Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вут-çулăмпа шÿтлеме юрамасть

Кăçалхи тăхăр уйăхра район территорийĕнче 46 хутчен вут-çулăм алхаснă. Пушарсенче сакăр çын - çав шутра пĕр ача - пурнăçĕ татăлнă, çĕршер пин тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Çак инкексенчен ытларахăшĕ (40 хутчен) уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче пулнă. Вут-кăвар ытларах мĕн сăлтавпа тухнă; Çапла, электрооборудовани юсавсăррипе вунпĕр хутчен, хутса ăшăтмалли кăмакасем юсавсăррине вунă хутчен, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе ултă хутчен пушар алхаснă. Тÿрех каламалла, çак инкексемшĕн, тĕпрен илсен, хамăрах айăплă. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене уяманни тĕп сăлтав пулса тăрать.

Кăçал, сăмахран, Вăрнар поселокĕнче çичĕ хутчен, Пăртас тата Вăрманкас ял администрацийĕсен территорийĕсенче тăватшар хутчен, Çĕрпел, Кăкшăм, Ершепуç ял администрацийĕсен территорийĕсенче виçшер хутчен, Уравăш, Санарпуç, Уйкас Кипек, Çавалкас ял администрацийĕсен территорийĕсенче икшер хут вут-кăвар алхаснă.

Халĕ, çанталăк сивĕтсе пынă май, кăмакасем хутма, ытти ăшă приборĕсемпе усă курма тытăнтăмăр. Çавăнпа та пушар тухас хăрушлăх пушшех ÿсет. Тен, ку тарана çитсе те кăмакасемпе ăшăтмалли приборсен системисен юсавлăхне тĕрĕслеменнисем те пур. Çавна май ку енĕпе вăхăта вăраха тăсмасăр йĕрке тумалла. Калăпăр, тĕтĕм çулĕсенчи хăрăма тасатмалла. Хутса янă кăмакана никамсăр е пĕчĕк ачасене шанса хăварма юрамасть. Çавăн пекех ун умне е çывăхне вутă-шанкă т.ыт.те хума, вутă чĕртнĕ чухне хăвăрт тивсе илекен япаласемпе - бензинпа, краççынпа - усă курма юраманнине яланах асра тытмалла. Кăмакана ытлашши хутса хĕртсе ямалла мар. Юсавсăр кăмакасене, тĕтĕм мăрйисене йĕркене кĕртсе шуратмалла.

Районта пур çĕрте те çутçанталăк газĕпе усă курма тытăнчĕç. Çав вăхăтрах вăл питĕ пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине шута илмелле. Газ приборĕсене харпăр хăй тĕллĕн пăсма, юсама, урăх çĕре куçарма юрамасть, ытти правилăсене те çирĕп пăхăнмалла.

Вут-çулăм шÿтлеме юратмасть. Пушара сиксе тухассинчен асăрхаттарасси ăна сÿнтерессинчен çăмăлрах пулнине кашниннех асра тытасчĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
11 октября 2004
00:00
Поделиться
;