Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чунпа та таса пулас килет

Витререн тăкнă пек çăвать кĕрхи сивĕ çумăр. Эпир больница машинипе çамрăксене çара ăсатакан Канашри пунктран таврăнатпăр. Çул юппинче сунчăк айĕнче тăракан хĕрарăм, хăйне лартса кайма ыйтса, аллине çĕклерĕ.

- Пĕрле ĕçлекенскер, лартмаллах ĕнтĕ,- текелесе шофер машинăна ерипен чарчĕ. - Айта, хăвăртрах лар...

Çепĕç калаçакан, илемлĕ сăн-питлĕ куçлăхлă хĕрарăм ăшшăн тав турĕ те йăпăр-япăр ларкăч çине вырнаçрĕ. Çапла паллашнăччĕ районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнчи Светлана Николаевна Замкова медсестрапа.

Чĕркуççи таран пылчăк тăрăх темиçе çухрăм утма лекнĕ пулин те медсестра çи-пуçĕ пĕртте вараланманни питĕ тĕлĕнтернĕччĕ ун чухне. Вăтам пÿллĕ, çырă çÿçлĕ, калаçнă чухне илемлĕ кулăпа савăнтаракан çак çамрăк хĕрарăм питĕ сăпайлă та типтерлĕ пулнине кайран, унпа чылай çул пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ май, курса ĕненнĕччĕ. Светлана  ялта пурăнатчĕ. Ун чухне тата амăшĕ те йывăр чирпе асапланнă. Апла пулин те вăл ĕçе яланах вăхăтра çитетчĕ, типтерлĕ, тап-таса çи-пуçпа çÿретчĕ. “Пурне те мĕнле ĕлкĕрет-ши, вăхăтне ăçтан тупать-ши;” - çак ыйту канăç памастчĕ мана, çемьеллĕ, виçĕ ачаллă медсестраран тĕлĕннипе.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Хам та тахçанах тивĕçлĕ канура. Анчахрах Светлана Николаевнăна, яланхи пекех типтерлĕ тăхăннăскерне, Вăрнарта, перекет банкĕнче, тĕл пултăм. Сăн-питĕнчен те улшăнман, çамрăк чухнехи илемлĕхе çухатман. “Аслă хĕрĕм кăçал вунпĕр класс пĕтерчĕ”,- хавхаланса хыпарларĕ вăл.

Çапла, хăйне тытма пĕлнипе Светлана Николаевна пĕр маншăн кăна мар, ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăнишĕн чунтан савăнас килет. Çакăн пек çынпа тĕл пулса калаçнă хыççăн çи-пуçпа кăна мар, чунпа та яланах таса пулас килет.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;