Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конкурссене пĕтĕмлетнĕ

Ватăсен кунĕ тĕлне районта ветерансем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем йĕркеленĕччĕ. Халĕ унăн çĕнтерÿçисем паллă ĕнтĕ.

Вăрнарти И.Н.Николаевăн тата М.З.Захаровăн кил-çурчĕсене чи кăтартулли тесе палăртнă. В.Г.Федотовапа Р.Л.Павлов “çулталăкри чи хастар вулакан” ята çĕнсе илнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ П.М.Михайлов сăвăсен конкурсĕнче çĕнтерсе “Чувашия” санаторире канма путевкăна тивĕçнĕ.

           Конкурс çĕнтерÿçисене районти культура çуртĕнче Ватăсен кунне халалланă уявра укçан парнеленĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;