Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кĕрешÿçĕсем каллех савăнтарчĕç

Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кĕрешÿ ăсталăхне алла илекен çамрăксем Чăваш енре çеç мар, республика тулашĕнче иртекен кашни ăмăртурах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнине палăртма питĕ кăмăллă. Вĕсем район ят-сумне çĕкленипе пĕрлех хăйсемпе тантăшсене сывă пурнăç йĕркине туртăнма пулăшаççĕ.

Спорт шкулĕнче чылай çул вĕренÿ мелĕсене туптанă икĕ хĕрача - Ирина Данилова тата Алена Федорова - Раççей спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ. Çиччĕн Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă: Анастасия Трофимова, Татьяна Большакова, Марина Петрова, Ольга Числова, Иван Сладков, Сергей Львов, Алексей Васильев. Валерий Краснов, Дима Ильин, Денис Ефремов, Анастасия Сорокина, Сергей Львов, Сергей Елизаров, Петр Николаев, Денис Павлов - пĕрремĕш разрядлă спортсменсем. Çавăн пекех кунта çÿрекенсенчен нумайăшĕ - республикăн, Атăлçи федераци округĕн, Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсем.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пĕр самантлăха та канăç çук. Кашни кун тренировкăсенче ÿт-пĕве пиçĕхтернисĕр, кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене алла илнисĕр пуçне ку енĕпе йĕркелекен пур ăмăртăва та хастар хутшăнаççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть, акă, Красноармейски салинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе пĕтĕм Раççейри турнир иртнĕ. Унта Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вунă воспитанникĕ призерсен йышне кĕнĕ. Çак ăмăртура Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Иван Сладков уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартнă. Кĕрешÿ кавирĕ çине сакăр хутчен тухнă вăл. Чи лайăх техника кăтартса 35 килограмлă виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Тренерĕсем - Андрей Федорович Павлов тата Юрий Григорьевич Львов - Ваньăн спортри малашлăхĕ пысăк пуласса шанаççĕ. Вăл çавăн пекех Атăлçи федераци округĕн чемпионĕ те.

Турнирта Юрий Егоров, Сергей Иванов тата Алена Федорова та харпăр хăй виçе категорийĕнче чемпион пулса тăнă. Петр Николаевпа Таня Максимова - кĕмĕл, Люда Николаева, Оля Илларионова, Ирина Львова, Настя Софронова бронза медальсем çĕнсе илнĕ.

Кĕрешÿçĕсен умра - тата та пысăкрах ăмăртусем. Октябрĕн 22-мĕшĕнче, сăмахран, Иван Сладков, Дима Авдеев, Сергей Львов, Петр Николаев Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командин йышне кĕрсе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Раççей финалне хутшăнĕç. Кĕрешÿçĕсенчен пысăк результатсем кĕтетпĕр!


"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2004
00:00
Поделиться
;