Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хула-ял культури кил картинчен пуçланать

Вăрнар поселокĕн хĕвелтухăç енче пурăнакансем хаçат редакцине темиçе хутчен те шăнкăравласа унти йĕркесĕрлĕхсем çинчен пĕлтерчĕç: хваттерсенче пурăнакансем çурт çумĕнче сарайсем туса тултарнă, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, тасамарлăх йĕри-таврана варалать, тислĕк куписем шăршă-маршă сараççĕ, шăна-пăванран хăтăлма çук. Поселок администрацине çавăн çинчен пĕрре кăна мар евитленĕ пулин те пуçлăх тата унăн йĕркелĕх енĕпе тимлеме тивĕçлĕ çумĕ те вырăнтан хускалман. Çавна пулах вĕсем хаçат редакцийĕнчен пулăшу ыйтаççĕ. “Тен хăйсен ячĕсене хаçатра вуласан хыпăнĕç”,- терĕç.

Асăннă адреспа çула тухнă май поселокра чылай çуртсен картишĕсене кĕрсе куртăмăр. Тĕрĕссипе вара, унти лару-тăрăва ятарласа рейд ирттермесĕр те пĕлетпĕр-ха.

Акă, Ленин урамĕнчи 115, 117 (тĕрĕсрех каласан, икĕ-виçĕ хутлă мĕнпур çуртсем, Строительнăй урамри çуртсен картишĕсене кĕрсен хĕвеллĕ шăрăх çанталăкра пăсăк шăрш сăмсана çурать, çумăр çусан каяш шывĕ таврана саланать. Тĕрĕсех тарăхаççĕ кунти хваттерсенче пурăнакансем. Ыйтас килет: Т.Игнатьева, В.Ванин, И.Федорова, А.Юдин, В.Исаев, Г.Чернова тата ытти хăшпĕрисем тавралăха вараланăшăн явап тытĕç-ши; Çутçанталăка сыхлас енĕпе тимлекен орган та пур районта. Поселок çĕрĕпе усă курнăшăн укçа та тÿлемеççĕ пулĕ. Халăха шăршлă сывлăшпа чыхăнтарнăшăн тÿлеттерме те вăхăт мар-ши;

Республика Президенчĕ Н.Федоров халăхăн культура шайне ÿстерессишĕн, сывлăхне çирĕплетессишĕн тăрăшса Указсем кăларчĕ. Нумаях пулмасть тата тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ документ вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче 2005 çул Парксен тата садсен çулталăкĕ шутланать. Çакна каллех халăха лайăх пурнăç условийĕсем туса парас, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас, ялсемпе поселоксен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, культура шайне лайăхлатас, илемлетес тĕллевпе тунă. Шухăшласа пăхар-ха, хамăр пурăнакан кил таврашне тирпей-илем кĕртме, çÿп-çапа пуçтарма, республика пуçлăхĕн Указĕ кирлĕ пулчĕ пире. Йывăç-тĕм лартса ÿстерсен, чечексем ешерсен, пĕрре сывлăш уçăлать, тасалать, тепĕр енчен, куçа илĕртекен чечек клумбисемпе газонсем воспитани пĕлтерĕшлĕ.

Тĕрĕсех пулĕ, илемлĕхе курма, ăна упрама, çавнашкал условисенче пурăнма та хăнăхтармалла çынсене. Ялсене çитсен тĕлĕнетĕн - урамсенче мĕн кăна сапăнса выртмасть пулĕ. Кил умĕсенче, пахча тавралла çумкурăк, пиçен е ут кăшкарĕ ашкăрать. Тирпей-илем кĕртме, çÿп-çапа тасатма йывăр мар ĕнтĕ. Ăна кашниех тума пултарать. Н.Федоров Президент авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче каланă сăмахсем чуна пырса тивеççĕ:

- Çавна валли выльăх мар, çынлăх пулмалла тата тавралăха юратмалла. Сăмахпа мар, палкаса мар, харпăр хăй çуртне, картишне, хăйĕн пĕчĕк çĕршывне ĕçпе юратмалла.

Илемлĕхре пурăнма ачаран вĕрентмелле. Халлĕхе вара, кирек-мĕн калăр та, пиртен чылайăшĕ çав-çавах çынлăхпа, культура шайĕпе, тасалăхпа тирпейлĕх туртăмĕпе палăрсах тăмасть. Хистесе тăрсан та ял илемĕшĕн унашкаллисем нимĕн те тумаççĕ, хăйсем пĕлнĕ пек пурăнса çеç пултăр.

Районта тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе пачах ĕçлемеççĕ темелле мар. Нурăс енчен Вăрнаралла пырса кĕнĕ чухне çулăн сулахай енчи “Вурнарыгаз” предприятин территори умĕ аякранах типтерлĕн курăннине кашниех асăрханă ĕнтĕ. Чечексем ешереççĕ, çÿп-çап сапаланмасть, бардюрсене сăрласа илемлетнĕ - пур çĕрте те йĕркелĕх. Шала кĕрсен те çак ÿкерчĕкех. Тасалăха тытса тăрас енĕпе кунта санитари кунĕсем, субботниксем ирттереççĕ. Пурте хаваспах хутшăнаççĕ вĕсене. Хамăршăн-çке.

Калинино райповĕн суту-илÿ предприятийĕсем салана йăлтах урăх сăн кĕртрĕç. Ялсенчи лавккасене те çавăн пекех çĕнетни халăх кăмăлне улăштарать. Çак ырă тĕслĕхпе клубсене - культура вучахĕсене - илемлетесчĕ. Магазинсем çумĕнче ача-пăча валли выляма пысăках мар лаптăксем йĕркеленĕ, чуччу, катаччи ярăнаççĕ халĕ унта, хăйăр çинче аппаланаççĕ. Культура керменĕсем, медпунктсемпе администрацисен çурчĕсем тавра клумбăсемпе пысăкрах мар скверсем тума, йывăç лартса ÿстерме никам та чăрмантармасть.

Илемлĕх тĕнчене çăлать, тенĕ пĕр ăслă çын. Çавна пирĕн лайăх ăнланса, ăса хывса ĕçлесе пурăнасчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2004
00:00
Поделиться
;