Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фермăсенче

Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем чылай кăтартусемпе иртнĕ çулхинчен ăнăçлăрах ĕçлесе пыраççĕ. Тăхăр уйăхра районĕпе 1470 тонна аш, 6098 тонна ытларах сĕт туса илнĕ. Самăртакан ĕне выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ 445 грама çитнĕ. Пĕлтĕр 432 грамм пулнă. Сыснасен ÿтхушаслăхĕ 207 грамран 225 грама çитнĕ. Кăçал 8936 сысна çури илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 25 процент, е 1815 пуç, ытларах.

Пăру илессипе “Родник” агрофирмăри ферма ĕçченĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Малти Ишекри выльăх пăхакансем тăхăр уйăхра 128 пăру илнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăтра 107 пуç пулнă. “Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи выльăх пăхакансем те иртнĕ çулхинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ, 110 пăру илнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 13 пуç ытларах. Пăру илесси çавăн пекех хапăссен 12 пуç (57 процент), çĕрпелсен 2 (1), шĕнер-ишексен 16 (24), хăмăшсен 9 (6), чăрăшкас-мăратсен 2 пуç (7 процент) ÿснĕ.

Сысна çури илессипе ÿсĕм, тĕпрен илсен аш-какай комбиначĕн комплексĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхĕнчен килнĕ. Кунта вăй хуракансем кăçал 6850 çура илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 2495 пуç, е 57 процент, ытларах. “Самолет” ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ку тĕлĕшпе кăçал ăнăçлă ĕçленĕ. Вăрманкассем тăхăр уйăхра 431 çура илнĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 159 пуç, е 58 процент, ытларах. Çавăн пекех çамрăк выльăх илессине хапăссем 70 пуç (3,5 хут ытларах), кульцавсем 62 (6,1 хут), чăрăшкас-мăратсем 32 пуç (15 процент) ÿстернĕ.

Выльăх самăртассипе “Искра” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ферма работникĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Аçăмçырмисен самăртакан ĕне выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ 739 грампа танлашнă. Иккĕмĕш вырăнта “Янгорчино” ял хуçалăх кооперативĕнчи выльăх пăхакансем. Çĕрпелсен ку кăтарту 712 грампа танлашать. Хирпуçсен 512 грамм пулнă. “Юнтапа”, “Новый путь”, Карл Маркс ячĕллĕ, “Родина”, “Хорнзор” ял хуçалăх предприятийĕсен 400 грамран иртнĕ.

Сыснасен чи пысăк ÿт хушаслăхĕ “Янгорчино” ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулнă. Çĕрпелсен самăртакан выльăхсем талăкра 450-шар грамм хушăнса пынă. Аш-какай комбиначĕн сысна ĕрчетекен комплексĕнче, ял хуçалăх техникумĕнче ку кăтарту 400 грамран иртет, “Родник” агрофирмăра 382 грамм пулнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
16 октября 2004
00:00
Поделиться
;