Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Техникăна упрама пĕлесчĕ

Юнкун «Санар» агрофирмăра ял хуçалăх техникине  хĕле хатĕрлес енĕпе республикăри семинар-канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР ял хуçалăх министерствин механизаци пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, ЧР патшалăх техника асăрхавĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ Александр Ильин, тĕп инженерĕ Сергей Павлов, техника асăрхавĕн службин ĕçченĕсем, хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерсем хутшăннă.

Техника - хуçалăх чĕри, тетпĕр эпир. Ăна упрамасан, унăн ĕмĕрне вăрăмлатас тесе тăрăшмасан вара ял хуçалăхне  ниепле те аталантараймăн. Çирĕп алăра техника та çирĕп, вăхăтра юсасан, патшалăх стандарчĕ, пек упрасан, вăл нумай çул пĕр чăрмавсăр ĕçлĕ.

Малтанах канашлăва хутшăнакансем умĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ А.Ильин сăмах илнĕ, вăл ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене палăртнă, уй-хир ĕçĕсем епле пынине уйрăмшар хуçалăхсенчи цифрăсемпе çирĕплетнĕ.

Республикăри семинар-канашлăва пирĕн районти «Санар» хуçалăхра ирттерни ăнсăртран мар. Вăл - аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Техникăна хĕле хатĕрлессине те кунта вăхăт ыйтнă пек йĕркелесе пыраççĕ. Паянхи куна районти чылай хуçалăхра çак ĕçе пуçăнман та, санарпуçсен вара выльăх апачĕ тырă-пулă пуçтаракан комбайнсем, хăй тĕллĕн çÿрекен техникăсене тасатса лартнă. Хăнасене машина-трактор паркĕнчи лару-тăрупа паллаштарнă май «Санар» агрофирма ертÿçи Р.Петров хуçалăхри ĕç-хĕл пирки те каласа панă.

Хуçалăхра ĕçлекенсем нумайăн мар - пĕтĕмпе 80 çын, çав шутра 32-шĕ - механизаторсем, 18-шĕ - штатра тăрăшакансем, ыттисем - рабочисем. Апла пулин те ĕççине нихăçан та  вăраха тăсса ямаççĕ кунта, ĕç укçине вăхăтра тÿлесе тăнă пирки маларах аякри хуласене ĕçлеме тухса çÿренĕ çынсене те хуçалăх ĕçне явăçтарма май килнĕ. Кăçал санарпуçсем 379 гектар урпа, 72 гектар тулă, 60 гектар рапс, викăллă урпа, 90 гектар çĕр улми, 10 гектар хĕрлĕ кăшман çитĕнтернĕ. Роберт Игнатьевич кăçалхи тупăш ытлах савăнтарманни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ.

Ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласси техникăран нумай килет. «Санарта» машинăпа трактор паркне çĕнетессипе чылай тăрăшаççĕ. Кăçал, сăмахран, вĕсем «Чувашагролизинг» акционер обществи урлă КТН-213 копалка, СЗТ сеялка, МТЗ-1025 трактор туяннă. Вĕсене илме пĕтĕмпех хуçалăх кассинчи укçа-тенкĕпе усă курнă. Çитес çул санарпуçсем «Дон» комбайн туянасшăн.

Семинар-канашлăва хутшăннисем «Санар» агрофирмăра техникăна хĕле хатĕрлессине çÿллĕ шайра йĕркеленине палăртнă. ЧР ял хуçалăх министерствин механизаци пайĕн пуçлăхĕ А.Семенов ытти районсенчен килнисене вĕсенчен тĕслĕх илмеллине каланă. Анатолий Ильич республикăра ку çулхине, ыттисемпе танлаштарсан, уй-хир вăхăтĕнче пысăк чăрмавсем пулманнине пĕлтернĕ. Çапах та, пĕтĕмĕшле илсен, машинăпа трактор паркĕ кивелни вăрттăнлăх мар, пĕтĕм техникăн 80-85 проценчĕ хăйсен вăхăтне ĕçлесе ирттернĕ.

Юлашки вăхăтра ытларах трактор паркĕ кивелнĕ, унăн 40 процентне, комбайнсен 40 процентне тĕпрен çĕнетмелле. Анчах çакăн валли республикăри пур хуçалăхăн та тенĕ пекех укçа-тенкĕ тивĕçмест. Çавăнпа министерство представителĕ пур техникăна куç пек упрамаллине тепĕр хут асăрхаттарнă.

ЧР патшалăхăн техника асăрхавĕн управленийĕн пуçлăхĕ В.Димитриев техникăна пăхса-асăрхаса тăрассие тăхăр уйăхра кашни район епле ĕçленине уйрăммăн асăннă. Хуçалăхра машина-тракторсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр палăртнă вăхăтра кăларас ыйтăва та хускатнă вăл, мĕншĕн тесен нумайăшĕнче техникăна техосмотр кăларман тĕслĕхсем те пур. Кунта вара хуçалăх ертÿçисен айăпĕ те пĕчĕк мар, инкек-мĕн пуличчен ыйтнине кирлĕ пек пурнăçланине мĕн çиттĕр. Владимир Павлович та «Санар» хуçалăхри техникăн ĕмĕрне тăсас енĕпе тăвакан ырă тĕслĕхе ыттисем хушшинче сармаллине палăртнă.

Уй-хир ĕçĕсен чен пушаннă хыççăн комбайнсене, сеялкăсене, выльăх апачĕ пуçтаракан техникăна упрама лартма вăхăт çителĕклех пулчĕ, çанталăкĕ те чăрмантармарĕ. Анчах та паянхи куна районта ку енĕпе темиçе хуçалăх кăна вырăнтан тапраннă-ха.

Лайăх çанталăкпа меллĕ усă курмасан, çумăрсем пуçлансан йывăрлăхсем тÿсме тивет. Агрегатсем çумне çыпçăннă пылчăка, тăпрана уяр çанталăкра тасатнине нимĕн те çитмест. Çавăнпа техникăна тасатса лартас тата машинăпа трактор паркĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе кая хăварас марччĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 октября 2004
00:00
Поделиться
;