Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ентеш-спортсменсен тĕслĕхĕпе хавхаланса

Пăртас тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм çирĕп вăй-халлăĔ хăюллă та тÿсĕмлĕ пулнипе яланах палăрса тăнăĕ Каччăсемпе хĕрсем тĕрлĕ вăйăсенче тата спорт ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе савăнтарнăĕ ÇакăĔ тĕрĕссипеĔ ялти шкулта вĕренекенсене физкультурăпа спорта анлăн явăçтарнинчен те килнĕĕ ПаллахĔ ку тĕлĕшпе физкультура учителĕсен тÿпи уйрăмах пысăкĕ Калас-тăкĔ Пăртас ачисене ку енĕпе яланах ăннă - физкультура учителĕсем хушшинчеĔ тĕпрен илсенĔ ĕçе чунтан-чĕререн парăннă çынсем пулнăĕ Вĕсем вĕренекенсене ачаран спорта юратмаĔ вăй-хала çирĕплетмеĔ ăмăртусенче мала тухассишĕн ăнтăлма-кĕрешме хăнăхтарнăĕ

Вăтăр çул каялла ялти вăтам шкулта физкультура учителĕнче Катăшра çуралса ÿснĕ Валерий Михайлович Яковлев ĕçлеме тытăнсанĔ ку тăрăхра физкультурăпа спорт юхăмĕ çĕнĕ вăйпа аталанма тытăнчĕĕ Хăй те спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса ят илнĕскерĔ вĕренекенсене хавхалантарса яма пултарчĕĕ Астăватăп-хаĔ ВĕЯковлев йĕркеленĕ йĕлтĕрçĕсен секцине çĕре яхăн ача çÿретчĕĕ Занятисем çулталăкĕпех иртетчĕçĕ Çулла-кĕркунне çамрăк йĕлтĕрçĕсем хыр лăсси сарса тухнă çухрăма яхăн тăсăлакан  “кавир” тăрăх чупса тренировкăсем ирттеретчĕçĕ Ун чухне хальхи пек роликлă йĕлтĕрсене спортсменсем тĕлĕкре кăна курма пултарнăĕ ÇаплаĔ Пăртас йĕлтĕрçисем хĕллехи тапхăра питĕ лайăх хатĕрленсе çитетчĕçĔ районти тата республикăри ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнатчĕçĕ

Валерий МихайловичĔ Альметевскри физкультура техникумне тата Саратоври  патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне ăнăçлă пĕтернĕскерĔ хăйĕн вĕренекенĕсем спортра пысăк çитĕнÿсем тума пултарччăр тесеĔ çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнăĕ Çакă хăйĕн çимĕçĕсене ытлашшипех панă тесен те йăнăш пулмĕĕ АкăĔ Пăртасра ĕçленĕ малтанхи вунă çул хушшинче ВĕЯковлев вĕренекенĕсенчен 44-шĕ йĕлтĕрпе чупассипе пĕрремĕш разрядлă спортсмен пулса тăнăĕ Çавăн пекех 68 йĕлтĕрçĕ республикăри ăмăтусенче çĕнтернĕĔ призерсен шутне кĕнĕĕ Районти ăмăртусене илес-тĕкĔ вунă çул хушшинче Валерий Михайловичăн вĕренекенĕсем 528 хутчен çĕнтерÿçĕсем пулса тăнăĕ Вун ултă çул каялла ВĕЯковлев шкул ачисемпе спорт ориентированийĕ тата туризм енĕпе ытларах тимлеме тытăннăĕ Паянхи кунаĔ акăĔ ку тĕлĕшпе республикăра ирттернĕ ăмăртусенче унăн 96 вĕренекенĕ пĕрремĕш пулнă е малтисен ретне тухнăĕ Валерий Михайловичăн команди 24 хутчен çĕнтернĕĕ

ВĕЯковлев вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ пурнăçне спортпа çыхăнтарнăĕ Вăл ку енĕпе уйрăмах палăрнисемпе чăннипех мухтанма-хăпартланма пултаратьĕ Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ пулин те Валерий Михайловича манмаççĕĔ тăван яла çаврăнса килсенĔ яланах унпа тĕл пулма тăрăшаççĕĕ Халĕ ĕнтĕ урăх çĕршывра - Украинăра - пурăнакан Валентина Петрова (Борисюк)Ĕ акăĔ Пăртас ят-сумне çÿле çĕклеме пултарнăĕ ВĕЯковлев ертсе пынă йĕлтĕрçĕсен секцине çÿресеĔ Валентина спортра уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунăĔ район тата республика чемпионки пулнăĕ 1979 çулта Шупашкарти çыхăну электротехникумне вĕренме кĕрсенĔ Валентина Петрова çав вăхăтра хĕрарăмсем хушшинче аталанма пуçланă спортăн çĕнĕ енĕпе - хăвăрт утассипе - кăсăкланма тытăннăĕ Çав çулах Пăртас хĕрĕ СССР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕĕ 1980 çулта Валентина хăвăрт утакансен Ессентуки хулинче иртнĕ ăмăртăвĕнче пиллĕк километрлă дистанцире финиша пĕрремĕш çитнĕĔ Раççей рекордсменки пулса тăнăĕ Валентина Петрова Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче Совет Союзĕнчи чылай ăмăртусене хутшăннăĔ лайăх кăтартусемпе савăнтарнăĕ 1983 çулта вăл Украинăна качча тухнăĕ Луцкри пединститутăн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнăĕ Халĕ вăл Любешоври ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче тимлетĕ Валентина Ивановна хăвăрт утассипе тĕнче класлă икĕ спорт мастерĕĔ виçĕ спорт мастерĕĔ спорт мастерĕн кандидачĕсем вуншар хатĕрленĕĕ Унăн вĕренекенĕсенчен пĕри - Валентина Савчук - тăватă çул каялла Сиднейра иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннăĔ 20 километрлă дистанцире тупăшса вуниккĕмĕш вырăн йышăннăĕ

Валентина Ивановна Петрова (Борисюк) тренер хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕлтĕр хăвăрт утассипе Европăн V Кубокĕн Шупашкарта иртнĕ ăмăртăвĕсене килнĕĕ Кăçал та вăл хамăр республика тĕп хулинче пулнăĕ Иртнĕ çул таĔ кăçал та Валентина çуралса ÿснĕ тăван яла кĕрсе тухма вăхăт тупнăĔ хăйĕн пĕрремĕш тренерĕпе теĔ Валерий Михайлович ЯковлевпаĔ тĕл пулнăĕ

Пăртасри вăтам шкулта кунта вĕреннисенеĔ спортра палăрнисенеĔ халалласа пысăк стенд тунăĕ Валентина Петрова пекех спорт мастерĕ е кандидачĕ ята илнисем тата пурĕ АкăĔ Владимир Николаевич Типушкин подполковникĔ вунтăхăр çул каялла ялти шкултан вĕренсе тухнăскерĔ пурнăçне чикĕ сыхлакан çарсемпе çыхăнтарнăĕ Çар службинче пограничник пулнăĕ Унтан Пăртас каччи Алма-Атари чикĕ сыхлакан аслă команда училищинче вĕреннĕĕ 1992 çулта çамрăк офицера Хабаровскри чикĕ сыхлакан отрядра застава начальникĕн заместительне çирĕплетнĕĕ Унтан застава начальникĕĔ информаципе тишкерÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнăĕ ТаджикистанраĔ Хорогри чикĕ сыхлакан отрядраĔ службăра тăнăĕ Владимир Типушкин пăшалтан пемелли спортпа интересленме тытăннăĔ ку енĕпе лайăх кăтартусем тунăĕ Çар хĕçпăшалĕнчен перессипе Инçет Хĕвелтухăç регионĕнче ирттернĕ ăмăртусенче яланах пĕрремĕш вырăнсене йышăннăĕ 1999 тата 2003 çулсенче Раççей чикĕ сыхлакан федераллă служба чемпионачĕсенче çар хĕçпăшалĕнчен перессипе çĕнтернĕĕ Виçĕмçул Владимир Николаевич Типушкин Раççей спорт мастерĕ пулса тăнăĕ Халĕ вăл Раççей Федераллă хăрушсăрлăх службин Чикĕ сыхлакансен академийĕнче вĕренетĕ

Ялти шкултан вăтăр пилĕк çул каялла вĕренсе тухнă Николай Романович Романов та СССР спорт мастерĕĕ Вăл самбистĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинчи ача-пăча спорт шкулĕнче тренерта ĕçлетĔ çамрăксене кĕрешÿ мелĕсене хăнăхтаратьĕ

ВĕЯковлевăн вĕренекенĕ пулнă Любовь Антонова - СССР спорт мастерĕн кандидачĕĕ ВăлĔ курăк çинче хоккейла выляс тата футбол енĕпе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисенче пулсаĔ Совет Союзĕн чемпионачĕсене хутшăннăĕ

Паянхи вĕренекенсем хăй вăхăтĕнче Пăртас шкулĕнчен тухнă паллă спортсменсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе хытă кăсăкланаççĕĔ вĕсем пек пулма ĕмĕтленеççĕĔ вĕсенчен тĕслĕх илеççĕĕ Стендсем умĕнче ачасем яланах йышлăĕ Шкул директорĕ Виталий Иванович Уткин коллективра физкультурăпа спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх хунине те палăртса хăвармаллаĕ Ку тĕлĕшпе вăл яланах Валерий Михайловичпа - халĕ директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен заместителĕ - канашлатьĔ унăн сĕнĕвĕсене шута илетĕ АкăĔ çĕнĕ вĕренÿ çулĕн малтанхи кунĕсенчех вĕсем çапла калаçса татăлнăĔ чăвашсене чапа кăларнă СССР летчик-космонавтнеĔ икĕ хут Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаев генерал-майора тата Пăртас шкулĕнчен вĕренсе тухнă СССР спорт мастерне Валентина Ивановна Петровăна (Борисюка) халалласа çăмăл атлетсен кросне ирттерме пуçламаллаĕ Иккĕшĕ те сентябрьте çуралнине те шута илсеĔ ăна çав уйăхра ирттерме йышăннăĕ

Палăртнă кун шкул умне вĕренекенсем пурте - 188 ача - пухăннăĕ Мухтавлă ентешсене халалланă пĕрремĕш кроса хутшăнма çавăн пекех Çарăклă шкулĕнчи вуникĕ вĕренекен кăмăл тунăĕ Ăмăрту питĕ çивĕч иртнĕĔ кашниех мала тухассишĕн ăнтăлнăĕ 1-4-мĕш классен ушкăнĕнче 3-мĕш класри Алина Тимофеева тата Александр Федоров çĕнтернĕĕ 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Татьяна Григорьева тата Николай Артемьев пĕрремĕш вырăна тухнăĕ Иккĕшĕ те 8-мĕш класа çÿреççĕĕ 9-11-мĕш классен ушкăнĕнче Çарăклă шкулĕнчи Татьяна Федорова (9-мĕш класс) тата Пăртасри Александр Тихонов (10-мĕш класс) финиша чи малтан çитнĕĕ Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата дипломсемпе чысланăĔ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухнисене грамотăсем панăĕ

Шкул дирекцийĕ Валентина Ивановнăна унăн ячĕпе çăмăл атлетсен кросне çулсерен ирттерме тытăнни çинчен çырса пĕлтернĕĕ

Хамăр республика Президенчĕ НĕФедоров 2004 çула Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе йышăннăĕ Пăртасри вăтам шкул коллективĕ малашнехи çулсенче те вĕренекенсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарассине тĕп тĕллевсен шутне кĕртнĕĕ ШелĔ юлашки çулсенче çĕршывĕпех анлă сарăлнă пулăм - ĕçкĕпе иртĕхесси - çитĕнекен ăрăва та ырă мар витĕм кÿни педагогсене самаях пăшăрхантаратьĕ

Юлашкинчен çакна калассăм килетĕ Çамрăксене сывă пурнăç йĕркинеĔ физкультурăпа спорта юратма хăнăхтарассишĕн вăтăр çул хушши тар кăларса ĕçлесе пысăк кăтартусем тума пултарнă Валерий Михайлович ЯковлевĔ ман шутпаĔ тава тивĕçлĕ вĕрентекен хисеплĕ ятпа тахçанах чысламалли çынĕ Тепĕр тесенĔ вăлĔ питех те сăпайлăскерĔ нихăçан та хăйĕн ĕçĕпе мухтанса каппайланмастьĕ


"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;