Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ

Çапла, нумаях мар пулин те ялсенче çулсерен хитре те хăтлă çуртсем çĕкленсе лараççĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районта хĕрĕх çемье уйрăм çурт туса кĕнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 4365 тăваткал метр. Çавăн пекех ялсенче газ кĕртес ĕç пысăк хăвăртлăхпа вăй илнĕçем нумайăшĕ пÿрт çумне тĕксе пÿлĕмсем туса лартнă. Сентябрь вĕçĕччен тата вунă çемье çĕнĕ пÿртре пурăнма пуçлĕ.

Социаллă çурт-йĕр тăвас программăпа килĕшÿллĕн Вăрнар поселокĕнче çулсеренех нумай хутлă çуртсем хута яраççĕ. Планпа пăхнă тăрăх октябрьте вунпĕр çемье çĕнĕ хваттер уççине илĕ, пурăнмалли лаптăк 572 тăваткал метрпа танлашать.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2004
00:00
Поделиться
;