Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар артисчĕсем Саранскра пулнă

Районти культура çурчĕ çумĕнчи “Тивлет” юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн илемлĕ те чуна çĕклентерекен юрри-ташшипе Чăваш енре çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакансем умне тухма темиçе хутчен те чыспа тивĕç çĕнсе илме пултарчĕ. Чăн та, иксĕлми пултарулăхĕпе, сцена çинчи хастарлăхĕпе, ăсталăхĕпе чылай çынна тĕлĕнтернĕ вĕсем. Мускавра, Санкт Петербургра, Чулхулара, Пушкăртстанра тата ытти хуласенче пысăк кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, концертсенче тăвăллăн алă çупса саламлаççĕ Вăрнар артисчĕсене.

Иртнĕ канмалли кунсенче “Тивлет” ансамбль кÿршĕлле Мордови Республикинче пулнă. Сентябрĕн 17-19-мĕшĕсенче Саранск хулинче Атăлçи федераци округĕн пĕрремĕш пĕчĕк Олимп вăййисем иртнĕ. Вăйăсене торжествăлла лару-тăрура хупнă чухне спортсменсене саламласа сцена çинче Атăл тăрăхĕнчи республикăсемпе облаçсенчи художество пултарулăх коллективĕсем тухнă. Тĕрлĕ чĕлхепе янăракан юрă-кĕвĕ сасси спорт уявĕнче чылайччен лăпланман.

Чăваш Республикишĕн унта Вăрнарти вунвиçĕ çынран тăракан “Тивлет” ушкăн (руководителĕ Валерий Шакртов) хутшăннă. Вăрнарсен “Кунта уяв терĕç те” концерт программи сарансксен кăмăлне кайнă.

Мордови Республикин Культура министрĕ П.Н.Тултаев концерта хутшăнакансене чĕререн тав тунă, творчествăра пысăк ÿсĕмсем çĕнсе илме ăнăçу суннă, Дипломпа чысланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
24 сентября 2004
00:00
Поделиться
;