Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавралăх илемĕ хамăртан килет

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çитес çула Парксен тата садсен çулталăкĕ тăвасси çинчен Указ кăларчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - районсемпе хуласен социаллă пурнăçĕпе экономикин комплекслă аталанăвне малалла вăйлатасси, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшасси.

Çак Указа тĕпе хурса, ял администрацийĕсен çитес çул валли ялсене тирпей-илем кĕртмелли тата йывăçсем лартмалли ĕçсене халех палăртса хумалла. Шел пулин те, хăшпĕр вырăнти самоуправленисен пуçлăхĕсем ку енĕпе пуçарулăх кăтартмаççĕ-ха.

 

Лайăххипе пĕрле япăххи

 

К.Маркс ялхуçалăх предприятийĕн экономики юлашки вăхăтра чылай тĕрекленчĕ. Çавна май ялсен сăн-сăпачĕ чылай çĕнелсе улшăнчĕ, ĕççыннисен пурнăçĕ лайăхланма тытăнчĕ.

Ялсене пырса кĕрсен куçа чи малтан курăнаканни, чĕрене ăшă туйăм кÿрекенни - урамсене çутçанталăк газĕ кĕртсе çитерни. Акă, Туçи Мăрат ялнех илер. Кашни кил “сенкер çулăмпа” усă курать, çутçанталăк ырлăхĕпе киленсе пурăнать.

Лайăххипе пĕрле япăххине те асăнмасăр иртме çук. Хăшпĕр урамсене газ пăрăхĕсене хывнă канавсене çĕрпе витсе çитереймен. Вилĕм кĕпе аркинчен çывăх тенешкел, ача-пăча çав канавсене кĕрсе ÿксен; Е тата кил-çуртра ăнсăртран пушар тухсан, ун патне машина мĕнле пырĕ;

Çиелтен пăхсан, çак кăлтăк пысăках мар пек, анчах инкек-синкек сиксе тухсан, пĕлтерĕшне виçме те çук. Апла-тăк, туçи-мăратсен хăйсен килĕ умĕнчи канавсене çĕрпе витсе хумаллах. Аякран, такам пулăшу пырса парассине кĕтсе ларни вырăнсăр. Тен, ку ыйтăва Çавалкас ял администрацийĕ хускатĕ;

Сăмах май çакна та каласа хăварар. Халĕ йывăçсем лартмалли вăхăт. Кашни кил хуçи хăйĕн пахчинче улма-çырла йывăççисем ытларах лартса хăварсан, тем пекех аван пулмалла.

 

Ялсен сăн-сăпачĕ çĕнелет

 

Ял сăн-сăпачĕ, илемлĕхĕпе тирпейлĕхĕ - унта мĕнле çынсем пурăннине кăтартакан тĕкĕр. Эппин, утса пăхар-ха Мăн Явăшăн пĕрер çухрăма тăсăлакан урамĕсем тăрăх. Çиччĕ вĕсем, тăкăрлăкĕсем унтан та ытларах. Тÿрех палăртас килет: кĕркунне е çуркунне нихăш урамне те машинăпа пырса кĕреймĕн. Урам варрисенче шырлансем пулса кайнă, шыв кÿленчĕкĕсем хур-кăвакалсене киленмелли вырăнсем пулса тăнă. Кĕперсем урлă машинăпа каçнă чухне водительсем умне пысăк хăрушлăх тухса тăрать: пĕрин çинче те карлăксем çук.

Ĕлĕкрех урамсем симĕс курăкпа витĕннĕччĕ, кашни кил умĕнчех тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланатчĕ. Халĕ пачах урăхла ÿкерчĕк: урамсенче пылчăк çăрăлать, çурт-йĕр умне пыраймăн, вут-шанкă, хăма-чус, кирпĕч, юрăхсăра тухнă тимĕр-тăмăр купи пĕтĕм тавралăха илемсĕрлетсе тăраççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ тăвасси пирки Указ кăларчĕ. Явăшсемшĕн питех те вырăнлă вăл. Çитес çулта кашни урама тĕпрен юсамалла, çак ĕçе пĕтĕм ял-йыша явăçтармалла. Пĕвесемпе кĕперсене йĕркене кĕртсе çитересси те тĕп вырăнта пулмалла. Йывăçсем лартассине, кашни хуçалăхра улма-çырла сачĕсем тăвассине килĕрен хушу парса тухмалла. Çитес çул валли çакнашкал плансем палăртать Мăн Явăш ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.Гурьев.



"Çĕнтерÿ çуле"
11 октября 2004
00:00
Поделиться
;