Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрçă паттăрĕсене - çăмăл машинăсем

Аслă ăру çыннисен уявне - Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне районти кашни ял администрацийĕнчех чаплăн паллă турĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене пуçтарса уяв ячĕпе саламларĕç. Кунсăр пуçне кашни предприяти-организацирех, учрежденисенчех, хăйсем патĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене пухса чысларĕç.

Районти культура çуртĕнчи уява та поселокри ватăсем чылайăн килчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин вăрçă паттăрĕсене “Ока” машина уççине парса чысларĕ. Поселокри Митрофан Иванович Ладыков, Мăн Явăшри Александр Иванович Таймасов, Уравăшри Федосия Андреевна Кудрявцева, Хирпуçĕнчи Иван Алексеевич Алексеев, Упнерти Василий Николаевич Николаев тата Кивçурт Енĕшри Владимир Константинович Константинов çăмăл машинăсем илме чăннипех тивĕç, хаяр вăрçăн вут-çулăмĕ витĕр тухса çĕршыври тăнăç пурнăçа сыхласа хăварассишĕн пысăк тÿпе хывнă вĕсем.

Анатолий Иванович залра ларакансене районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ĕçе активлă  хутшăннăшăн, çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани пама пулăшнăшăн, ырă тĕслĕх кăтартнăшăн чĕререн тав турĕ. Уяв ячĕпе саламланипе пĕрлех республикăра, çав шутра районта та, газификаци ĕçĕсем анлăн сарăлса пынине, ветерансен çурчĕсенче “кăвак çулăм” çунма пуçланине ăшшăн палăртрĕ район ертÿçи. Аслă ăру çыннисене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, ветерансемпе инвалидсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, патшалăх енчен социаллă пулăшу парасси те кирлĕ пек пулса пырать.

Вăрнар районĕ социаллă-экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе юлашки çулсенче яланах малти вырăнсене йышăнать. А.Кузьмин уявра тепĕр савăнăçлă хыпар та пĕлтерчĕ: Республика кунĕ пирĕн районта иртĕ. Çак тивĕçе çĕнсе илни вара уяв-савăнăçпа кăна çыхăнман ку поселокпа ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе, пысăк укçа-тенкĕ явăçтарма май парĕ.

Кăçал поселокра, ялсенче, вăрçă паттăрĕсен ячĕсене ĕмĕрлĕх упраса хăварас тĕллевпе, ветерансен аллейисене лартма йышăнчĕç. Ырă пуçару “çимĕçне” пачĕ ĕнтĕ: асатте-асаннесем лартса хăварнă йывăç-тĕмсем çулсем иртнĕçем тĕрекленсе, ешĕл илемĕпе савăнтарĕç.

Уяв кунĕнче ватă çынсем ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ. Районти культура çурчĕн артисчĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕ саламларĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;