Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хăнара - Байконур ветеранĕ

Мухтавлă ентешĕмĕр СССР космонавт-летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 75 çул çитнине Чăваш Енре анлăн паллă турĕç. Шел, çак чаплă куна хаклă çыннăмăрсăр кĕтсе илтĕмĕр - шăпах икĕ уйăх каялла унăн чĕри тапма чарăнчĕ. Анчах чăвашсене чапа кăларнă Андриян Григорьевичăн çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асăнче упранĕ.

Паллă куна халалласа хамăр районта та тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Вăрнарти 1-мĕш тата Кÿстÿмĕрти вăтам шкулсенче вĕренекенсемшĕн çав кун чылайлăха асра юлĕ. Ара, вĕсем патĕнче Байконур ветеранĕ, Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Эрик Васильевич Васильев хăнара пулчĕ. Вăл шкул ачисене кĕскен хăйпе паллаштарчĕ. Э.Васильев аллă саккăрта, запасри полковник. Çар службине вĕçленĕ хыççăн Э.В.Васильев Мускавра пурăнать, “Северсталь” холдингра яваплă должноçра тимлет.

- Пĕрремĕш çын - Юрий Гагарин - космоса вĕçсе хăпарнă чухне эпĕ Мăн Явăшри шкулта саккăрмĕш класра вĕренеттĕм, хамăр ентешĕмĕр Андриян Николаев тĕнче уçлăхне улăхнă чухне Кĕçĕн Кипекри шкулăн тăххăрмĕш класне çÿреттĕм,- терĕ Эрик Васильевич. - Вăтам шкул хыççăн Симферопольти аслă çарпа политика строительство училищине вĕренме кĕтĕм. Хыççăн çĕршыв тĕп хулинче - Мускавра - службăра тăтăм. Правительство нумай хут усă курмалли “Энергия-Буран” космос системине йĕркелеме йышăнсан, Байконурта çĕр çинчи комплекса хута ярас енĕпе ĕçлеме тĕп управлени туса хунă. Çак питех те яваплă ĕçе чи пултаруллă та шанчăклă çынсене тĕплĕн суйланă. Çапла, управлени командине эпĕ те лекрĕм.

Кунта çакна палăртса хăвармалла: “Энергия-Буран” комплекса тунă çĕрте уйрăмах палăрнă 120 офицера çĕршыв пысăка хурса хакланă. Вĕсен шутĕнче Э.В.Васильев та пур. Ăна “За службу Родине в Вооруженных Силах” орденпа чысланă. Каярахпа пирĕн ентеш Çăлтăр хулара - космонавтсен хулинче - строительство ĕçĕсене ертсе пынă. Эрик Васильевич космонавтсенчен чылайăшне лайăх пĕлет, вĕсемпе çыхăну тытать. “Эпĕ Герман Степанович Титовпа питĕ çывăх туслашнăччĕ, хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕрпе Андриян Григорьевич Николаевпа Çăлтăр хулара тăтăшах тĕл пулаттăмăр, чăвашла калаçса киленеттĕмĕр,- пĕлтерет Э.Васильев. - Шел, халĕ иккĕшĕ те пирĕнпе çук ĕнтĕ”.

Байконурта хамăр районта çуралса ÿснĕ офицерсем те службăра тăнă-мĕн. Акă, Эрик Васильевич космос карапĕсене вĕçтерсе ярас тата çар расчечĕсем хатĕрлес енĕпе ĕçлекен штаб пуçлăхĕн заместителĕнче тимленĕ Юрий Иванович Иванов полковник пирки ăшă сăмахсем калать. Вăл Кĕçĕн Кипек тăрăхĕнчен.

- Хаклă тусăмăрсем,- терĕ Эрик Васильевич,- тăван района тĕлпулăва килме мана хамăр ентешĕмĕр Вăрнарта çуралса ÿснĕ Анатолий Иванович Григорьев - Чăваш Республикин Мускаври полномочнăй представителĕ - пиллерĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри выставкăсен центрĕнче Мускаври пĕтĕм тĕнчери кĕнеке выставки-ярмăрккинче Юрий Сергеевич Устинов генерал-майорăн “Космонавт № 3 Андриян Николаев” кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Çак кĕнекене “Тăван çĕршыв паттăрĕсем” издательствăра пĕр пин экземплярпа пичетлесе кăларнă. Çав кунах, çула тухиччен, пĕр класра вĕреннĕ Вера Михайловна Гурьевăпа телефонпа калаçрăм. Вăл хăй ĕçлекен Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулма чĕнчĕ. Халĕ, авă, эпĕ сирĕн хушăра.

Чăваш Кăйкăрне халалланă кĕнекесенчен виççĕшне Эрик Васильевич хамăр района илсе килнĕ-мĕн. “Пĕрне район пуçлăхне Анатолий Иванович Кузьмина, теприне район çар комиссарне Владислав Васильевич Игнатьева парнелерĕм, виççĕмĕшĕ сирĕн коллективра - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта - пулĕ”,- терĕ вăл.

Байконур ветеранĕ тĕлпулура космоса парăнтаракансен йывăр та пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе, килти архивĕнчи интереслĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ документсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ачасен чылай ыйтăвне хуравларĕ.

Ăшă тĕлпулу хыççăн вĕренекенсем Байконур ветеранĕпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç, хăнана татах килме ыйтрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;