Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Халăхшăн тăрăшса ĕçлет

Обществăшăн суту-илÿ аталанăвĕ чи кирлĕ те усăллă ĕç шутланать, вăл кашни çыннăн кулленхи пурнăçне апат-çимĕçпе, тум-тирпе, атă-пушмакпа туллин тивĕçтерет. Çав хушăрах культура шайне ÿстерет, унăн пурнăçне çăмăллатать, лайăхрах пурăнма майсем туса парать. Эпир суту-илÿ предприятийĕсем урлă автомобиль, мотоцикл, холодильник, кĕпе çумалли машина, телевизор, радиоприемник туянатпăр. Сутăçсем, суту-илÿ предприятийĕсемпе, организацисен ертÿçисем те чылай вăй хураççĕ. Ĕçе лайăхлатассишĕн, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме, ĕçре санитарипе гигиена правилисене пăхăнса, тавар çавăрăнăшне ÿстерессишĕн куллен тимлеççĕ. Çĕр çын кĕрсе тухать пулĕ лавккана кунне, кашни çын кăмăл-туйăмне, вăл ыйтнине тивĕçтерме те пĕлмелле сутăçăн. Тепĕр чухне тавар туянакансем кÿрентерни те пулать. Кун пек чухне хĕрсе каймасăр, лăпкăн калаçса ун кăмăлне тивĕçтермелле, ăна кирлĕ тавара тупса, виçсе памалла.

Паян суту-илÿ ĕçĕнче уйрăм предпринимательсем ăнăçлă ĕçлеççĕ, вĕсем халăха кирлĕ таварпа тивĕçтерессине пĕрремĕш вырăна хураççĕ. Ку вара çынсене питех те савăнтарать, ялти лавккасенче районти е хулари таварсене çăмăллăнах туянма пулать.

Манăн халăхшăн тăрăшакан предпринимательсенчен пĕрне ырăпа асăнас килет, унăн тĕп тĕллевĕ тавар туянакансен ыйтăвне мала хурасси. Вăл хăйне яланах ответлă туять, суту-илÿ ĕçне аталантарса, кирлĕ таварсемпе туллин тивĕçтерме тăрăшать. Александр Иванович Ефимов тăрăшнипе Уравăшра “Снежана” лавкка уçăлчĕ, ун ĕçĕпе ял çыннисем питĕ кăмăллă. Сутăçăсем лавккана пынă ял-йыша апат-çимĕçпе хăвăрт тивĕçтереççĕ. Вăл тăрăшнипех Вăрнарта кафе уçăлчĕ, çула тухнисем кунта апат çиме, пылак шывсем ĕçме пултараççĕ. Çавăн пекех А.Ефимов вăй хунине пула Хăмăшра, Санарпуçĕнче, Шĕнер Ишекре, Кивĕ Мĕлĕшре лавккасем ĕçлеççĕ. Вĕсенче тавар туянакансем яланах йышлă, çынсем тавар пахалăхĕпе питĕ кăмăллă. Сăмахран, Уравăшри “Снежана” лавккари сутăçсем каланă тăрăх кунта илсе килнĕ çăкăр пахалăхĕ пысăк, вăл тутлă, хăвăрт типмест,- теççĕ Ольга Кузнецова, Светлана Кудрова, Наташа Роштова сутăçсем туянакансен шухăшне пĕлтерсе.

Александр Иванович паянхи кун питех те усăллă, ял çыннисене куллен кирлĕ таварсене туянма пулăшакан, обществăшăн кирлĕ чи сăваплă ĕçре вăй хурать. Унăн ĕçĕ ăнса пытăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума, çирĕп сывлăх, яланах ăнăçу сунатăп. Сăваплă ĕçшĕн, халăх ыйтăвне тивĕçтернĕшĕн тав сире, кăмăлу ырă пултăр, ĕç савăнăç кÿтĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 сентября 2004
00:00
Поделиться
;