Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнар хĕрĕсем малтисен ретĕнче

Иртнĕ шăматкун Шупашкарта, залив хĕрринче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чупу кунне - Нацисен кроссне - Вăрнар спортсменĕсем пысăк ушкăнĕ те, пĕтĕмпе 100 çын, хутшăннă. Çав шутра - шкул ачисем, ялхуçалăх техникумĕн студенчĕсем, училищĕре вĕренекенсем, район ял администрацийĕсен ĕçченĕсем.

          “Спорт - террора хирĕç” девизпа ирттернĕ массăллă ăмăртура старта пĕтĕмпе 18 пин ытла спортсмен тухнă, кашни тĕрлĕ дистанцире ăмăртнă. Наци кросĕнче Вăрнар район хĕрĕсем малтисен ретне кĕме пултарнă. Катя Горбунова ачасем хушшинче виçĕ километрлă дистанцире финиша пĕрремĕш çитнĕ, çак дистанцирех Таня макарова вăхăт кăтартăвĕпе иккĕмĕш пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;