Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чунĕсемпе яланах çамрăк

Сад пахчинчи куçа илĕртекен чечексемлĕ тутăрсем çыхнă хĕрарăмсем, хăйсен ĕмĕрĕнче сахал мар хура-шур курнă арçынсем Ватă çынсен кунĕнче Кĕçĕн Кипек ял администрацине пухăнчĕç. Кăçалхи уяв ытти çулсенхинчен уйрăмрах пулчĕ - çак кун ветерансем хăйсен ячĕпе йывăçсем лартрĕç.

Кĕçĕн Кипекри плотина патĕнче аллея тума палăртнă. Выльăхсем кĕрсе çĕмĕрсе пĕтересрен карта тытса çаврăннă. Кунтах çăлкуç тапса тăрать. Пĕлтĕр ачасем лартнă çамрăк чăрăшсем пурте тенĕ пек чĕрĕлнĕ, вĕсен çумне ветерансем пилеш, çĕмĕрт йывăççисем лартрĕç. Уяв малалла шкул столовăйĕнче тăсăлчĕ, пухăннисене вĕри апатпа тата чейпе сăйларĕç, культура ĕçченĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Кĕçĕн Кипек ял администрацийĕн пуçлăхĕ И.А.Федоров, шкул директорĕ С.Н.Андриянов, ветерансен канашĕн председателĕ И.Н.Иванов, район администрацийĕн экономика управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.М.Смирнова, ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕ Е.М.Алексеев ăшă сăмахсемпе ветерансене саламларĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артистки, эстрада çăлтăрĕ Галина Скворцова уява çитсе хăйĕн илемлĕ юррисене парнелерĕ.

         Пăваялĕнчи ветерансене те савăнăçлă лару-тăрура чысланă çав кун. Вырăнти клуб тавра йывăç-тĕм лартнă хыççăн ватăсене техĕмлĕ шÿрпепе сăйланă. Çулсем иртсе пыраççĕ пулин те вĕсем чунĕсемпе яланах çамрăк юлнине çирĕплетнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;