Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кăтартусем япăх мар

Ялхуçалăх çулталăкне ăнăçлă вĕçлерĕмĕр тесе шанчăклах çирĕплетсе калама пулать. Кăтартусем япăхах мар. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 25,2 центнер пуçтарса кĕртрĕмĕр. Çĕрулми тухăçĕ 204 центнерпа танлашрĕ. Кĕрхи çĕртме йăлтах сухаласа пĕтертĕмĕр. Кăшман кăна 10 гектар кăлармалли юлчĕ. Çак ĕçе те çывăх вăхăтрах вĕçлетпĕр. Халлĕхе ĕнесене уйрах кĕтсе çÿретпĕр. Кашни çулах обществăлла выльăх валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр. Кăçал та кашни условнăй выльăх пуçне 30 центнера яхăн апат единици чухлĕ пур. Халĕ кашни ĕнерен куллен çур пăт сĕт сăватпăр. Ĕнесене витере усрама пуçласан сăвăм ÿсме кирлĕ.

Ĕçри ăнăçу пуринчен малтан çынсенчен, вĕсен тăрăшулăхĕнчен килет. Пирĕн маттур работниксем сахал мар. Механизаторсенчен, акă, Альберт Плотников, Вениамин Николаевич Давыдов, Александр Геннадьевич Быков, Рева Петрович Григорьев хăйсен тивĕçне яланах тăрăшса пурнăçлаççĕ. Лидия Павловна Харитоновапа Людмила Изосимовна Васильева та кашни кунах ĕçе тухаççĕ. Вĕсем пек маттур çынсене татах нумай асăнма пулать.

           Кăшман кăларассине вĕçленĕ хыççăн ял ĕçченĕсен уявне ирттерме палăртатпăр. Лайăх ĕçлекенсене парнесем паратпăр. Çапла пĕрле туслăн ĕçлесе хальхи çăмăл мар вăхăтра та хуçалăха ăнăçлă аталантарса пырăпăр, продукци туса илессине ÿстерсе тупăшлă вăй хурăпăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2004
00:00
Поделиться
;