата информаци политикипе архив ĕçĕн министрĕ П.Краснов ăшшăн саламланă, республикăра Культура пулăмĕсен марафонĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ.

Кăçалхи марафон Н.Федоров Президент çирĕплетнĕ грантсен конкурсĕнче çĕнтернĕ проектсене те кĕртеççĕ. 54 проектран 24-не Шупашкарсем тăратнă.

Концерта Любовь Казарновская та хутшăннă. Вăл виçĕм çул М.Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне хутшăнса хăйĕн сассипе куракансене тыткăна илнĕччĕ. Тĕнчипе паллă артистка концертшăн пухăннă укçан пысăк пайне Бесланта хĕн курнисене сиплеме куçарасси çинчен пĕлтернĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 сентября 2004
00:00
Поделиться
;