Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сăмакунпа сутă тунăшăн асăрхаттарнă

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2004 çула сывă пурнăç йĕрки тата  çамрăксен çулталăкĕ туса хума йышăннă указра  ĕçкĕпе иртĕхнинчен асăрхаттарасси  паллă вырăн йышăнать.  Çак шута килте юхтарса хатĕрленĕ сăмакунпа тата суя эрехпе сутă тăвассине  чарса лартни те кĕрет. Халлĕхе  çÿлерех асăннă çын сывлăхĕшĕн  сиенлĕ алкоголлĕ шĕвексемпе  кашни ялтах сутă тăваççĕ.  Çакăн пек тĕслĕхсем Кÿлхĕрринче те  тĕл пулаççĕ.  Çакă çитĕннисемпе пĕрле çула çитмен çамрăксем, ача-пăча ĕçке явăçасси патне илсе пырать.  Кÿлхĕрри ял администрацине Л.Васильева тата  С.Медведева сăмакун сутни çинчен хыпар çитнĕ.  Çак ыйтăва ял администрацийĕ çумĕнчи  общественность тата  профилактика канашĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. Л.Васильева тата  С.Медведева каланă тăрăх çакăн пек тĕслĕхсем чăнах та пулнă. Ларура вĕсене кун пек тума юраманни çинчен асăрхаттарса хăварнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;