Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать-и

Çĕршывăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнче реформа тăвасси пирки калаçу пуçарнăранпа темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ. Шел, ырă улшăнусем сисĕнмеççĕ-ха. Вуншар çул хушши юхăннă çак хуçалăха тăруках ура çине тăратма, паллах, çăмăл мар. Ку енĕпе хамăр районта та хăшпĕр ĕçсем туса ирттереççĕ. Çапла, пĕр уйăх каялла пурăнмалли çурт-йĕр фондне тата çуртсем çывăхĕнчи территорие техника тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес тата санитари тĕлĕшĕнчен пăхса тăма подрядчиксене - “Жилье”, “Стройком”, “Строитель” тулли мар яваплă обществăсене тата “Вурнарский РСУ” акционер обществине - шаннă. Çак кăткăс та яваплă ĕçре мĕнле йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ; Хваттерсенче пурăнакансем çĕнĕлĕхпе кăмăллă-и; Çĕнĕ ĕçри малтанхи утăмсемпе подрядчиксен ертÿçисем паллаштарма кăмăл турĕç.

Сергей Николаевич АФАНАСЬЕВ, “Строитель” тулли мар яваплă общество директорĕ:

- Тĕрĕссипе калас-тăк, çак ĕç пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Поселокăн Севернăй микрорайонĕнчи, Гагарин, Ж.Илюкин урамĕсенчи çуртсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрассипе иртнĕ çулхи апрельтенпе тимлетпĕр. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнчен вара объектсен шучĕ чылай хушăнчĕ. Халĕ эпир поселокăн çурçĕр енче вырнаçнă çуртсене, çавăн пекех Санарпуçĕнчи, Чăрăшкас Мăратри, Кăмашри, Калининăри коммуналлă çуртсене тивĕçтеретпĕр. Эпир пурăнмалли çурт-йĕрĕн шалти инфраструктуришĕн яваплă. Урăхла каласан, шыв тата канализаци пăрăхĕсене, çуртсен тăррисене, путвалсене пăхса-асăрхаса тăратпăр. Çавăн пекех подъездсене, çуртсем çывăхĕнчи территорисене тирпейлетпĕр-тасататпăр.

Пытармăпăр, çăмăл мар пире. Хваттерсенче пурăнакансем питĕ тирпейсĕр: подъездсене, çуртсем çывăхне çÿплеççĕ, мĕн кăна пăрахса хăвармаççĕ. Уборщицăсемпе дворниксен шалăвĕ пĕчĕк пирки çак ĕçе килес текенсем çук. Калăпăр, паянхи куна икĕ сантехник, пĕрер дворникпа уборщица кирлĕ.

Юлашки вăхăтра, акă, Ж.Илюкин урамĕнчи 42-мĕш, Тракторнăй тăкăрлăкри 2-мĕш “б” çуртсен тăррисене юсарăмăр. Санарпуçĕнче те çурт тăррине çĕнетнĕ. Çак ĕçре çĕнĕ йышши материалпа - линокромпа - усă куратпăр. Вăл рубероидран лайăхрах, 15 çула ним мар тÿсет. Шел, хваттерсенче пурăнакансем УЖКХна укçа вăхăтра тÿлемен пирки эпир те йывăрлăха лекетпĕр.

Мана, сăмахран, Тракторнăй тăкăрлăкри 2-мĕш “а” çуртра - химзавод общежитийĕ пулнăскерĕнче - пурăнакансен тирпейсĕрлĕхĕ уйрăмах пăшăрхантарать. Кантăксене çĕмĕреççĕ е кăларса илеççĕ, çÿп-çап сапаланнă. Çурта кĕмелли картлашкана тыттарнă тимĕр угольниксене такам касса кайнă т.ыт.те. Кунта тата ытти çуртсенче пурăнакансем канализаци пăрăхĕсене мĕн кăна пăрахмаççĕ-ши; Çĕрулми хуппипе пулă пуçĕнчен пуçласа кăкăр çыххипе “тампакс” таранах тасатса кăларма лекет.

Пĕр сăмахпа, манăн çынсене тирпейлĕрех пулма ыйтас килет.

Леонид Владимирович САНТИМЕР, “Стройком” тулли мар яваплă общество директорĕ:

- Эпир Вăрнар поселокĕн К.Маркс урамĕнчен хĕвеланăç енче тата чукун çултан кăнтăр енче вырнаçнă çуртсене пăхса-асăрхаса тăратпăр. Коллективра, тĕпрен илсен, çамрăксем ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ кăна - дворникпа уборщица - аслăрах, ыттисем пурте 35 çула çитейменнисем. Пĕрремĕш кунран çак йышпа тимлетпĕр. Эпĕ, куçăхтарас мар та, вĕсен ĕçĕпе кăмăллă: пурте ăста специалистсем, тăрăшуллă çамрăксем, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхес йăла çук.

Пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне кура УЖКХ пире уйăхне 42 пин тенкĕ уйăрса парать. Пирĕн ĕçне вунă баллă системăпа хаклаççĕ: енчен те ĕçе вăхăтра е пахалăхсăр пурнăçласан балсем чакаççĕ, çапла, укçа-тенкĕ те катăлать. Çавăнпа та эпир хамăрăн ĕçе йĕркеллĕ пурнăçлама тăрăшатпăр.

Мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ-ха мана; Чи малтанах, акă, шыв пăрăхĕсем çĕрсе кайни - çавăн йышшисем 85 процента çитеççĕ - пуçа самаях ыраттарать. Вĕсене çывăх çулсенчех полиэтилен пăрăхсемпе улăштарма тăрăшмалла. Пирĕн çак пăрăхсене сыпăнтармалли аппарат та, ку енĕпе тимлекен специалистсем те пур.

Дачнăй, Лесхознăй урамсенчи бараксене, тахçанах пăсмаллискерсене, пăхса тăма та йывăр. Кĕç-вĕç ишĕлсе анма пултаракан çак çуртсенче çынсем пурăнаççĕ - пирĕн вĕсене те пулăшса тăмалла.

Çуртсем çывăхне çÿп-çап пухма ятарлă контейнерсем вырнаçтарма кирлех тесе шутлатăп. Вĕсем унччен пулнă. Халĕ çынсем çав вырăна çÿп-çап тултарнă михĕсене ларта-ларта хăвараççĕ - ку, паллах, ырă мар.

Андрей Григорьевич КОНОВАЛОВ, “Жилье” тулли мар яваплă общество директорĕ:

- Поселок варринчи нумай хутлă çуртсене пăхса тăнă май, пирĕн яваплăх темиçе хут ÿсет. Халăх йышлă пулакан çак микрорайонти çуртсем çывăхĕнчи тирпейлĕхпе тасалăхшăн уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ку кăна мар, çуртсене техника тĕлĕшĕнчен пăхса-асăрхаса тăрассипе те ĕç мăй таранах. Унччен çакăншăн “Вурнарский” тепловодоканал” предприяти яваплă пулнă. Анчах вăл ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕ. Çавна май халĕ пирĕн пата кунне вуншар çын шăнкăравлать: пĕрисен шыв пăрăхĕ шăтнă, теприсен канализаци ĕçлемест т.ыт.те. Калас-тăк, хваттерсенче, путвалсенче шыв пăрăхĕсем çĕрсе пĕтнĕ. Вĕсене ним тăхтаса тăмасăр улăштармалла. Акă, темиçе кун каялла Ленин урамĕнчи 40-мĕш çуртăн 1-мĕш хваттерĕнче пурăнакан килсе кайрĕ, пулăшма тархаслать. Иккен, кăçалхи мартра шыв пăрăхĕ шăтнă пулнă, “Вурнарский” тепловодоканал” слесарĕсем килнĕ те çĕрĕк пăрăха пăкăласа хăварнă. Çын çур çул шывсăр ларнă. Унăн ыйтăвне пĕр кунта тивĕçтертĕмĕр - халĕ хваттере шыв йĕркеллĕ пырать. Çакăн евĕр тĕслĕхсем темĕн чухлех.

Тавтапуç УЖКХ пуçлăхĕсене - пире укçа-тенкĕпе йĕркеллĕ тивĕçтерсе тăраççĕ.

Хама илес-тĕк, эпĕ кирек епле ĕçе те тирпейлĕ пурнăçлама тăрăшатăп, пăхăнакансенчен те çавнах ыйтатăп. Пирĕн, çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе ĕçленĕ май, уйрăмах тимлĕ пулмалла. Çавна май эпĕ кадрсемпе ĕçлессине тĕпе хуратăп. Пĕр уйăхра, акă, ман алă витĕр сакăр çын тухса кайрĕ. Вĕсем хăйсене ĕçре кăтартаймарĕç - е ĕçкĕ-çикĕ авăрне путнă, е аллисем ĕçре лармаççĕ. Эпĕ эрехпе туслисене те ĕçе йышăнатăп, тĕрĕс çул çине тăма шанăç паратăп, ара, вĕсем те çынсемех-çке. Анчах юсанас ĕмĕт-тĕллев çук-тăк, паллах, çавăн йышшисемпе ирĕксĕрех сывпуллашма лекет.

Хваттерсенче пурăнакансене те тирпейлĕхшĕн ытларах тăрăшма чĕнсе калас килет. Ку тĕлĕшпе поселок ертÿçисене сĕнÿ парасшăн. Айтăр-ха, пурăнмалли çуртсем çывăхне çÿп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарар. Шупашкара кайса пăхăр-ха - унта вĕсене кашни çырт çумĕнче курма пулать, çынсем ăпăр-тапăра çĕре пăрахса хăвармаççĕ. Пирĕн поселокра вара темшĕн-çке çакна шута илмеççĕ.

Владимир Никифорович ИВАНОВ, “Вурнарский” РСУ” акционер обществин пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ:

- Пирĕн коллектив пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăрассипе çулталăк ытла тимлет. Поселокăн хĕвелтухăç енчи микрорайонĕнчи çуртсемшĕн яваплă пулнă май, çакна палăртса хăвармалла. Кунти çуртсем, тĕпрен илсен, 35-40 çул каялла туса лартнăскерсем. Çак хушăра шалти коммуникаци системине тĕпрен çĕнетмен. Çавна май шыв пăрăхĕсем тахçанах юрăхсăра тухнă. Тĕрĕссипе, вĕсене вунпилĕк çултан çĕннипе улăштармалла пулнă. Шыв пăрăхĕсем шăтнă пирки халĕ кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек заявка килет. Хваттерсене пыракан шыв пусăмне хăпартма май çук - пăрăхсем çийĕнчех юрăхсăра тухаççĕ.

Çак йывăрлăхран тухас тесен шыв пăрăхĕсене улăштармалла. Анчах УЖКХ пире укçа-тенкĕпе кирлĕ чухлĕ тивĕçтереймест. Мĕншĕн; Çакăншăн чи малтанах хваттерсенче пурăнакансем айăплă. Енчен те вĕсем хваттершĕн вăхăтра тÿлесе тăрас-тăк, чылай ыйтăва кĕске хушăра татса  пама май килнĕ пулĕччĕ. Халĕ, акă, пирĕн патри кашни çурт (кунта пурăнакансем) 50-60 пин тенкĕ парăмра иккен.

Канализацин чукун пăрăхĕсем те тахçанах юрăхсăра тухнă. Вĕсене тасатма май çук. Çынсем кăмăлсăр. Эпир канализаци пăрăхĕсене хаваспах улăштарнă пулăттăмăр, анчах çак ĕçе пурнăçлама пире 200 метр полиэтилен пăрăх кирлĕ.

Манăн Ленин урамĕнчи 64-мĕш çурт пирки те каласа хăварас килет. Ăна хăй вăхăтĕнче комиссипех йышăннă-ши; Кунта шыв валли электрокабель хунă чухне усă куракан çĕвĕллĕ пăрăхсем вырнаçтарнă. Вĕсем шăтса юрăхсăра тухнă ĕнтĕ.  Дренаж туса хăварман пирки путвалта шăршлă шыв тăрать, вăрăмтуна явăнать т.ыт.те. Çакăн евĕрлĕ тата тепĕр çурт пур пирĕн участокра. Сăмах Строительнăй урамри 7-мĕш çурт пирки пырать. Путвалти шыв хăй тĕллĕн юхса каймасть. Кунта дренаж насусĕ вырнаçтармасăр йĕрке пулмĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту. Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапа тата çумăр шывĕ чылай çуртсен никĕсĕсене пысăк сиен кÿрет. Çавна май çуртсен стенисем ишĕлес хăрушлăх пур. Инкек-синкек пуласса кĕтес марччĕ. Эппин, çуртсем тавра бетон е асфальт сарса хытарма укçа-тенкĕ уйăрасчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;