Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ

Çакăн евĕр конкурс ирттерме йышăнчĕç чи типтерлĕ ветерана тупса палăртас тĕллевпе Ватăсен кунĕ умĕнхи канашлура. Ку енĕпе комисси çирĕплетрĕç, ун йышĕнче район, ял администрацийĕсен ĕçченĕсем тата ветерансен совечĕсен представителĕсем. Конкурс кашни ял администраци территорийĕнчех иртет.

Поселокра ку конкурсăн çĕнтерÿçисем паллă ĕнтĕ. Комсомольски урамĕнчи 108-мĕш çуртра пурăнакан Иван Николаевич Николаевăн тата 172-мĕш çуртра пурăнакан Анастасия Даниловнапа Михаил Захарович Захаровсен тата Ашмаров урамĕнчи 34-мĕш çуртра пурăнакан Мария Анатольевна Куницинан çурчĕсене чи кăтартуллисем тесе йышăннă. Çÿлерех асăннă ветерансен килĕсенче таса та типтерлĕ, кил хушшинче те, урамра та, сад-пахчинче та тирпейлĕхпе илемлĕх хуçаланать.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2004
11:49
Поделиться
;