Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрхи пурлăх ăсанать, ĕçукçи парăмĕ ÿсет

- Ял çынни  тÿлевсĕрех  тăрмашма хăнăхнă тесе шутлаççĕ Курăнать хăшпĕр хуçалăх ертÿçисем, ĕç укçине памаççĕ, çавăнпах ĕнтĕ халăх ĕçрен писсе пырать. Хăй мĕншĕн тимленине туймасть пулсан ăна хулăпа хăваласа ĕçлеттереймен халĕ,- пăшăрхансам калаçрĕç нумаях пулмасть Мăн Явăш тăрăхĕнче эпир хуçалăхри лару-тăрупа паллашма çитнĕ чухне.

Паян ĕç укçине вăхăтра тÿленине прокуратура тĕрĕслесех тăрать, ертÿçĕсенчен çирĕп ыйтать. Хăшпĕрисем ку енĕпе парăмсемшĕн “çемçе пуканĕсемпе” сывпуллашрĕç.  Ун çинчен эпир хамăр хаçатра пĕлтернĕччĕ. Анчах ялхуçалăх предприятийĕсенче парăм çав-çавах пысăк. Районĕпе ; тенкĕ.

- Хуçалăхăн укçи-тенки çук,- теме хăнăхнă хăшĕсем. Çавăнпах ăнлантараççĕ те вĕсем йĕркесĕрлĕхе. Калăпăр, МТС “Яуши” хуçалăхăн сентябрь пуçланнă тĕле ĕçлекенсене 1 миллион та 300 пин тенкĕ тÿлемелле. Тăхăр уйăх ытла укçа илсе кураймаççĕ çынсем. Иртнĕ уйăхшăн та тÿлемен вĕсене. Паллах, çавна май, парăмĕ Те ÿснĕ.

Тухăçа пухса кĕртеççĕ, ăна сутаççĕ, ĕçшĕн тÿлеме укçи çук.

- Ытларах хуçасен кĕсйине кĕрет çав вăл,- тенĕччĕ иртнĕ çулта Хăмăш тăрăхĕнчи пĕр ветеран.

Ирĕксĕрех çапла шутлаттарать ĕнтĕ. Виçĕмçул, калăпăр, “Искра” хуçалăх çĕрулмине килограмне 5-6 тенкĕпе сутнă, “Броневикра” вара - 1-2 тенкĕпе теççĕ. Кăçал “иккĕмĕш çăкăра” килограмне 2,5 тенкĕпе туянаççĕ, тепĕр çĕрте хуçалăх кассине вăл самаях йÿнĕпе прихутланать. Йĕрке хуралçисене шута ямасть-ши çакă; Экономикăри преступлениех-çке.

“Гвардеец” çирĕппĕн аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕриччĕ. Паян унăн та парăм пысăк - 200 пин тенке яхăн. Çĕрулми гектартан 300 центнера ытла тухнипе шута илсен ярмушкасем çывăх вăхăтра укçаллă пуласса ĕненме пулать ĕнтĕ.

“Янсарино” хуçалăхра ĕç укçине 14 уйăх курман. Парăма татассишĕн тăрăшманран ертÿçине дисквалификациленĕ. Анчах лару-тăру лайăх еннелле улшăнмасть.

Ял хуçалăх экономики лакăма кĕрсе ларнишĕн ытларах патшалăха вăрçаççĕ - пулăшмасть вăл ăна. Ку вара юлхавлăха тÿрре кăларма тăрăшни. Тата пăтранчăк шывра пулă тытма меллĕрех вĕт. Йĕри-тавра йĕркесĕрлĕх хуçаланнă тапхăрта айăплине тупма йывăррипе усă куракансем туллиех. Акă, хăй вăхăтĕнче республикипе чапа тухнă Мичурин ячĕллĕ хуçалăха илер-ха. Паян хăшĕ-пĕри ун ятне те маннă. Пултаруллă пуçлăх улшăннă хыççăн ĕç-пуç каялла чакса пĕтсе ларнишĕн айăплине те шырама кирлĕ мар ĕнтĕ. Пăртас тăрăхĕнче халĕ усă курман çĕрсем, юхăннă фермăсем. Кĕçĕн Кипекре те çавах. Августра ялăн пĕр вĕçĕнчен теприне çитес тĕллевпе анкарти хыçĕнчи çулпа тухса икĕ енĕпе ашкăрса ÿсекен пиçен ăшĕнче çĕтсе кайрăмăр. Вĕсем урлă витесем те, çулĕ те ăçта тухасси курăнмасть. Влаç органĕсем хăй вăхăтĕнче çак тата ытти хуçалăхсене пулăшассишĕн мĕнле кăна тăрăшмарĕç пулĕ. Пуçлăхĕсене улăштарчĕç, çăмăллăх-лă кредитсем пачĕç, фермер хуçалăхĕсем йĕркелеме пулăшма пулчĕç, реструктуризацилеме май пуррине ăнлантарчĕç. Анчах кăлăхах. Пуçарулли тупăнмарĕ.

Экономика хавшанăран ĕç укçине вăхăтра тÿлейменнине пурте ăнланаççĕ-ха. Хуçалăхĕсем те пурин куç умĕнчех юхăнаççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн штатĕнче мĕнле кăна специалист çук пулĕ. Кашни отрасльпе аслă пĕлÿ илнисем вуншар çултимлеççĕ Унта. Неушлĕ ĕç укçине тÿлемелĕх тупăш илме май паракан производствăна йĕркелеме вĕрентме пултараймаççĕ Вĕсем ял çыннине. Е ертÿçĕсенчен ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме ыйтаймаççĕ Пулсан кама кирлĕ органши вăл.

Ăнланатпăр, ял хуçалăх кооперативĕсем унта ĕçлесе пурăнакансен харпăрлăхĕ. Патшалăхăн пай çук вĕсенче. Çĕрпе усă курса тупăш илме май паракан саккунсем йышăнни вара патшалăх ял çине алă сулнине пĕлтермест. Çав саккунсене мĕнлепурнăçланине тĕрĕслеме кирлех. Пĕлменнине вĕрентнишĕн, иртĕхекене явап тыттарнишĕн ку таранччен вăрçнине курман. Хуçалăхсенче çынсем ĕçлесе пурăнаççĕ Вĕт. Вĕсем общество членĕсем. Апла пулсан патшалăх вĕсемшĕн яваплă. Халăх йĕркеллĕ ĕçлесе тивĕçлĕ ĕç укçине вăхăтра илнине Раççей Правительстви çирĕп тĕрĕслесе тăнинчен тĕлĕнмелли çук.

Районта ĕç укçи тÿлес енĕпе пур çĕрте те япăх тесе калаймăн. “Родник”, “Искра”, “Абызово”, “Победа”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Янгорчино”, “Вурнарский”, “Хорнзор”, “санары” хуçалăхсенче производство йĕркеллĕ аталанать. Йывăрлăхсăр мар, паллах. Анчах çĕрĕçĕнчен, выльăх-чĕрлĕхрен, ытти отрасльсенчен  илнĕ тупăш производствăна хывма та, ĕç укçи тÿлеме те çитет. Çав вăхăтрах “Знамя труда”, “Яндоба”, “Броневик”, “Самолет”, “Янишево” хуçалăхсенче, ялхуçалăх техникумĕнче тата ытти хăшпĕр çĕрте парăм уйăхран уйăха ÿсет.

Ялхуçалăхĕнче тăрмашакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 889 тенкĕпе танлашать. Каларăмăр ĕнтĕ, ăна та çулталăкĕпе илеймеççĕ. Чылай çĕрте тырпул, çĕрулми, ытти çимĕçсее халăха валеçнине тупăш шутне кĕртмеççĕ. Налукран хăтăлас тесе. Ку вара пенси калăпăшĕ çине пырса тивет. Ертÿçĕсене пула ял çынни тивĕçлĕ канăва тухсан чухăна тăрса юлать. Çакна камăн йĕркелемелле; Ялхуçалăхĕпе тимлекен ятарлă органăн.

Çĕршывра влаç тытăмне, ытти структурăсене çĕнетсе улăштараççĕ. çакна пĕтĕмпех пурнăçа малалла аталантарас, условисене лайăхлатас, кашнин яваплăхне ÿстерес тесе пуçăннă. Вырăнта вара çаплипех йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Ыйтма вăхăт çитнĕ мар-и;


"Çĕнтерÿ çуле"
24 сентября 2004
00:00
Поделиться
;