Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывă ÿт-пÿре - сывă чун

Пурнăç условийĕсем, культура шайĕ, çĕршывăн социаллă-экономика аталанăвĕ çитĕнекен ăру çине пысăк витĕм кÿрет. Обществăра хăйĕн вырăнне тупас тесен кашни çамрăкăнах вăл е ку йывăрлăх витĕр тухма тивет. Вĕсене хăй тĕллĕн çĕнтерме пултарни вара ачан активлăхĕнчен, ăс-тăн, кăмăл çирĕплĕхĕнчен, тĕрлĕ ĕçе хутшăннинчен нумай килет.

Сывă пурнăç йĕркипе пурăнни те çамрăк çынсене ăс-хакăлпа культура воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх çакă паллă: çын сывлăхĕ 15 процент чухлĕ кăна медицинăран килет. Çавăнпа та кашниннех сывлăхăн хакне туйма пĕлмелле. Сывă халăх кăна активлă ĕçлеме, пурнăç шайне ÿстерес ĕçе туллин хутшăнма пултарать, унăн малашлăхĕ те уçăмлă, пысăк.

Çамрăксем çинчен калаçас пулсан, паллах, вĕсем шухăш-кăмăл енчен тĕрлĕрен пулнине палăртмалла. Юлашки вăхăтра пĕрремĕш «плана» ытларах преступлени çулĕ çине тăнă çамрăксем тухаççĕ, вĕсем çинчен калаçатпăр, çыратпăр. Тепĕр чухне кунашкаллисен «чапа тухма» шанăçĕ те ытларах текен шухăш çуралать. Паллах, йĕркене пăсакансемпе кĕрешмелле, вĕсене асăрхаттармалла, явап тыттармалла. Анчах та ача тунă преступленин кашни самантне МИХ-че çырни е кăтартни вырăнлă-ши; Тепри, ăна кура ку çул çине çăмăллăнах тăма пултарать. Пирĕн хаçат-журналсенче çакнашкал тĕслĕхсем пысăк вырăн йышăнаççĕ, пĕр-пĕр симфони çырнă, творчествăлла ĕçре палăрнă, спортра пысăк результатсем кăтартнă ачасем çинчен вара информаци кĕтесĕсенче кĕскен кăна асăнаççĕ. Çавăнпа çамрăксем тĕлĕшпе информаци парассине тĕпрен улăштарни вырăнлă. Пирĕн хушăра ытисене ырă тĕслĕх кăтартакан хĕрсемпе каччăсем те нумай-çке.

Сăмахран, Чăваш республикин патшалăхăн çамрăксен премийĕн лауреачĕсене е Президент стипендиачĕсенех илер. Вĕсем вĕренÿре е хăйсен ĕçĕнче палăрнă, уррăмах пултаруллă, малашлăха пăхса ăнтăлакан çамрăксем. Вăрнар районĕнчи спортра лайăх результатсем кăтартакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа асăнмасăр та иртме çук.

Паянхи пурнăçра вĕренекенсене пĕлÿ «пуххи» кăна памалла мар, вĕсене пурнăçра çирĕп тăма, хăйсене тĕллĕн аталанма, сывлăхĕшĕн яваплă пулма хăнăхтармалла. Çапла туни вĕрентÿ пахалăхне чăннипех ÿстерме пулăшĕ. Çавăнпа педагог çитĕнекен ăрăва вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнипе пĕрлех ăс-хакăлпа ÿт-пĕве аталантарма, упрама вĕрентмелле, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ воспитани памалла. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ку ĕç ытларах социаллă педагогсем çине тиенет. Пирĕн районти шкулсенче халлĕхе вĕсем - саккăрăн. Çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентÿ çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ çумĕнчи диагностикăпа консультаци паракан центрта пĕр педагог-психолог ĕçлет.

Вĕренекенсене сывăпурнăç йĕркине явăçтарас, чĕлĕм туртассинчен, эрех-сăрапа иртĕхессинчен тата наркотиксен серепине лекессинчен асăрхатарассипе районти шкулсенче комплекслă ĕçлесе пыраççĕ. «Çамрăксем наркотиксене хирĕç» акцие хутшăнасси, сывлăх кунĕсем, тематикăллă класс сехечĕсем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăннипе спорт ăмăртăвĕсем, психотренинг мелĕсемпе занятисем ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ. Кунсăр пуçне кашнинчех сывлăх кĕтесĕсене, класри тата пĕтĕм шкулти стендсене çĕнетсех тăраççĕ. Ку ĕçе вĕренекенсене те туллин явăçтараççĕ. Çавăн пекех кашни шкултах уроксем пуçланиччен шкул ачисем ирхи зарядкăна тухаççĕ.

Ачасен сывлăхне упрас ыйтăва ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче пăхса тухни те ырă çимĕç пани куçкĕретех. Ашшĕ-амăшĕсем шкулти мероприятисене хутшăнса, хăйсен пепкисене тĕслĕх кăтартнине ырламалла. «Тĕрĕс» канма пĕлни, алкогольлĕ Шĕвексемсĕр кану каçĕсем ирттерни те вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарать.

Социаллă педагогсем те шкулти спорт пурнăçне активлă хутшăнакансем. Вĕсем физкультура учителĕсемпе, тренерсемпе пĕрле ачасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем хушшинче ăмăртусем йĕркелеççĕ. Çак ĕç пурне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, туслăха çирĕплетме май парать.

Вĕрентÿпе воспитани процесĕнче хушма пĕлÿ пани те пысăк вырăн йышăнать. Пĕрремĕшĕнчен, çакă ачасен тавракурăмнпе аталантарать: факультативлă занятисенче вăл çĕнĕлĕхсемпе паллашать, театр студийĕсенче, юрă-ташă занятийĕсенче творчествăри пултарулăхне ÿстерет, спорт секцийĕсенче ÿт-пÿне пиçĕхтерет.

Иккĕмĕшĕнчен, хушма пĕлÿ урок тулашĕнчи ĕçсене çÿллĕ шайра йĕркелеме май парать. Сăмахран, музея, выставкăна е экскурсине кайиччен ачасене курасси çинчен калаçаççĕ, вĕсенче пулнă хыççăн вара мĕн курнине сÿтсе яваççĕ. Çапла вĕсен пĕлĕвĕ те çирĕпленет, вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса пама пултарать.

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕ те вĕренекенсене искусствăна ăнланма, наци тата тĕнче культурине пĕлме тата упрама пулăшать. Кунта çÿрекенсем - районти, республикăри конкурссен яланхи участникĕсем.

Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕ çамрăксенче ăс-хакăлпа кăмăл-сипет интересĕсене вăратассипе, вĕсен культурине ÿстерессипе, сывă пурнăçпа пурăнма вĕрентессине яланах тимлĕхре тытать, ку енĕпе тăтăшах çĕнĕлĕхсем шырать.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;