Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей шайĕнче палăрас тесен

Раççей Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал “Раççейри чи пысăк эффективлă социаллă организаци” Пĕтĕм Раççейри IV конкурс ирттереççĕ. Йĕркелÿ комитетне РФ экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министрĕ Г.О.Греф ертсе пырать.

Виççĕмĕш конкурсра çĕршыври 79 субъектран пин ытла организаци хутшăннă. Ун итогĕсем тăрăх чылайăшĕ Раççей Правительствин дипломĕсене тата оргкомитетăн грамотисене тивĕçнĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ ятпа Кремльте йĕркеленĕ торжествăлла церемоние РФ Президенчĕ В.В.Путин хутшăннă. Хăйĕн саламлă сăмахĕнче вăл предприятисемпе организацисенче тăвакан социаллă ĕçсене пысăк хак панă, вĕсем пуçлăхсем ытларах чухне тимленипе пулса пынине палăртнă.

Хальхинче те конкурса Раççей Федерацийĕнчи организацисем хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕмлетÿсене кăçалхи декабрьте пăхса тухма палăртнă. Тивĕçлĕ материалсене вара октябрĕн 1-мĕшĕччен конкурс комиссине çак адреспа ярса памалла: 105203, Москва, ул. 15-ая Парковая, д. 8.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 сентября 2004
00:00
Поделиться
;