Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарта спорт комплексĕ пулать

Çак ыйтăва район администраци пуçлăхĕ икĕ-виçĕ çул каяллах çĕкленĕччĕ. Район архитекторне ăна хăпартмалли вырăна палăртма хушнăччĕ.

Август пуçламăшĕнче район администраци пуçлăхĕ А.И.Кузьминпа акционерсен хупă обществи «Август» фирмăн генеральнăй директорĕ А.М.Усков Вăрнарта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн комплексне çĕклес тĕллевпе инвестици проекчĕн протоколĕ çине алă пуснă. Ăна 2004-2005 çулсенче проектласа хăпартса лартмалла, хута ямалла. 1512 тăваткал метр лаптăклă комплекс «Химик» стадион çумĕнче пулĕ. Çавна валли 1080 тăваткал метр чухлĕ çĕр лаптăкĕ уйăрнă.

Спорт комплексне хăпартма район бюджетĕнчен укçа уйăрма пăхнă. Çавăнпа пĕрлех «Август» фирма çак ĕçе чылай укçа-тенкĕ хывма палăртать.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;