Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юратнă шкул, тултартăн эс 110 çул!

 Тăван, юратнă - Енĕшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн юбилейĕ çинчен çырма мана уйрăмах кăмăллă. Кунта пĕрремĕш саспаллипе паллашнă эпĕ, тантăшсемпе ăмăртмалла вулама-çырма, шутлама вĕреннĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен, ытти учительсем пире çын тăвас тесе тăрăшнине, пĕлÿ тĕнчине хăюллăн утма вĕрентнине, ăс-тăн панине пысăк туйăмпа аса илетĕп, мăнаçланатăп.

110 çул! Çак тапхăрта миçе ăру вĕренсе тухман-ши Енĕш шкулĕнчен; Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ырă ĕçпе палăрса тăван шкул ят-сумне çĕклекенсен ячĕпе кĕнеке те çырма пулĕ. Учительсем, тухтăрсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, строительсем тата вун-вун профессире чапа тухнисем. Çак шкулта пĕлÿ илнĕ Совет Союзĕн Геройĕ Степан Илларионович Илларионов, философи наукисен докторĕ, РФ АПН тата ТАСС корреспонденчĕ, 25 çул “Политическое образование” журналăн тĕп редакторĕнче тимленĕ, тăватă хутчен Ĕçлĕх хĕрлĕ ялав орденне, “Халăх туслăхĕ” ордена, Ушинский ячĕллĕ медале тивĕçнĕ Александр Степанович Вишняков паянхи ăрушăн чăннипех ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Философи наукисен кандидачĕ Никандр Леонтьев, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Николай Ефимов, экономика наукисен кандидачĕ, халĕ Мускаври ялхуçалăх академийĕн ялхуçалăхĕпе экономика кафедрин доценчĕ Людмила Володькина, тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем - Людмила Семенова, Петр Скворцов, Аверкий Александров, тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕсем - Юрий Иванов, Надежда Игнатьевва, Николай Иванов тата ыттисем те асăннă шкулта вĕреннĕ. Кунта ăс пухса вĕрентекен профессине суйласа илнисем питĕ нумайăн...

Шкул юбилейне халалланă уяв Енĕш клубĕнче иртрĕ. Шкулта та çак кун тĕлне тивĕçлипе хатĕрленнĕ. Тĕрлĕ вăхăтра вĕреннĕ классен, шкулта ĕçленĕ учительсемпе директор пулса ĕçленĕ çынсене сăнлакан сăнÿкерчĕксем уяв ячĕпе кăларнă хаçатсенче пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Савăнăçлă пухăва Енĕшри шкул директорĕ Михаил Николаевич Павлов уçрĕ. Вăл пурне те шкул 110 çул тултарнă ятпа саламларĕ. Виктор Нестеревич Нестеров вĕрентекенĕн, таврапĕлÿçĕн шкул историйĕпе çыхăннă доклачĕ уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Кунта тĕрлĕ çулсенче вăй хунă кашни учителе, директора ятран асăнчĕ вăл. Паллах, унăн доклачĕ - пĕр кунта хатĕрленĕ япала мар. Чылай çул пухать вăл хаклă документсене, шкул пурнăçĕн пĕр саманчĕ те манăçа ан тухтăр тесе пĕтĕм чĕререн тăрăшать. Тĕрлĕ тапхăрта вĕренсе тухса ырă ят çĕнсе илнĕ вĕренекенсене аса илнипе пĕрлех шкулта паян пĕлÿ пухакан ачасен хастарлăхне те палăртрĕ. “Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” ята тивĕçнĕ хисеплĕ вĕрентекен Енĕшри шкул ачисем - районти, республикăри, Раççейри конкурссене активлă хутшăнакансем. Призерсен йышне кĕнисем те сахал мар. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, акă, Таня Афанасьева Раççей шайĕнчи физика олимпиадинче чи лайăххисен шутне кĕме пултарнă. Ку уншăн кăна мар, пĕтĕм шкулшăн - пысăк çитĕнÿ.

Президиумра ларакан хисеплĕ хăнасем, шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем те сăмах илчĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт управленийĕн методкабинет пуçлăхĕ Елена Карпова енĕшсене район администрацийĕн пуçлăхĕн саламлă сăмахĕсене вуласа пачĕ, парнепе чысларĕ. Уявра ĕç ветеранĕсен аса илмелли чылай пулчĕ. Павел Назарович Назаров, Нина Алексеевна Алексеева, Николай Трофимович Трофимов тата ыт.те хăйсем ĕçленĕ вăхăта ăшă кăмăлпа аса илчĕç.

Агриппина Яковлевна Игнатьева, акă, 24 çул кĕçĕн классене пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă. Вăл манăн пĕрремĕш вĕрентекен пулнă май, унăн хастарлăхĕпе тăрăшулăхĕнчен паян кун та тĕлĕнетĕп эпĕ. Мĕн тĕрлĕ мероприяти, кружок йĕркелеместчĕ пулĕ вăл. Вăл пуçарнипех хамăр вăйпа хатĕрленĕ концерт-спектакльсемпе, пукане театрĕпе миçе ял халăхне савăнтарман пулĕ. Ялхуçалăх ĕçченĕсене уяв умĕн вырăнти радиоузел урлă юрă-сăвăпа саламласси те ырă йăлараччĕ.

Любовь Ивановна Нестерова Енĕшри шкулта 29 çул ĕçленĕ, вĕсенчен 16-шне - директор çумĕпе директорта. Ĕç ветеранĕ ачасен активлăхне, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраслăхне пысăка хурса хакланине палăртрĕ. Мухтанмалли те пурах çав. Вăл ĕçленĕ вăхăтра Енĕш шкулĕнче вĕренекен 30 ытла ача “Артек” тата “Орленок” лагерьсенче канма путевкăсем çĕнсе илнĕ, спортра, художество пултарулăх енĕпе малтисен ретĕнче пулнă.

Анна Александровна Иванова вăрçă вĕçленсен тепĕр çулхине ĕçе кĕнĕ. “Пĕрремĕш çулхине мана - выçăлла-тутăлла пурăннипе, тумтир çуккипе шкула çÿрейменнисемпе ĕçлеме тиврĕ. Класра пĕтĕмпе 43 ачаччĕ. Ĕç условийĕсем çав тери начар. Кĕнекесем, журналсем çук. Тетрадьсене çавăрса хурса çыраттăмăр. 43 ачана пурĕ те ултă букварь кăна панă. Çапах та вулама вĕрентĕмĕр. Шел, класри пĕр хĕрача выçăпа вилчĕ. Çак класран вĕренсе тухнисем пурте çĕршыва юрăхлă çынсем пулчĕç. Иккĕшĕ - Николай Ефимовпа Никандр Леонтьев - наука кандидачĕсем пулса тăчĕç”,- аса илчĕ вăл, паянхи ăрăва лайăх вĕренме, усал шухăшсенчен пăрăнма ăнăçу сунчĕ.

Николай Алексеевич Алексеевăн шкул çулĕсем шăпах вăрçă тапхăрĕпе пĕр тĕле килнĕ. Сивĕ классенче вĕреннĕ, кăранташ-ручка, тăхăнмалли пулман пулин те вĕреннĕ çын пулас ĕмĕт сÿнмен вĕсен. Вăл - ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, хăй вăхăтĕнче хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Паянхи ачасен те вĕренес туртăм нихăçан ан сÿнтĕрччĕ, терĕ вăл.

Вĕренекенсен ячĕпе çавăн пекех Зина Петрова, Кристина Николаева тухса калаçрĕç.

Савăнăçлă иртрĕ Енĕш шкулĕн 110 çулхи уявĕ, пухăннисене шкул ачисем чаплă концерт лартса пачĕç. Юрăсене хатĕрлекенĕ - шкул директорĕ М.Н.Павлов, вăлах баянпа вылярĕ, ташăсене лартаканĕ - чăваш чĕлхипе литература учителĕ Л.Я.Федорова. Концерта пур класра вĕренекенсем те хутшăнчĕç, юрă-кĕвĕ парнелерĕç, илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Кĕçĕн классене вĕрентекен А.В.Шишкова юрлакан юрăсем те пурин асăнче юлĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
05 октября 2004
00:00
Поделиться
;