Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хамăр ларакан турата касатпăр

Мăн Явăшра пурăнакан Владимир Ильин пенсионер тăкăрлăк хĕрринчи карта юписем çумне, кĕленче ванчăкĕсем сапса тухнинчен тĕлĕнсе: «Ку вара вуçех килĕшмен япала, кĕленче ванчăкĕсем çинче ачасем урисене кастарас хăрушлăх пур, выльăхсен çăварне те кĕме пултарать», - терĕç хĕрарăмсем. В.Ильин çакна урамра ирĕк çÿрекен сыснасем пÿрт çумĕнчи çĕре чаваласа никĕс çумне ан выртчăр, юпасем çумĕнчи çереме çĕтсе ан тăкчăр тесе тунă иккен.

Чăнах та, Мăн Явăш урамĕсенче хуçасăр выльăхсем, пăрусем темĕн чухлех çÿреççĕ. Колхозăн кăшман анисем çине те тухаççĕ. Енчен те ялта ÿнече картисем, хапхисем пур пулсан, çынсем вĕсене хупса, çаклатса çÿресен, пăрусем те ял хушшинчи çырмасенче курăк çийĕччĕç темелле. Çапах, ял тирпей-илемне тытас, ял урамĕсем таса пулччăр тесен, пăрусене ятарласа уйăрнă çырмасене кăкармалла. Сыснасене урамсенче çĕмĕрттерсе çÿремелле мар. Çакнашкал тимсĕрлĕхе пула, пĕлтĕр Мăн Явăшсем кăшман туса илеймерĕç. Ферма ĕнисем валли апат хĕсĕк пулчĕ. Кăçал та çак хăрушлăх пур. Çĕньялта, Уйкс Явăшра выльăхсене тахçанах симĕс курăк çинче çÿретмеççĕ.

Ялта уй хуралçи çукки те пысăк çитменлĕх. Укçа тÿлемеççĕ тесе çак ĕçе тытакан çук. Уй çуралçин пĕлтерĕшĕ çинчен ĕлĕкхи тĕслĕхсене илсе кăтартасшăн. 1950-мĕш çулсенче «Гвардеец» колхозăн уй хуралçисем пулса Пакакассинче Макар Микулайĕ, Ярмушкара Илюк Праскийĕ, Мăн Элменте Лаврентий Павлов, Кивçурт Мăратра Бориспа Микулай Григорьевсем ĕçлетчĕç. Илларион Сорокин аслă хуралçă пулнă. Вĕсем тырпула çĕмĕрттерекен выльăх хуçисене каçарман: ирĕк çÿрекен выльăхсене тытса хупатчĕç. Хуçисене парса янă чухне вара список туса алă пустарнă, списокне хуралçăсем ял Советне тăратнă. Ку списока лекнĕ выльăх хуçисене ял Советне чĕнсе калаçнă. Çавăнпа уйсем тăрăх ирĕк çÿрекен выльăхсем сайра кăна пулнă.

Юхăнса юлнă хуçалăха ертсе пыма çĕнĕ пуçлăха, паллах, çăмăл мар. Колхоз сĕт сутнă укçапа кăна саплашса пырать. Çавăнпа ĕнтĕ колхозра ĕне пуçне сыхласа хăварма, нумайлатма, сăвăма ÿстерсе пыма тăрăшмалла. Пурте пĕр шухăшлă пулсан тин колхоза ура çине тăратма пулать. Çапла тăвасшăн колхоз ертÿçи.

Выльăхсем патĕнче ĕçлекенсене, дояркăсене колхоз правленийĕ уйăхсерен укçа тÿлет. Лайăх ĕçлекенсене хавхалантарма преми валли те укçа уйăрса параççĕ. Çапах та, çакăнта ĕçлекенсем хушшинче те хăшĕ-пĕрисен чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх çитеймест: укçа илсен ĕçсе ÿсĕрлеççĕ, ĕçе тухаймаççĕ. Çапла хамăра хамăр ура яватпăр, хамăр ларакан турата касатпăр.

Теприсем вара аллисене лас! сулаççĕ те: «Колхозĕ çавах пĕтет, мĕн ĕçлемелли пур», - теççĕ. Ку вуçех тĕрĕс мар шухăш. Епле пулсан та колхозсене упраса хăвармаллах.

Явăшсен паянхи тепĕр хăрушлăхĕ вăл - ялсене, уйсене талпиçен, тĕрлĕ çум курăкĕ, хыт-хура пусса илни. Çакнашкал уйсенче комбайнсем ĕçлеймеççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Çумкурăкĕ пусса илнĕ уйсенчен тырă питĕ чĕрĕ, сахал тухать. Ытларах улăм çине каять. Çумкурăкпа, талпиçенпе кĕрешме колхоз правленипе ял администрцийĕн Явăш çĕрĕ çинче пурăнакан пĕтĕм халăха ура çине тăратмалла.

Икĕ çул колхозниксем колхозран тырă илеймеççĕ. Патшалăхран пулăшу кĕтмелли çук. Колхозăн хăйĕн çĕрĕç культурисене ÿстерсе халăха валли те, выльăхсене çитерме те тырпул туса илмелле. Колхоз экономики çакăнтан ÿсме тытăнĕ. Йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан колхоз ертÿçисемпе çыхăну тытмалла, вĕсенчен вĕренсе пымалла.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2004
00:00
Поделиться
;