Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çамрăксем камран тĕслĕх илеççĕ;

Ачаш ача ашшĕ-амăшне хур кăтартать, теççĕ ваттисем. Ăçтан тупăнаçĕ-ха вĕсем иртен-çÿрене шар кăтартакан, вăрă çулĕ çине тăракан, йĕркене пăсакан ачасем; Кун пирки шутлатăн та - чун вăркать, куç-пуç хуралса килет. Темĕнле тĕрлĕ криминаллă пулăмсенче «палăраççĕ» вĕсем, вунă-вунçиччĕри çамрăксем. Пĕри эрех-сăра ĕçсе супнăскер каппайланса çÿрет, тепри ют çынсен пурлăхне çаратать, юлташĕннех япалине йăкăртать... Камран вĕренеççĕ-ха вĕсем; Тен, ют çĕршывра ÿкернĕ фильмсене курса пуçĕсене анратаççĕ; Тен, ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене тивĕçлĕ таран ăс-тăн памасть. Тен, çамрăксен паянхи кун саккун тавраш пуррине вуçех манса кайнă;

Сăлтавĕсене тĕп-тĕрĕс палăртма та йывăр. Шел пулин те, халлĕхе кĕçĕн ăрурисем преступлени тăвасси чакмасть-ха. Çакна район администрацийĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухнă тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем - право йĕркине пăснăшăн явап тыттарнă çамрăксемпе ĕçлесси, çула çитмен ачасене воспитани парас ĕçри культура учрежденийĕсен вырăнĕ тата право йĕркине пăсма пултаракан ачасене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарасси - чăннипех çивĕч. Комиссире вĕсене çиелтен кăна пăхса тухмаççĕ, ачасем мĕншĕн преступлени çулне суйласа илнине, ăна малашне çак утăмран еплерех çăлмаллине пĕрле сутса яваççĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

Уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен районти инспекци пуçлăхĕ А.В.Романов илсе кăтартнă цифрăсем кашнинех шухăша яма тивĕç. Паянхи куна инспекцисенче учетра çула çитмен 21 çамрăк тăрать, вĕсенчен виççĕшĕ - маларах судпа айăпланнăскерсем, тăваттăшĕ - ниçта та ĕçлемеççĕ-вĕренмеççĕ, вунпĕрĕшĕ - тулли мар çемьесенчен. Предписанире çырса панине пурнăçламаншăн икĕ хĕрача тĕлĕшпе ĕçсене район судне тăратнă, çула çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси те условнăй майпа айăплама ыйтнине ирĕкрен хăтартмаллине ыйтса çырнă, анчах суд ку ыйтăва тивĕçтермен.

Учета илнĕ çамрăксем тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăрасине асăрхаттарассипе комисси ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрлешсе ĕçлет, йĕркене пăсакансемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе воспитани парас тĕллевпе темиçе хутчен те калаçусем йĕркеленĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекципе пĕрле рейдсем ирттерни те предписанисенчен пăрăнакансене тупса палăртма май парать. Кăçал, сăмахран, ку енĕпе тăватă çамрăка асăрхаттарнă. Çавăн пекех тата тăваттăшне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçма пулăшнă.

Ачасем преступлени çулĕ çине тăнин сăлтавĕсем чăнах та чылай. Хăшĕ-пĕри ирĕклĕхе ытлашши хăнăхнипе тÿрĕ çултан пăрăнать, теприн криминаллă фильмсенчи «чăнкă» геройсем пек пулас килет, виççĕмĕшне ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ, воспитанийĕ çитмест. Анчах тепĕр чухне ачсем килĕнче çимелли пĕр тĕпренчĕк те пулманнипе те вăрă ĕçне «хăнăхаççĕ». Районта кунашкал тĕслĕхсем те пулкаланă.

Ачасен культура шайне ÿстерес, воспитани парас ĕçре культура учрежденийĕсен тÿпи те пĕчĕк мар. Районти культура çуртĕнче, ачасемпе тата çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен методисчĕ С.Арсентьева пĕлтернĕ тăрăх, тÿлевсĕр 11 кружок тата тÿлевлĕ Штатра класĕ ĕçлет. Вĕсене виçĕ методист ертсе пырать. Анчах та унта çÿрекенсем хушинче саккуна хирĕçле ĕç тума пултаракансен «ушкăнне» кĕрекен ачасем çук иккен. Çавăнпа та комисси председателĕ Г.Игнатьев район администрацийĕн культура пайне çак ĕçе тăхтаса тăмасăр йĕркелемеллине асăрхаттарнă.

Малтанхи çулсенче ял клубĕсем ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлетчĕç: мĕн тĕрлĕ кружок йĕркелемен, мероприяисем ирттермен пулĕ вĕсем. Паян пурин çинчен те çакна калама иртерех-ха. Паллах, хут çинче кашнин «пурнăçех» нумай енлĕ пуян, шел документра палăртнисем хăшĕсене отчет пама кирлĕ. Мĕн шутланине ĕçпе çирĕплетсен тем пекех те - клуб ĕçне аслисем кăна мар, ачасем те ытларах явăçĕç, суя хутсемпе намăсланма та тивмĕ.

Алкоголизм чирĕ çамрăкланса пынин сăлтавсене тата мĕнре шырамалла-ши; Çамрăксем хăйсен пуласлăхĕ çинчен шухăшламанни-ши ку; Паян район-хула центрĕсенче кăна мар, ялсенче те талăкĕпех ĕçлекен кафе-барсем уçса тултарчĕç. Вĕсем халĕ яш-кĕрĕмпе  хĕрупраçа пухăнса «тивĕçлипе» канмалли пĕртен-пĕр интереслĕ вырăн пулса тăни пĕртте иккĕлентермест. Ахальтен-и хĕрсемпе каччăсем  вăхăта туллин ирттернине эрех-сăра мĕн чухлĕ ĕçнипе танлаштараççĕ: енчен те алкоголлĕ шĕвексене «тăн çухатиччен» ĕçрĕн-тĕк - эсĕ лайăх каннă. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсем дискотекăра сăра-коктейль тата ытти «пуçа паракан» шĕвеклĕ кĕленчесене йăтса ташланине курсан çĕр тĕпнех анса кайăччĕç пулĕ;

Обществăлла вырăнта намăса пĕлмесĕр ÿсĕр çапкаланса çÿрекенсем те сахал мар. Акă, 29-мĕш професси училищинче вĕренекен В.-на çакăн евĕр тĕслĕхшĕн март уйăхĕнче административлă явап тыттарнă пулнă, анчах кун хыççăн та тăна кĕрес темен вăл - сентябрь вĕçĕнче ÿсĕрскере йĕрке хуралçисем каллех ярса тытнă. Хальхинче ăна чи пĕчĕк ĕç укçин 2,8 виçи чухлĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Ку унăн икĕ уйăхри стипендийĕпе танлашать. Ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçни те, тен, ăна тĕрĕс çул суйлама пулăшĕ.

Çамрăксем киревсĕр ĕçсене хутшăннăшăн, паллах, ашшĕ-амăшне е вюрентекене кăна айăплани вырăнсăр пек туйăнать. Ку - пĕтĕм обществăн «чирлĕ» вырăнĕ. Эппин вĕсем преступлени çулĕ çине тăрассине асăрхаттарассипе çемьен, педагогсен, культура, медицина ĕçченĕсене, ял администрациăĕсен пуçлăхĕсен, милици сотрудникĕсем - пурин те пĕрлешсе ĕçлемелле.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 октября 2004
00:00
Поделиться
;