Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял хуçалăхĕнче ĕçлесех лайăх пурăнма пулать

Радиопа паракан калаçусенче е хаçатра час-часах ял хуçалăхĕ пĕтсе пыни, унта ĕçленипе пурăнма май çукки пирки пуплешнине илтме пулать.

- Çирĕплетсех калама пултаратăп: ял хуçалăхĕнче ĕçлесех лайăх, тулли пурнăçпа пурăнма, йĕркеллĕ канма май пур,- тет “Родник” агрофирмăн тĕп инвесторĕ, “Чебоксарыгазавтосервис” предприятин генеральнăй директорĕ Любовь Николаевна Горбунова.

Ку предприяти виçĕ çул каялла районти юхăннă “Ленинец” хуçалăхăн çĕрĕсене илсе çĕнĕрен ура çине тăратрĕ, малти-ишексене пĕтме памарĕ. Çак тапхăрта 70 пин тенкĕ тăракан роторлă косилка, выльăх апачĕ пуçтармалли 145 пин тенкĕ тăракан “Волга” комбайн, тырă вырмалли “Дон-1500” комбайн, МТЗ-80 трактор туяннă.

- Кăçал кăна 600 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ техника валли саппас пайсем туянтăмăр. Унсăр пуçне халĕ хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе чăрмав çук, вĕсене ку таранччен 500 пин тенкĕлĕх ытла патăмăр. Вăрлăх, удобренисем туянатпăр. Çавсемпе кирлĕ пек усă курманнишĕн манăн вара чун ыратать,- тет Любовь Николаевна.

Чăнах та, малтанхи çул халăх çĕнĕлĕхсемпе хăпартланса çĕкленнĕ тейĕн, хастаррăн тăрăшма тытăннă. Анчах тÿрех каласа хăварăпăр - пурте мар. Ун чухне хуçалăхра пулнисенчен ас тăватăп-ха: генеральнăй директор хăй кашни кун Шупашкартан Малти Ишеке çитсе ĕçе йĕркелеме пулăшатчĕ, яваплă вырăнсене специалистсем шыратчĕ, хапăлласах килĕшекеннисем çукчĕ. Тепри вара çавăншăн хĕпĕртетчĕ те пулĕ. Паян та хуçалăхра тĕп специалистсем, кадрсем çитмеççĕ. Любовь Николаевна агрономи служби хавшаккишĕн кулянса калаçрĕ. Сăлтавĕ те пур ĕнтĕ. Çĕрĕçĕнчи вăрттăнлăхсене пĕлменни, паянхи ĕçе ырана хăварни самаях тăкак кÿнĕ. Хуçалăх ертÿçи чирлесе пульницăна выртсан ĕç чарăнсах ларнă. Утă çине тухма техникăна хатĕрлеменрен курăка кая юлса çулма тухнă, кăшман, кишĕр анисене çумламанран вĕсем пĕтнĕ, тулă пуссине удобрени сапайманран унта пиçен, çумкурăк ашкăрнă. Тулă вăрлăхне туянма кăна 125 пин тенкĕ тăккаланă-çке.

Пĕтĕм хуçалăх пĕр çын çинче тытăнса тăрать тейĕн. Бригадирсем, ферма ертÿçисем, агроном, ял администраци пуçлăхĕ те пур вĕт вырăнта. Тĕп хуларан генеральнăй çитмесĕр каллех ĕç кайман.

Любовь Николаевна кирек мĕнле ĕçре те çынсемпе канашлама хăнăхнă. Вырăна çитсен тÿрех ял халăхне пухăва пуçтарнă, малалла мĕнле шăпа суйласа илессипе интересленнĕ: е пĕрле тăрмашмалла, е хăйсен тĕллĕн пурăнмалла, е “Ленинеца” каялла таврăнмалла. Халăх “Чебоксарыгазавтосервизпах” килĕштерсе малалла талпăнма алă çĕкленĕ.

- Эпир вĕсене тухăçлă ĕçлеме условисем, майсем туса паратпăр, ĕç укçине вăхăтра сахал мар тÿлетпĕр. Утă-улăм тата ытти продукцие паратпăр. Каларăм ĕнтĕ, техникăпа, вăрлăхпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтеретпĕр. Хăйсен пахчисенче туса илнĕ кишĕр-улмана тата ыттине вырнаçтарма пулăшатпăр. Хамăрах хулана тиесе килетпĕр, сутатпăр, укçине яла кайсах паратпăр. Вĕсем çĕнĕ техникăна упрама, ăна йĕркеллĕ ĕçлеттерме те пĕлмеççĕ е юриех кутăнла хăтланаççĕ,- тет Л.Горбунова.

Пăхатăн та, хулари çакнашкал пысăк предприятин ертÿçи ял çыннишĕн çапла хыпса çуннишĕн тĕлĕнетĕн. Ку вăл  пĕрре пăхсан çеç. Любовь Николаевна ялта, Пуканкассинче, ÿссе çитĕннĕ. Мĕн ачаран ĕçре пиçĕхнĕ. Пĕтĕмпех хăйĕн ăс-пуçĕпе, вăйĕпе тунă. Çавнах ыттисенчен те ыйтать. Çакна вара ял çынни ăнланасшăн мар. Е ĕçлеме манса пыратпăр. Ас тăвăр-ха, хăçан пулнă вăл ялта хĕрÿ тапхăрта ĕçе 10-11 сехетре пуçласа 16-17 сехетре вĕçлени. Укçа сахал тÿлеççĕ тесе ÿпкелешетпĕр тата. Хуласенчи заводри рабочи çапла хăтлансан ăна пĕр кун та тытса тăмĕç. Хуçалăхăн вара чăтмалла-ши;

Любовь Николаевна ăнлантарнă тăрăх, кĕрхи ĕçсене вĕçлесен халăхпа канашлăва пуçтарăнасшăн. Малашне кашнинпе контракт системипе тăрăшма пăхнă. Калăпăр, кишĕр, кăшман çинче, фермăра, машина-трактор паркĕнче ятарлă звеносем йĕркелеме палăртаççĕ. Вĕсен ĕç калăпăшĕ, тÿлев условийĕсем паллă пулĕç. Çапла туни усă парассăн туйăнать ертÿçĕне.

Халлĕхе вара акнă хĕрлĕ кăшманпа кишĕре çумласа пуçтарса кĕртме çын çитмест. Хăй вăхăтĕнче хуçалăх ертÿçи пулнă бригадир иккĕмĕш çул ĕçе йĕркелеймен. Çĕрулмине пуçтарнă çĕрте 20 çын ытла Кÿлхĕрринчен тăрмашать, вырăнтан пиллĕкĕн.

- Ыттисем эпир тăрăшни путланасса кĕтеççĕ курăнать. Енчен те эпир кунтан тухса каяс пулсан хуçалăх пĕтет. Пирĕн предприяти унта 4 миллион тенкĕ ытла тăккаларĕ. Малти-ишексен ăна та саплаштармалла пулать вĕт. Эпир “Ленинец” хуçалăхăн парăмĕсене те таткаларăмăр. Уйрăмах ĕç укçипе. Хуçалăхра тăрăшакансене ăна пĕтĕмпех патăмăр.

Ман шутпа яла “перестройка” текенни çитмен. Халăхăн ăс-тăнĕ улшăнман. Паян хамăр тимлемесен, аякран килсе туса парасса кĕтсе ларсан пĕтрĕмĕр вара - çакна çаплах ăнланасшăн мар вĕсем. “Колхозăн - ман мар” текен принцип ырри патне çитермест. Ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнни, черкке ăшне путни вара чăнах та чăваша тĕп тăвать.

- Ĕçекенсене, вăрлакансене чартăмăр, хăшĕсене ĕçрен те кăларма тиврĕ, наянсемпе сывпуллашрăмăр,- тет Любовь Николаевна.

Паллă ĕнтĕ, вĕсем вара ура хума пуçлаççĕ, халăх пуçне минретеççĕ, тĕрлĕ сас-хура сараççĕ. Çаксем каллех малалла кайма чăрмантараççĕ.

- Кирек мĕнле пулсан та йывăрлăхсенчен хăрама хăнăхман, каялла чакмăпăр. Пуçăннине çур çулта пăрахмăпăр. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен ял хуçалăхĕнченех тупăш илме пулать. Çакна халăх ăнланасса шанатпăр.

Тÿрĕ кăмăлпа тимлекенсен тĕслĕхĕ шанăçа çирĕплетет. Вадим Васильев механизатор, Нина Лукина осеменатор, Юлия Николаева зоотехник, Геннадий Владимиров ферма заведующийĕ тата хăшпĕрисем уйрăмах тăрăшуллă,- тет Л.Горбунова.

Хуçалăх экономикине çирĕплетес, малалла аталантарас тĕллевпех ĕнтĕ предприяти ятарласа çын уйăрнă. Вăл кашни кунах хуçалăхра пулса ĕçе йĕркелеме пулăшать.

Ял хуçалăхĕ арканса пынă тапхăрта çакнашкал пуçаруллă та пултаруллă çынсем пурришĕн савăнмалла, вĕсем çĕрĕçне укçа-тенкĕ хывнине ырламалла çеç пирĕн. Паллах, çак пархатарлă ĕçре пулăшсан тата аванччĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться
;