Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Учитель ĕçĕ сăваплă

Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ пулин те Раиса Степановна Кузьмина ача чухне учитель профессине алла илме шутламан. Тĕрĕсрех каласан, вăл физикăпа математика учителĕ мар, нимĕç чĕлхипе малалла вĕренме ĕмĕтленнĕ. Шĕнер Ишекри вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн, Зинаида вĕрентекенĕн сĕнĕвĕпе хĕрача Шупашкарти Чăваш педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне кайса кĕнĕ. Тăрăшуллăскер, кунта та аван ĕлкĕрсе пынă. 1977 çулта учитель профессине алла илсен, çамрăк специалиста Тăвай районĕнчи вырăс ялне - Кушкăна - ĕçлеме янă. Унта вăл 3 çул тăрăшнă. “Хам суйласа илнĕ професси мана ĕçлеме пуçăнсанах питĕ килĕшнĕ. Халĕ ачасемпе, вĕренекенсемпе курнăçмасăр пурăнаймастăпах пулĕ”,- тет Р.Кузьмина. Тĕрлĕ сăлтавсене пула вăл тата икĕ çул Канашри çамрăк рабочисен шкулĕнче директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тимленĕ. “Ачасемпе ĕçлеме яланах кăсăклăччĕ. Вĕсем те мана нихăçан та кÿрентермен, ашшĕ-амăшĕсем те хисепленĕ”,- лăпкăн калаçать Раиса Степановна.

Малтанах, паллах, çамрăк специалиста шкулта ĕçлеме çăмăлах пулман. Ачасем нумай, урокĕсем те чылай. Кашни класрах эрнере икшер-виçшер урок ирттерме тивнĕ. Унсăр пуçне физикăпа математика класне йĕркелемелле, обществăлла ĕçсене пурнăçламалла, ачасене районта ирттерекен олимпиадăсене хутшăнма хатĕрлемелле тата ытти те. Учитель ĕçĕ хăйне май йывăр, нумай енлĕ. Унăн яланах пурнăçпа тан утмалла: анлă тавракурăмлă, культурăллă, çепĕç те ăнлануллă пулмалла, çав вăхăтрах çирĕплĕх те питĕ кирлĕ. Ку енсем вара Раиса Степановнан çителĕклех. 27 çул учительте ĕçлесе вĕренекенсемпе ĕçри юлташĕсем умĕнче чыспа хисепе тивĕçнĕ вăл. Р.Кузьмина вĕрентсе ăс панă ачасем халĕ тĕрлĕ профессие алла илнĕ. Хăй вĕрентнĕ ачасене пурне те ятран астăвать Р.Кузьмина. Юратнă учительницине уявсенче чечексем парнелеççĕ, саламлаççĕ, сывлăх сунаççĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленеççĕ.

Пĕччен пурăнакан амăшне йывăр килнине питĕ лайăх ăнланнă хĕрача. 1982-мĕшĕнче, тăван Шĕнер Ишек шкулĕнче тимлеме пуçласан, тăрăшуллă, маттур çамрăк учителе ялти каччă куç хывнă. Вĕсем Виталий Кузьминпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Пурнăç хăй еккипех шунă, Кузьминсен хĕрпе ывăл çуралнă. Тăхăр çул пĕрле, килĕштерсе пурăннă вĕсем. Анчах инкек куçа курăнса килмест, теççĕ, чĕре чирне пула Виталий вăхăтсăр хăй çемйинчен яланлăхах уйрăлса кайнă. Раиса Степановнан тĕпренчĕкĕсене пĕчченех пăхса çитĕнтермелле килсе тухнă.

Ÿснĕ, аталаннă хĕрпе ывăл. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университетне кĕнĕ. Надя экономика факультетĕнче юлашки курсра, Саша строительство факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренеççĕ.

“Ачасем шкул вĕренсе пĕтерчĕç, халĕ ĕнтĕ вĕсемшĕн кулянмалли çук”,- тейĕ тепри. Апла мар çав: амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсемшĕн мĕн виличченех тăрăшаççĕ, кулянаççĕ. Мĕнпе те пулин татах пулăшасчĕ, теççĕ. Ывăлĕ-хĕрĕ ÿссе çитсе, çын пулса пурнăç çулĕ çине çирĕп тăрсан та ашшĕ-амăшĕшĕн вĕсем ачасем-çке. Раиса Степановна Кузьмина та çавнашкалах: хăйĕн пурнăçне, вăй-халне, ăс-тăнне ачасене парать. Тĕпренчĕкĕсемшĕн кăна мар, хăй вĕрентекен ачасемшĕн те пурăнать.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 октября 2004
00:00
Поделиться
;