Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕчĕк çитменлĕх те кăмăла хуçать...

Акă, сисмесĕрех çу кунĕсем те иртсе кайрĕç. Хĕл хăюллăнах алăкран шаккать. Коммуналлă хваттерсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах йывăр тапхăр халĕ - çуртсене ăшă паман пирки самаях хытăркама лекет. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ура çине тăратас тĕллевпе, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин анчахрах ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çавна май вăл коммуналлă хуçалăхшăн яваплă пуçлăхсенчен шаннă ĕçшĕн питĕ çирĕп ыйтасси пирки асăрхаттарнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх реформине пурнăçласси районта еплерех пулса пырать; Çакăн пирки Вăрнарти хăшпĕр çурт комитечĕсен председателĕсен шухăшне итлесе пăхар-ха.

Л.Л.БЕЛЯКОВ, Карл Маркс урамĕнчи 4-мĕш “а” çурт комитечĕн председателĕ:

- Реформа пирки калас-тăк, вăл ытти çĕрти пекех Вăрнарта та питĕ йывăррăн пулса пынине палăртмалла. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра йĕрке тума пĕртте çăмăл мар пулас. Сăлтавĕсене таçта шырама кирлĕ мар тесе шутлатăп. Çакăншăн, тĕрĕссипе, эпир те - хваттерсенче пурăнакансем,- коммуналлă службăшăн яваплисем те - рабочисенчен пуçласа пуçлăхсем таранах,- айăплă. Хамăра илес-тĕк, культура шайĕ ытла та начар пулни пăшăрхантарать: хăшĕ-пĕри подъездсенче, çурт умĕнче е урамра çÿплеме именмест, теприсем картана чăл-пар тапса аркатаççĕ т.ыт.те.

Çав вăхăтрах коммуналлă хуçалăхра вăй хуракансен ĕçĕнче те пысăк çименлĕхсем çук мар. Паян, акă, ытларикун, октябрĕн 12-мĕшĕ. Хваттерсенче питĕ сивĕ, халĕ те ăшă паман. Çынсем, уйрăмах ачасем, чирлеме тытăнчĕç. Çав вăхăтрах район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе октябрĕн 7-мĕшĕнчен çуртсене ăшă парса тăма тытăнмаллаччĕ. Эппин, коммуналлă служба хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕр мар пулас. Вĕсем мĕншĕн хушăва пурнăçламаççĕ;

Хамăра пăшăрхантаракан тĕслĕхсене те илсе кăтартасшăн. Икĕ çул каялла çĕр айĕнчи шыв пăрăхĕсене улăштарчĕç. Çавна май пирĕн çурт умĕнчен иртекен ăшă трасси урлă çÿремелли каçăна пăсса тăкрĕç, анчах çĕннине туса памарĕç. Çынсем ăçта килнĕ çавăнтан каçма тытăнса пăрăх чăркавне юрăхсăра кăларса пыраççĕ. Каçă туса парăр тесе ăçта кăна çитмерĕм пуль. Кăçал поселок администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Львовпа пĕрле тимĕртен тунă каçă турттарса килтĕмĕр. Анчах йĕркеллĕ вырнаçтармарĕç. Çынсем ăна икĕ çурт хушшине лартса пама ыйтаççĕ. Çывăхри ача сачĕсене пирĕн çуртран шыв пăрăхĕ туртрĕç. Вăл çĕр çийĕпе иртет. Пăрăхĕ шăтнă пирки çуркуннеренпе шыв юхса тăрать. Çакăн пирки тивĕçлĕ çĕре миçе хутчен пĕлтермен-ши; Анчах шыв халĕ те юхать. Путвалти шыв пăрăхĕсене улăштарма ыйтса çур çул хушшинче тинке тухрĕ темелле. 4-мĕш подъездра, акă, кухньăран юхса тухакан шыв пăрăхĕ, çупа-мĕнпе тулса ларнăран, аялти хутсенче пурăнакансене раковинăна юхса тухса тарăхтарать. Çак пăрăха çине тăрсах улăштармалла. Тăваттăмĕш подъездрах çĕмрĕк кантăкĕсене çĕнĕрен лартмалла.

Паллах, пирĕншĕн тăрăшса тунă ырă ĕçе те палăртмалла - пĕлтĕр çурт тăррине витрĕç. Кунта çакна калани те вырăнлă пулĕ: темшĕн-çке проектпа çурт тăрринчи карлăка аяккалла пĕр шит чухлĕ кăна кăларнă, çавна пула çапса çăвакан çумăр стенана йĕпетет, ерипен ишĕлтерет.

Н.Ф.СИВКИН, Карл Маркс урамĕнчи 14-мĕш çурт комитечĕн председателĕ:

- Пирĕн çурта Вăрнарти ДРСУ хăй вăйĕпе çĕклесе лартнă, ăна шăпах 23 çул каялла хута янă. Çавăнтанпа тăррине çĕнĕрен шиферпа витнĕ те ун патне строительсен алли урăх пырса тĕкĕнмен. Ĕçĕ вара темĕн чухлех. Мана, ĕмĕр тăршшĕпе строительте чуна парса тимленĕ май, çурт çултан-çул юхăнса пыни самаях пăшăрхантарать. Çурт комитечĕн председателĕн тивĕçне пурнăçласа, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерес тĕллевпе коммуналлă служба пуçлăхĕсенчен пулăшу ыйтма та вăтанса тăман. Калăпăр, юлашки виçĕ-тăватă çулта йăлăхтарсах çитертĕм пулас. Шел, усси-пăсси çукки тĕлĕнтерет. Тепĕр тесен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕсем çулталăкра виççĕ таран улшăннă чухне йĕрке пуласса кĕтме кирлех-ши;

Проектпа пирĕн çуртăн пĕрремĕш хутри урайне тимĕр-бетон плита мар, хăма кăна сарса хăварнă. Вăл тахçанах çĕрсе кайнă. Пĕрремĕш хутра пурăнакансем ăна улăштарма миçе çул ĕнтĕ тархаслаççĕ. Çакăн пирки хам енчен етмиçе те çырса пĕлтернĕ. Урай айĕпе иртекен шыв пăрăхĕсем те юрăхсăра тухнă. Подъездсенче те юсав ĕçĕсем чылай пурнăçламалла. Çурт тавралла бетон е асфаальт сарса хытармалла, карта тытса çавăрмалла. Сăмах май каласан, çуртсем çывăхĕнчи палисадник картисене тытса бюджетран укçа-тенкĕ нумай тăккаланать пулас. Хурăн юпасем лартаççĕ те пĕр-ик çултан çĕрсе тÿнеççĕ, каллех çĕнĕрен тытма лекет. Тен, юпасем вырăнне тимĕр пăрăхсемпе е тимĕр-бетонпа усă курмалла; Ку кăна мар, çуртра пурăнакансем кил хушшинче ача-пăчана выляма ятарлă вырăн, пĕрле пухăнса ларма сĕтелпе саксем, кĕпе-йĕм çакса типĕтмелли площадка çуккишĕн те пăшăрханаççĕ. Халĕ подъездсене, кил хушшине тасатса-тирпейлесе тăнăшăн пирĕнтен укçа тытаççĕ. Анчах 4-5 уйăх ĕнтĕ подъездсем шăлакан-çăвакан çынна курман.

Çапла, пĕчĕк çеç çитменлĕхсем те çынсен кăмăлне хуçаççĕ.

В.П.СЛОТИНА, Алексей Иванов урамĕнчи 36-мĕш çурт комитечĕн председателĕ:

- 36-мĕш çуртăн хĕвел анăç енчи пайĕ, хĕрĕх çула яхăн каялла туса лартнăскер, самаях кивелсе юхăнма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Çак хушăра кунти çитменлĕхсем-кăлтăксем пирки сахал мар çырнă. Мана, çурт комитечĕн председателĕ пулнă май, акă мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ.

Пĕрремĕшĕ. Коммуналлă служба çыннисем эпир кăтартнă çитменлĕхсене пĕтерессишĕн нимĕн чухлĕ те тăрăшмаççĕ. Кăçалхи мартра, çурт тăрринчен ÿкнĕ тумла пăрĕ подъездăн иккĕмĕш хутĕнчи чÿрече кантăкне çĕмĕрчĕ. Ăна улăштарма ыйтса УЖКХра сакăр хутчен пултăм, анчах ку тарана çитсе те пырса пăхмарĕç.

Иккĕмĕшĕ. Çуркунне канализаци пăрăхĕсем тулса ларнă пирки люк патне кĕме палисадник картисене çĕмĕрсе-аркатса хăварчĕç. Ăна темиçе уйăхран юсарĕç-ха, анчах калиткине темшĕн вырнаçтармарĕç. Урăхла каласан, ĕçе нихăçан та вĕçне çитермеççĕ.

Виççĕмĕшĕ. Çуртсенчи ăшă системине ятарласа тасатмалла теççĕ. Анчах пирĕн çуртра çак ĕçе темшĕн пурнăçламарĕç. Паян - ытларикун, анчах ăшă халĕ те памаççĕ.

Тăваттăмĕшĕ. “Сельэнерго” общество пăхса-асăрхаса тăнă чухне подъездсенчи лампочкăсене вăхăтра улăштарса тăратчĕç. Халĕ çак ĕçе “Вăрнарти электричество сечĕсем” предприятие шаннă. Анчах вăл пирĕншĕн тăрăшни пĕртте сисĕнмест.

           Пиллĕкмĕшĕ. Ман шутпа, хваттерсенче пурăнакансем тĕлĕшпе йĕрке тумаллах. Акă, хваттерте пиллĕкĕн пурăнаççĕ, анчах кунта пĕри кăна шутра тăрать, ыттисем - ялта. Коммуналлă тÿлевсене пĕр çыншăн кăна тÿлесе тăраççĕ. Çакă тĕрĕс-и; Е тата хваттерсенче вуçех пурăнманнисем те ыттисене пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Анчахрах çÿлти хутра пурăнаканăн юсавсăр ăшă системинчен шыв манăн хваттере аннă, телевизора, паласа т.ыт.те юрăхсăра кăларнă. Хайхи çынна, Калинино тăрăхĕнчи ялта пурăнаканскерне, виçĕ кунтан тин шыраса тупма май килчĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
13 октября 2004
00:00
Поделиться
;