Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул пурнăçĕ

Пĕлÿ пахалăхне ÿстерес тĕллевпе паян кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех мĕнле те пулин çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраççĕ. Вĕрентÿ тытăмĕнчи улшăнусем те шкулсем хушшинче конкурентлăха ÿстерме хистеççĕ-çке.

Кульцаври вăтам шкул коллективĕн ачасене вĕрентес ĕçри опычĕпе ыттисене паллаштарма кăмăллă. Вĕренекен шкулта илнĕ пĕлÿпе пурнăçра туллин усă куртăр, кунсерен тавракурăмне ÿстертĕр - çак тĕллевсене тĕпе хываççĕ те кунта.

Шкул пурнăçĕ интереслĕ те нумай енлĕ пулни коридорти, классенчи стенасем тематикăллă стендсемпе пуяннинчен аван курăнать. Кашни предметпа çыхăннă, шкул историйĕн тĕрлĕ тапхăрне сăнлакан хаçатсем вĕрентÿ процесĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Паянхи кун шкула кирлĕ чухлĕ атлантарма бюджетран уйăракан укçа кăна çителĕксĕр. Çавăнпа та патшалăха шанса лăпланса ларнипе нимĕн те тăваймăн. Çакна Кульцаври шкулта ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ, çĕр лаптăкĕнчен тупăш илме тăрăшаççĕ. Çитĕнтернĕ улма-çырлана, пахчаçимĕçе хĕле валли те хатĕрлеççĕ, сутса шкулăн «енчĕкне» те хулăнлатаççĕ. «Çĕрпе пĕлсе усă курсан кăна лайăх тухăç илме пулать. Çăвĕпе ĕçле - хĕлĕпе тутă пулăн», - теççĕ вĕрентекенсем.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче музейсем йĕркеленин усси те пысăк. Вĕсем ачасене аваллăх историне, хамăрăн асатте-асаннесен пурнăçĕ çинчен туллинрех пĕлме пулăшаççĕ. Акă, Кульцаври вăтам шкулти музей та экспонантсемпе - ял, шкул историйĕпе çыхăннă япаласемпе, статьясемпе, сăнÿкерчĕксемпе пуян. Музейра уроксем ирттересси те ырă йăлана кĕнĕ.

Ачасене пĕчĕкренех алĕçĕ тума хăнăхтарни пурнăçра ялан пулăшса пырать. Çакна кульцавра вĕренекесем те çирĕплетеççĕ. Кил-çурт ăсталăхне хăнăхтаракан уроксенче хĕрачасем, сăмахран 5-мĕш класран тĕрлеме, çыхма, явса çыхма, апат-çимĕç хатĕрлеме вĕренеççĕ. Çавăн пекех 8-мĕш класран тытăнса вĕсем «ĕнесене машинăпа сăвакан оператор» пуçламăш специальноçне алла илеççĕ, арçын ачасем тракторист-машинист пулма хăнăхаççĕ, мастерскойĕнче йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталама вĕренеççĕ.

Кил-хуçалăха тытса пырас ĕçе вĕрентекен уроксене Лидия Геннадьевна ертсе пырать. Шкулта вунçичĕ çул вăй хурать вăл, ку енĕпе мĕн ĕçе вырнаçнăранпах тимлеме тытăннă. Малтанхи вăхăтра, уйрăм кабинет пулманни кăшт йывăрлăхсем кÿнине пытармасть вăл. Халĕ ку класс вĕренÿ çеç мар, кану пÿлĕмĕ те пулса тăрать. Мĕнле те пулин уяв тĕлне апат-çимĕçе кунтах хатĕрлеççĕ, торт-кукăль пĕçереççĕ. Кабинетра газ плити вырнаçтарнăран урок пуçланиччен ачасемпе вĕрентекен инструктаж ирттерет, хăрушсăрлăх правилисене епле пĕлнине тĕрĕслет. Стенасем çинчи плакатсем ку кабинетра хăйсене мĕнле тытмаллине «аса илтерсех» тăраççĕ.

Вĕрентекенсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, массăллă спорта анлăрах явăçтарасси те - коллективăн тĕп ĕçсен шутĕнче. Физкультура учителĕ Владимир Николаевич Максимов юлашки çулсенче ачасенче спорт туртăмĕ ытларах пулнине çирĕплетет. Маларах ачасем хушшинче ăмăртусене хутшăнас текенсем çав тери сахал пулнине пытармарĕ вĕрентекен. Халĕ вара шкул тулашĕнчи пĕр-пĕр мероприятие хутшăнас умĕн ятарлă тупăшусем ирттереççĕ иккен, чи вăйли вара районти, республикăри ăмăртусене хутшăнать.

Спорт пурнăçĕпе мухтанмалăх пур кульцавсен - шкулта тĕрлĕ секцисем ĕçлеççĕ. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар вĕсен. Ăмăрту çĕнтерÿçисене шкул хаçачĕ çинче çырса саламласси йăлана кĕнĕ. Капла туни ыттисене те туртăнма май парать. Хаçат кăларакансем вара - физкультура урокĕнчен хăтарнă ачасем. Шкулти чи лайăх спортсменсен сăнÿкерчĕкĕсене стенд çинче вырнаçтарнă. Екатерина Марушева, акă, - чи лайăк кроссмен, йĕлтĕрпе чупакан, полиатлон енĕпе район чемпионĕ. Евгений Архиповпа Дима Яковлев йĕлтĕрпе чупассипе район чемпионĕсем. Евгений Киселев пневматикăллă винтовкăран 2001 çулта республикăра кĕмĕл призер пулса тăнă, ун чухне Кульцаври вăтам шкул команди пĕрремĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех кульцавсем иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» вăййинче пĕрремĕш пулнă, призлă вырăнсене чылай çĕнсе илнĕ.

Шкулта 150 ача вĕренет. Вĕсене пысăк опытлă 18 учитель ăс-тăн параççĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕрентеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 сентября 2004
00:00
Поделиться