Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕле хатĕрлеме вăхăт

Кĕрхи тапхăра кĕнĕ май хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлес вăхăт та çитрĕ. Халĕ уй-хирсенче те ĕç вĕçленмен-ха, çавăнпа икĕ ĕçе те пĕр вăхăтрах пурнăçлама тивет. Хĕле кĕтсе илме районти хуçалăхсенче мĕнле хатĕрленнĕ-ха; ку ыйту çине район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникĕ Георгий Романов хуравларĕ:

- Паянхи кун тĕлне хуçалăхсенче фермăсене хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ, ку енĕпе уйрăм бригадăсем йĕркеленĕ. Анчах пур çĕрте те пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. “Янгорчино”, “Хорнзор”, “Родник”, К.Маркс ячĕллĕ, “Броневик” хуçалăхсенче тата ял хуçалăх техникумĕнче лайăх ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх фермисене йĕркене кĕртнĕпе пĕрех,  вĕсенче юсав ĕçĕсем чылай туса ирттернĕ. çав вăхăтрах “Маяк”, “Янсарино”, МТС “Яуши”, Коротков ячĕллĕ хуçалăхсенче ĕç вырăнтан тапранман тесен те тĕрĕс пулĕ.

Хĕле кĕрес умĕн кашни хуçалăхрах фермăсен ĕçне тишкерсе тухмалла, мĕнпур çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла: вĕсене тасатмалла, дезинфекци тумалла, шуратмалла. Выльăхсене йĕркеллĕ пăхса усрасси, тулăх тăрантарасси çине те тимлĕх уйăрмалла. Ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх выльăх-чĕрлĕх апачĕ кăçал пĕтĕмпе 14856 тонна хатĕрлеме пăхнă пулсан, сентябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 92,2 процентне пурнăçланă. Ку енĕпе “Янгорчино”, “Хорнзор”, “искра”, “Новый путь”, “Победа”, “Знамя”, К.маркс ячĕллĕ хцуçалăхсенче кăтартусем лайăх. МТС “Яуши”, “Юнтапа”, “Маяк” хуçалăхсенче выльăх апатне кирлĕ чухлĕ хатĕрлесе çитермен.

Лайăх çанталăкпа усă курса халĕ выльăх апачĕсене фермăсен территорине те куçармалла ĕнтĕ, октябрьте кормоцехсене ĕçлеттерме пуçламалла. Çавăн пекех хĕллехи тапхăра кĕрес умĕн кашни хуçалăхрах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем хушшинче ятарлă вĕрентĕвĕ йĕркелемелле.

Юлашки вăхăтра хăшпĕр хуçалăхсенче шултра мăйракаллă выльăхсен шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Эппин, тупăш çăлкуçĕ те чакать. Çакă уйрăмах “Самолет”, “Знамя труда”, МТС “Яуши”, Коротков ячĕллĕ, “Гвардеец”, “Новый путь”, “Знамя” хуçалăхсенче, ял хуçалăх техникумĕн кăтартăвĕсенчен те аван курăнать. Обществăлла выльăхсен йышне сыхласа хăварас, ÿстерес тĕлĕшпе районта ăратлă çамрăк выльăхсене пуçтарассине йĕркеленĕ. Планпа пĕтĕмпе 1000 пуçа яхăн пухасшăн. Ăратлă выльăх туянма патшалăх дотаци пани (пĕр килограмм пуçне - 30 тенкĕ) те чылай çăмăллăх кÿрет, унпа хуçалăх ертÿçисен усă курмалла кăна.

Çавăн пекех халăхран аш-какай пуçтарасси те кирлĕ пек пулса пымасть. Планпа 325 тонна пуçтарма палăртнă пулсан, халлĕхе 20 процент ытларах кăна пурнăçланă. Уйрăм ял администрацисемпе илес пулсан, кăтартусем çĕрпелсен, хирпуçсен, уйкас кипексен лайăх. Ярмушкара, кульцавра, кушар Юнтапара, çăлкас Кăкшăмра, Кÿлхĕрринче, туçи çармăсра пĕр килограмм та пуçтарман.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;