Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи вăйли ăмăртура палăрать

Нумаях пулмасть Вурнарка шывĕ хĕрринче спорт ориентированийĕ енĕпе çамрăк туристсен районти слечĕ иртрĕ. Ку ăмăртăва А.Г.Николаев космонавт çуралнăранпа 75 çул çитнине те халалланă.

120 ытла вĕренекен тупăшрĕ слетра. Палăртнă маршрутра контрольлĕ пунктсене тупас енĕпе çаврăнăçулăх, пысăк ăсталăх, çирĕплĕх кăтартрĕç вĕсем. Юлашки çулсенче спортăн çак тĕсĕ уйрăмах аталанчĕ темелле, унпа çулсерен ытларах та ытларах çамрăк кăсăкланма тытăнчĕ.

Уйрăмшар ăмăртусенче арçын ачасенчен чи лайăх результат кăтартакансем çаксем пулчĕç: Андрей Спиридонов (Вăрнарти 2-мĕш шкул) - пĕрремĕш вырăн, Сергей Егоров (Вăрнарти 1-мĕш шкул) - иккĕмĕш вырăн, Евгений Иванов (Пăртасри вăтам шкул) - виççĕмĕш вырăн.

Хĕрсем хушшинче Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Марина Ильина, Çарăклăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти Татьяна Федорова тата Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Анна Михайлова маттур пулчĕç.

Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта - Пăртас шкулĕн команди, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Çарăклăри тата Вăрнарти 1-мĕш шкулсем.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 октября 2004
00:00
Поделиться
;