Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕчĕк ялăн пысăк уявĕ

Мулакасси Мăрат ялĕ пысăк мар пулин те, ял-йыш кунта туслă пурăнать, çамрăк çемьесем чылай тĕпленнĕ, шкула çÿрекен ачасем нумаййăн.

Пĕр-ик çул каялла кăна çак çырмаллă яла çутçанталăк газĕ çитессе никам та ĕненмен. Иртнĕ уйăхра çак ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Газ кĕртес ĕçе хăвăрт пурнăçларĕç. Хальхи вăхăтра ; килте “кăвак çулăм” çунать те ĕнтĕ. Ял çыннисемшĕн çутçанталăк ырлăхĕ çитни питĕ пысăк савăнăç. Çак ятпа иртнĕ шăматкун Мулакасси мăратсем ял уявĕ йĕркеленĕ. Уяв сĕтелĕ валли кашни çемье хăйне евĕр апат-çимĕç хатĕрленĕ.

Юрă-кĕвĕ ял варринче чылайччен янăранă. Ял çыннисем республика, район ертÿçисене, ял администрацине, “Спецмонтажгаз”, “Вурнарыгаз” филиалсен ĕçченĕсене ырăпа асăнса тав тунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;