Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республика конкурсне хутшăнăр

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министерстви ваккăн суту-илÿ тăвакан тата обществăлла апатлану предприятийĕсем хушшинче чи лайăххине палăртас тĕллевпе конкурс ирттерме йышăннă. Ăна Министрсен Кабинечĕ халăха пулăшу парассине аталантарас тата ун пахалăхне лайăхлатас енĕпе пĕлтĕр çирĕплетнĕ Программăпа килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ.

Республика конкурсне кашниех хутшăнма пултарать. Магазин-лавккасем, кафе-ресторансем, киосксем мĕнле ĕçленине эсир те, хисеплĕ вулаканăмăрсем, хак пама пултаратăр. Килĕшет-и Сире е çук, мĕнле сĕнÿсем е критиклемелли пур - хаçат редакцине çырса пĕлтерĕр. Эпир вĕсене район администрацийĕн экономика управленине çитерĕпĕр. Унтан вара - министерствăна. Сирĕн çырăвăрсем суту-илÿ культурине ÿстерме, йĕркесĕрлĕхсене пĕтерме пулăшĕç.

Асăнтăмăр ĕнтĕ, республика конкурсне суту-илÿ предприятийĕсем, предпринимательсем хутшăнаççĕ. Конкурса çитес çул суту-илÿ ĕçченĕсен кунĕ умĕн пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене конкурсăн логотипĕллĕ дипломсем кĕтеççĕ.

Чи лайăххисене çынсем çыру çырса е телефонпа шăнкăравласа хак пани тăрăх палăртаççĕ. Çавăнпа тавар туянакансенчен сĕнÿсем кĕтетпĕр.

Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире палăртаççĕ: чи лайăх суту-илÿ çурчĕ, фирмăллă магазин, ялти лавкка, ресторан, кафе, яллă вырăнти чи лайăх обществăлла апатлану предприятийĕ. Конкурса тăратнă материалсене çынсен, сĕнĕвĕсемпе çырăвĕсене ятарлă жюри пăхса тухать.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 сентября 2004
00:00
Поделиться
;