Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кашни çамрăк унран тĕслĕх илтĕр

Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă, тĕллевсем патне çирĕп утакан, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан вăл - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш “в” класра вĕренекен Андрей Львов. Хăй ÿсĕмри арçын ачасенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха каччă - çак ыйту вулакана кăсăклантаретех пулĕ.

Капла пăхсан унра вăй-хал вĕресе тăнине, тен, асăрхамастăн. Лăпкă, вăрçма-харкашма юратмасть, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать, шкул пурнăçне активлă хутшăнать. Анчах арçын ачапа калаçнăçем вăл чун-чĕре пуянлăхĕпе, ĕмĕтсене пурнăçлама çине тăнипе ыттисенчен аванах ирттернине сисетĕн.

Андрей - спорт ориентированийĕ тата туризм енĕпе ирттерекен чылай ăмăртăвăн çĕнтерÿçи. Тинтерех кăна Атăл леш енче, Варламовка шывĕ хĕрринче, туризмăн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ республика первенствинчен пысăк кăтартусемпе таврăннă вăл. Виçĕ куна пынă ăмăртусен уйрăмшар тĕсĕпе призлă вырăнсене йышăнма пултарнă: спорт ориентированийĕ тата çуран çÿрекенсен туризмĕ енĕпе - пĕрремĕш, капитансен тата çамрăк экологсен конкурсĕсенче - виççĕмĕш. Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе вĕсен команди ăмăртусен çĕнтерÿçи пулса тăнă. Пултаруллă, çаврăнăçуллă, туризм техникине аван пĕлекен Вăрнар каччине Чăваш ен командин йышне илнĕ, çывăх вăхăтра вăл Раççей первенствинче республика чысне хÿтĕлĕ.

Маларах, сентябрь вĕçĕнче, спортăн çак енĕпех иртнĕ ăмăрту пирки те асăнмасăр иртме çук. Унта, республика чемпионатĕнче, Андрей абсолютлă чемпион пулса тăнă. Хăйпе пĕрле тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хутшăннине шута илсен, ку - чăннипех те пысăк кăтарту.

Шкул ачисем хушшинче пĕр ĕçпе вăрах кăсăкланакансем çав тери сахал: паян пĕр япала интереслентернĕ пек туйăнать ăна, ыран тата урăх ĕç - юлашкинчен нихăшĕн çумне те ал çыпăçмасть е маларах килĕшнĕ ĕç патне пачах чун туртмасть. Андрей пирки кун пек калаймастăн (ыттисен те унран тĕслĕх илесчĕ) - вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне улăштармасть.

Пирĕнтен нумайăшĕ пĕр-пĕр çырма урлă вĕрентен тытăнса каçма шикленет. Андрей вара виçĕ çулта чухнех Кĕçĕн Çавал шывне çак мелпе “вĕçсе” каçнă. Ашшĕ - Владислав Григорьевич Львов (Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ) - ачинче пĕчĕклех чăтăмлăха, вăй-хала çирĕплетес тенĕ ĕнтĕ. Чăнах та, вăл ĕмĕтленни пурнăçланнă. Виçĕ çулти ывăлĕ: “Атте, манăн вĕренпе татах ярăнас килет”,- тесе калани те ăна пепкинче çак туртăма аталантарма хистенĕ-тĕр. Львовсен çемйи вăрмана час-часах тухса çÿренĕ, анчах ахаль уçăлма кăна мар, тренировкăсем ирттерме те. Пĕр йывăçран тепĕр йывăçа вĕрен кăкарса ун тăрăх çыхăнса ăмăртасси пĕтĕм çемьешĕн юратнă вăйă пулса тăнă. Тăван çутçанталăк илемĕ, вăрттăнлăхĕ ачана çав тери тыткăнланă, çак туртăм унăн кунсерен ÿссе пынă. Пиллĕкмĕш класа çитсен Андрей пĕрремĕш хут хĕллехи туризм енĕпе республика первенствине хутшăннă. Турслет “çĕнĕ” участника ăнăçу парнелемен. Çапах пуçа усман арçын ача, кунсерен тренировкăсенче ÿт-пÿне пиçĕхтернĕ, спорт занятийĕсенче вăй-халне çирĕплетнĕ, тăван çутçанталăк çинчен тĕрлĕ литература вуласа тавракурăмне анлăлатнă.

Пĕрремĕш ăнăçу 2001 çулта спорт ориентированийĕ енĕпе хĕллехи чемпионатра “килнĕ”. Ун чухне Андрей иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тепĕр çулхине результата çĕнетнĕ вăл - ку енĕпех республика чемпионĕ пулса тăнă. Иртнĕ çулхине çуран çÿрекенсен туризмĕ енĕпе иртнĕ ăмăрту та ăна чемпион ятне “парнеленĕ”.

Юлашки икĕ çул хушшинче ту туризмĕ, çуран çÿрекенсен туризмĕ, спорт ориентированийĕ, наукăпа тĕпчев ĕçĕсем енĕпе вун-вун ăмăртăва хутшăнса вăтăра яхăн дипломпа грамотăсем, свидетельствăсем çĕнсе илнĕ.

Çĕнĕ Шупашкар хулине кашни эрне вĕçĕнче тренировкăсене çÿрекенскерне, ку ушкăнпа чылай çĕрте çул çÿревре пулма тÿр килнĕ. Мари Эл вăрманĕсем тăрăх çÿренине, Кавказ тата Хибин тăвĕсем çине хăпарнине пысăк хавхаланупа каласа парать вăл. “Мĕн курнине, çак самантра пĕтĕм чуна тавралăх илемĕ еплерех хытă тыткăнланине сăмахпа калама та, çырса пама та май çук. Çĕршывăн хирте вырăнĕсенче пулса курни питĕ лайăх, анчах çулçÿревре çывăх юлташсем тупни, тĕрлĕ халăх культурипе паллашма пултарни тата хаклăрах. Кавказра, сăмахран, урăх наци çыннисемпе тăлмачсем урлă кăна калаçрăмăр пулин те, вĕсемпе çывăх туслашрăмăр”,- тет çамрăк.

Çул çÿревсенчи кашни интереслĕ саманта, илемлĕ вырăнсене ÿкерсе илнĕ вăл. Çÿллĕ тусен ытамĕнче пурăнни, минерал шывĕсенче чăмпăлтатни... - пĕтĕмпех альбомсенче упранаççĕ.

 Хибин тăвĕсем çинче çулсеренех туллă вырăнти хĕллехи çăлав ĕçĕсем енĕпе Ленинград облаçĕн первенстви иртет. Иртнĕ çул çак кăткăс ăмăртусене пăхма тÿр килнĕ май, унăн йĕркелÿçисем Андрейсен ушкăнне те ăмăртăва хутшăнма чĕннĕ. Килĕшнĕ хĕрсемпе каччăсем - хăйсене ку ĕçре те тĕрĕслесе пăхас тенĕ.

- Хамăн малашнехи пурнăçа та çак туртăмпах çыхăнтарасшăн эпĕ. Çул çÿревсĕр теке пурăнаймастăп та пулĕ. Вĕренсе тухса ытти ачасене те явăçтарас килет. Вĕсем çутçанталăк илемне курма-туйма вĕренччĕр, çак пуянлăха упрама хăнăхччăр,- акă мĕнлерех шухăшпа пурăнать вăл.

            Туризм кăна мар, математика тата физика наукисем те интереслентереççĕ ăна, ку предметсемпе олимпиадăсене те хутшăнать вăл. Çавăн пекех музыка та - унăн чун килĕштернĕ “апачĕ”. Пушă вăхăтра фортепиано умне ларать те - асамлă кĕвĕсен çеммипе ĕмĕтре аякри хуласене “çитет”. Сăмах май калас-тăк, Андрей ача-пăча музыка шкулне пĕтĕм “пиллĕксемпе” кăна вĕренсе пĕтернĕ. Çакна та каласа хăвармалла - иртнĕ çул Андрей Львов Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ те пулнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
13 октября 2004
00:00
Поделиться
;