Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавтапуç учительсене

Раиса Александровна Убакова (Александрова) Ишлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл 72 çулта пулин те пахча-хурара, кил-тĕрĕшĕнче тĕрмешет, пушă вăхăт тупăнсанах алла хаçат-журнал, кĕнеке тытать те малтан пуçласа юлашки страницăна çитмесĕр, пĕтĕмпе вуласа тухмасăр та пăрахмасть. Шупашкартан паракан радиопередачăсене пĕр сиктермесĕр итлет. Кĕçех учительсен кунĕ çитни пирки пĕлсен, хăйне Аçăмçырми шкулĕнче пĕлÿ панă вĕрентекенсене ăшшăн аса илчĕ:

- Эпир, вăрçă вăхăтĕнчи ачасем, Ишлĕрен Аçăмçырмине кашни кун хутланă. Ирпе уроксем пуçланиччен шкула çитнĕ, уроксем вĕçленсен вара каялла çул тытнă. Çанталăк мĕнлине пăхса тăман - лÿшкесе çумăр çăвать-и е çил-тăман алхасать - вĕренсе ăс пухма тăван шкула утнă. Çавнашкал çичĕ çул тертленнĕ.

Пирĕн вăхăтрисем аван астăваççĕ пулĕ тетĕп, тем те курнă, тÿснĕ эпир. Çимелли, çие тăхăнмалли нимех те пулман ун чухне. Выçăллă-тутăллă çÿренипе пайтах хырăм чăрланине итленĕ. Тумтир таврашĕ çуккипе кивĕ япаласене пăсса анне пиншак çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Çĕтĕлсе каиччен çавăнпах çÿренĕ. Çавнашкалах çичĕ класс вĕренсе тухрăмăр. Анчах та укçа-тенкĕ, тумтир çуккипех малалла ăс пухма май килмерĕ.

Эпир вĕреннĕ çулсенче Аçăмçырми шкулне хальхи пекех таврари нумай ялсенчи ачасем çÿренĕ: Уйкас Ялтăраран, Юпшик Ялтăраран, Ишлĕрен, Тăвальушкăнь Ялтăраран тата ыттисенчен. Пуçламăш классенче пире кам вĕрентнине пачах та астумастăп, манса кайнă. Чăваш чĕлхипе вĕрентнĕ Зинаида Павловнапа вырăс чĕлхи учительницине Мария Александровнана вара паянхи пекех астăватăп. Зинаида Павловна сарă, вăрăм çивĕтлĕ хитре хĕрччĕ. Тĕрлесе илемлетнĕ пир кĕпепе, путяшкăллă саппунпа, урине сырса урока пыратчĕ. Питĕ çепĕç калаçатчĕ, васкамасăр, аван ăнлантаратчĕ. Ун чухне учительсен те ытти çынсен пекех тăхăнмалли-тумланмалли пулман курăнать. Кайран тин вăл хитререх, вырăс хĕрĕсем пекрех тăхăнма пуçларĕ.

Эпир, Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи, ун хыççăнхи ачасем хура-шурне пайтах тутантăмăр. Çапах хамăра вĕрентнĕ учительсене паян кун та асрах тытатпăр, тав тăватпăр. Манпа пĕрле вĕреннĕ Раисăпа Владимир Аливановсене, хамăр класра чи лайăх вĕреннĕ Чĕкеç Леонтьевана (Александра ятлă пулнă-ши вăл;) аван астăватăп.

Учительсем хăйсен ăсне, чунне, кун-çулне ачасемшĕн, вĕсене вĕрентсе воспитани парса пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратассишĕн тăрăшаççĕ, тăрăшнă та. Тавтапуç вĕсене çавăншăн.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;