Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăх дружини йĕркелĕхе сыхлать

Тивĕçлĕ органсем çине тăрса ĕçлеççĕ пулин те право йĕркине пăснă тĕслĕхсем  çав-çавах нумай тĕл пулаççĕ. Çитĕннисем кăна мар, чылай чухне çула çитменнисем те  преступлени çулĕ çине тăраççĕ.   Çамрăксене йăнăш çул  çине пăрăнасран  асăрхаттарас тĕллевпе  Кÿлхĕрри ял администрацийĕнче  7 çынран халăх дружини йĕркеленĕ.  Дружинниксен йышĕнче ялти  шкул учителĕсем те  пур.  Вĕсем пурте  2-3 ачаллă çемьесенчен.  Дружинниксем  дежурствăна ялти клубра  дискотека ирттернĕ каçсенче тухаççĕ, 21 сехетрен пуçласа  24 сехетчен  йĕркелĕхе сыхлаççĕ. Уйăхра кашни пĕр хутчен  дежурствăра пулать.  Çапла халăхпа пĕрле тăрăшсан право йĕркине пăснă тĕслĕхсем чакасса шанаççĕ кÿлхĕррисем.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;